Вӗçен кайăксем çинчен хайланă ирӗклӗ сăвăсене Николай Мордяков яппунсен поэзи хурăмӗпе – хайккупа – çырнă
Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗ çумӗнчи «Варкăш» литература клубӗ çуллахи кану тапхăрӗ хыççăн çӗнӗ сезонне уçрӗ. Хальхинче варкăшçăсем туслă йышпа Николай Мордяковăн «Юр çийӗн кăвар» хайкку пуххине пахалама пуçтарăнчӗç. Кăларăм çулла Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă. Аслă классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне вӗçен кайăксем çинчен çырнă ирӗклӗ сăвăсем кӗнӗ. Вӗсен тӗнчине сăнласа пама автор яппунсен поэзи хурăмӗпе – хайккупа – усă курнă.
Поэзире нимӗнле саккун та çук
Николай Гурьевич уява Комсомольски тăрăхӗнчи Çӗнӗ Мăрат ялӗнчен килсе çитрӗ. Вăл каланă тăрăх, пӗчӗк чухне нумай кайăка та уйăрсах кайман, тӗл пулман. Тăмана е улатакка курни пысăк пулăм та савăнăç шутланнă. «Ача чухне Йӗпреç вăрманӗнче тăтăш пулма тӳр килнӗ. Хитре вырăнсем курсан халь те унти тавралăх аса килет. Юлашки çичӗ çул Çӗнӗ Мăратра кун кунлатăп. Кунта асанне енчи тăвансемпе паллашрăм. Хурал ӗçӗнче тимленӗ май пăхса ларатăн та – тем тӗрлӗ кайăк та вӗçсе килет. Пӗринчен тепри илемлӗ. Коронавирус алхаснă тапхăрта питех тухса çӳреме юрамастчӗ. Чылай хайкку шăп çав вăхăтра çырăнчӗ. Хусанти хайкку çыракансен клубӗпе паллашрăм. Вӗсем тăрăшса вăй хунине кура хамăн та ӗçлес кăмăл çуралчӗ. Кайăксен ячӗсене пӗлес тесен энциклопедисем кирлӗ. Унсăрăн май килмест. Паллах, кайăка курсан сăнатăн, хăйне евӗрлӗхне палăртатăн. Малтан ун вырăсла ятне пӗлетӗн, кайран тӗрлӗ словарьте чăвашлине шыратăн. Вăрман словарӗнче пӗр тӗрлӗ, ял хуçалăх сăмахсарӗнче тепӗр майлă пулма пултарать», – терӗ поэт.
Унăн пӗрремӗш сăвви Патăрьел районӗн «Авангард» хаçатӗнче кун çути курнă. Каярахпа «Тăван Атăл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Çилçунат», «Самант» журналсенче пичетленнӗ. Николай Гурьевич хăйне çул уçса панă çынсене чӗререн тав турӗ, кашнине ятран аса илчӗ. Наталия Орлова ӳнерçе хӳхӗм ӳкерчӗксемшӗн, капăр хуплашкашăн тав сăмахӗ каларӗ. «Кашни сăвă пуçламăшӗнчи пысăк саспалли – буквица – хăй кайăк евӗрлӗ курăнать», – терӗ Николай Гурьевич.

«Юрату çинчен, чӗре ыратни çинчен мӗн чухлӗ çырма пулать-ха? Чӗре ыратсан редактор патне мар, тухтăр патне каймалла. Мӗн çырса палăрма пултарăп-ши эпӗ тесе шухăшларăм. Килти библиотекăра хайккусен куçарăвне асăрхарăм. Вырăсла вӗсене Константин Бальмонт куçарнăччӗ. Вулатăп – ăнлансах каймастăп. Хама ăнланмалла пултăр тесе чăвашла куçарса пăхас-ха терӗм. Чиперех пек. Методика литератури вулама пуçларăм. Юлашкинчен çакăн пек шухăш патне пырса тухрăм: поэзире нимӗнле саккун та çук. Таса хут вăл хăйех поэзи... Пӗр сăввăн вун икӗ вариант таран пулса каять тепӗр чухне. Иккӗш-виççӗшне, аванраххисене, хăваратăн. Вӗсенчен чи лайăххине суйласа илме çăмăл мар вара», – вăрттăнлăхӗсене уçрӗ сăвăç.
Юлашки вăхăтра вăл йывăç-курăк тӗнчине пысăк тимлӗх уйăрма пуçланă. Ку пӗртте ахальтен мар, поэт символсемпе усă курса паттăрсем çинчен произведени çырма тӗв тунă. Ăна фитопоэма теме те пулать-мӗн. Çыравçă çӗнӗ мелсем, майсем шырани куçкӗрет. «Цифровизаци самани кӗске хурăмсем юратать. Пурăна киле литературăра та пӗчӗк формăсем вăй илессӗн туйăнать», – терӗ хайккуçă.

Çамрăксене те хавхалантарать
«Юр çийӗн кăвар» кӗнекен умсăмахне филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш филологийӗпе культура кафедрин доценчӗ Ирина Софронова çырнă. Вăл 2000-мӗш çулсенче чăваш поэзийӗнчи тухăç литературин традицийӗсене тӗпчеме пуçланă. Çавна май Н.Мордяковăн «Çамрăксен хаçатӗнче» пичетленнӗ хайлавӗсемпе паллашнă, статья çырнă. Ун чухне ӗçтешӗсем ăна: «Кам вăл Мăрчак Кули? Пӗлместпӗр, илтмен ун пек сăвăç çинчен. Хăв шухăшласа тупнă», – тесе каланă-мӗн. «Кун пек лайăх кӗнеке тухассине пӗлсен умсăмахне çырма хаваспах килӗшрӗм», – терӗ Ирина Владимировна. Тӗлӗнмелле пулин те, литературоведпа çыравçă «Варкăш» ларăвӗнче кăна куçа-куçăн тӗл пулса паллашрӗç.
Кăларăм редакторӗ Ольга Иванова Николай Гурьевичăн хайкку мелӗпе çырнă сăввисене «Çул кайăкӗ» коллективлă сборник хатӗрленӗ чухне асăрханă, çиччӗшне суйласа илсе кӗртнӗ. Каярахпа автор «Юр çийӗн кăварăн» алçырăвне йăтса килнӗ. Ольга Михайловна унпа хавхаланса ӗçленине палăртрӗ. «Çапах та ку поэзи пурне валли те мар. Кунта шухăша путни, автор шахвăртнине ăнланас тени, сăнара курма пӗлни, шăплăха чăмни кирлӗ. Пуç ватса ларас килмесен çаврăмсен тӗшшине астивмесӗрех юлатăн», – асăрхаттарчӗ вăл.
«Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Антонина Андреева Н.Мордяковăн сăнарлă чӗлхи хăпартлантарнине, килӗшнине асăнчӗ. Елена Кудрявцева çамрăк вӗрентекен те кăларăма савăнсах алла тытнă. «Хайккусем кăмăла кайрӗç. Вӗсем сăнама вӗрентеççӗ. Сăнама, чăн та, шалти вăй-хал, туйăмсен çивӗчлӗхӗ кирлӗ. Мана уйрăмах çак йӗркесем килӗшрӗç:
Кайăк тӗнчи – шăп…
Тупăшу çеç шуçăмччен,
Шапа – шăпчăкпа!..
Хăшне-пӗрне тӳрех ăнланма кăткăсрах. Тен, темиçе хут вуламалла, тен, хальлӗхе пурнăç опычӗ сахалрах ман. Çапах хайккусем ырă хумпа чӗрене вырнаçса пыраççӗ», – терӗ Елена Людвиговна.

Нина Царыгина прозаик, «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатăн редакторӗ те хайлав пуххине тӗлӗнсе тишкернине пытармарӗ. «Эпир чылай чухне çӗннине тӳрех йышăнаймастпăр, хăнăхнă тăват йӗркеллӗ çавраллă сăвăсене кăна çăмăллăн та ырласа вулама пултаратпăр. Çакăн пек хайкку пуххисем питӗ хăйне евӗрлӗ, кашниншӗнех ăнланмалла та мар пуль. Кун пек сăвăсене ăнланас тесен, тен, темиçе хут вуласа тухмалла, чун витӗр кăлармалла. Автор кайăксем çинчен çырнă май кӗнекепе энциклопеди пек те усă курма пулать. Вăл ачасемшӗн те, аслисемшӗн те – уйрăмах вӗрентекенсемпе журналистсемшӗн – усăллă. Вӗçен кайăксен ячӗсене ăнлантарса, вырăсла куçарса панă. «Юр çийӗн кăвар» кăларăма тухнă-тухман алла тытрăм. Ăна вуланипех çырлахмарăм, хамăн та хайккусем çырса пăхас килчӗ. Çапларах йӗркесем çуралчӗç манăн:
Симӗс кӳлӗре
Хура ӗне шыв ӗçет.
Типнӗ кӗтӳре.
Янкăр тӳпере
Пӗлӗт татки курăнмасть.
Утă уйăхӗ.
Ӗлккен çутăра
Хӳхӗм хӗр кӗлеткине
Савнийӗ сăнать.
Шурă хут çийӗн
Вӗçеççӗ саспаллисем –
Сăвă сӗвемӗ.
Ирина Владимировна, сиснӗ пекех, умсăмахра çапла çырнă: «Курăнакан ансатлăхӗпе хайккусем çамрăксене те çакăн пек сăвăсем çырса пăхма хавхалантараççӗ». Николай Мордяковăн кӗнеки хӗтӗртнипех çӗнӗ жанрпа ӗçлесе пăхас килчӗ», – терӗ Нина Анатольевна.
Çак каç библиотекăра «Юр çийӗн кăвар» кӗнекен кăна мар, «Варкăш» литература клубӗн гимнӗн хăтлавӗ те иртрӗ. Мухтав юррин авторӗ – Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерçӗ. Асăннă юрра вăл гитара каласа шăрантарчӗ. Варкăшçăсем те аякра тăрса юлмарӗç – ӗнӗрлеме тăрăшрӗç. Ахăртнех, литература клубӗн ларăвӗсем малашне гимн янраттарнинчен пуçланӗç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев