Виçӗ куна пынă «Текст»
Ноябрӗн 8–9-мӗшсенче «Текст» фестиваль тăваттăмӗш хут иртрӗ. Раççей шайӗнчи пысăк мероприяти вулама вӗреннӗ пӗр çынна та айккинче хăвармарӗ тесен питӗ тӗрӗс калатпăр.
Фестиваль вӗçленичченех библиотекăн икӗ хутӗнчи холӗсенче йӗркеленӗ кӗнеке ярмăрккине çӗршыври паллă издательствăсем – ВШЭ Издательство çурчӗ, Бомбора, АСТ Издательство çурчӗ, РЕШ, Альпина, Таткнигоиздат тата ыттисем – хăйсем хутшăннă. Кӗнеке вулама юратакансемшӗн питӗ илӗртӳллӗ пулчӗ – пӗр енчен илсен, ярмăрккари кӗнекесенчен чылайăшӗ лавкка сентри çине çитме те ӗлкӗреймен-ха, пирӗн вара ăна халех илсе вулама май пур. Тепӗр енчен – издательство хакӗсем лавккаринчен самай йӳнӗрех. Тематика енчен те сутăва тăратнă кӗнекесем анлă пулнипе тӗрлӗ çулти, тӗрлӗ интерессемпе пурăнакансене хăйсем патне туртаççӗ.
Пӗрремӗш кунӗнче «Текст» витӗмӗпе профессиллӗ библиотекарьсем валли хатӗрленӗ «Код доступа» форум ӗçлерӗ. Форумра ТР Наци библиотекин директорӗ Мадина Тимерзянова модератор пулчӗ. Фестивале хутшăнакан спикерсем республикăн муниципаллă районӗсенчен килнӗ ӗçтешӗсене библиотекăн хальхи вăхăтри тенденцийӗсем çинчен каласа пачӗç, çакна кура ӗçе çӗнӗлӗхсем кӗртесси пирки те канашларӗç. Залра ларакансене саламласа пӗрремӗш доклад вулаканӗ Хусанти патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Шайхайдаровна Ахмадиева пулчӗ. Çак вӗренӳ заведенийӗ 1969 çулта уçăлнăранпах çӗршыв валли (çапла, çапла, Хусанпа Тутарстаншăн çеç мар) библиотекарьсем хатӗрлет. Халӗ аслă шкулта Раççейӗн 14 регионӗнчен, 4 çӗршывран (Казахстанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Туркменистанран) 180 студент вӗренет.
Паян институтра вӗренекенсене те, квалификацине ӳстерме уçакан курссенче те ӗçре цифра технологийӗсемпе анлăн усă курасси çине пусăм тăваççӗ. «Культура» наци проекчӗпе «Творчество çыннисем» федераллă проектсене тӗпе хурса интернет сечӗсенче библиотекăсен имидж коммуникацине йӗркелеме хăнăхтараççӗ. Библиотека фончӗсене цифрăласси те çивӗч паянхи кун. Ку вулакан ӗçне те ансатлатать, нумай çул каялла пичетленсе тухнă кӗнекесене те упраса хăварма пулăшать. Электронлă библиотекăсен услугисене вăя кӗртме библиотека маркетингӗ те PR-технологисемпе усă курасси – паян çивӗч ыйтусенчен пӗри пулса тăрать. Библиотекарь пулса ӗçлекенсене çаксем çинчен каласа парасси, çӗнӗлле ӗçлеме хăнăхтарасси хăйсен тивӗçӗ тесе шутлать институт ректорӗ. Юлашки виçӗ çулта 4 пин ытла çын «Культура» нацпроектпа квалификацине ӳстерни Роза Шайхайдаровна сăмахӗсемпе килӗшмелли çинчен калать.
Студентсене пӗлӳ панипе пӗрлех практика иртесси çине те пусăм тăваççӗ. Наци библиотекипе çак тӗлӗшпе тачă ӗçлени усă кӳни çинчен каларӗ Роза Шайхайдаровна. Студентсем стартапсем хута яни çинче те чарăнса тăчӗ. Библиотекăсенче çӳллӗ технологисем пулăшнипе кашни ăрăва килӗшекен вырăн «хатӗрлеме» пулать. Библиотекăсенче цифровизаци ытти культура учрежденийӗсенчинчен кая пулмалла мар. IT-обществăшăн библиотекăсем пӗр тан партнер пулччăр тесе тăрăшмаллине те астутарчӗ Роза Ахмадиева.
Ăнсăртран библиотекарь пулмалла мар
Библиотекăсем вулакансемшӗн интереслӗ, кирлӗ вырăн пулччăр тесен вӗсенче цифра трансформацине кӗртмелле тесе шутлать вăл.
ТР культура министрӗ Ирада Аюпова та хутшăнчӗ библиотекарьсен форумне. Вăл библиотекарь профессийӗн пӗлтерӗшӗ çинчен каларӗ. Хусан император университечӗн ректорӗ, паллă ăсчах Николай Лобачевский хăйне библиотекарь тесе алă пуснă. Çакна Ирада Хафизяновна библиотекарь пӗлӗвӗ чăн та пысăк, нумай енлӗ пулнипе ăнлантарать. Çакăнтах вăл Швейцарири пӗр пысăк библиотекăра пулнине аса илчӗ. Ертӳçӗрен миçе библиотекарь ӗçленипе интересленсен лешӗ: «Тăваттă», – тесе хуравланă. Библиотекарь профессиллӗ, вулакансен пур ыйтăвне хуравлама хатӗр çынсем тăваттăн иккен, ыттисем клерксем – кӗнекене кӳрсе параççӗ, çӳлӗк çине хураççӗ. Тата ытти вак-тӗвек ансат ӗçсем пурнăçлаççӗ.
Çавăнпа библиотекарь профессийӗ чăннипе сумлă, ăнсăртран килсе кӗнӗ çын библиотекарьте ӗçлемелле мар тесе шутлать Ирада Хафизяновна. Вăхăт улшăннă май, пурнăçра IT-технологисем пысăк вырăн йышăннă чух библиотекарьсене хатӗрлес ыйтăва пăхса тухмаллине те каларӗ министр. Ку темăна Роза Ахмадиевăпа уйрăммăн тӗл пулса сӳтсе явса йышăнусем тумаллине пӗлтерчӗ.
Мӗнле кӗнеке вулама кăсăкрах?
Çак кун электронлă кӗнекесем пирки те, хут кӗнекесем çинчен те тăтăш илтме тӳр килчӗ. Электронлă, аудиокӗнекесем пурнăçра ытларах та ытларах вырăн йышăнаççӗ. Хут çинче пичетленнӗ кӗнекесене «хӗссе» кăларӗç-и вӗсем? Мадина Фатыховна шухăшӗпе çапла пулаймӗ. Мӗншӗн тесен хут кӗнекесене те, электронлисене те текст пӗрлештерсе тăрать. Текст интереслӗ, кирлӗ-тӗк хут кӗнекене те, электронлине те вулама кăмăллă. Библиотекарьсен вулакана интереслентерме, вăл кӗтнӗ литературăпа тивӗçтерме паянхи çӳллӗ технологисен пулăшăвӗпе усă курмалла.
«Код доступа» форума хутшăннисем, тӗрӗсрех – йӗркелекеннисем – Çемье çулталăкне халалласа-и, библиотекăна çынсене пӗччен-пӗччен мар, çемйисемпе çӳретесшӗн пулса-и, çемье çинчен те ыйту çӗклерӗç.
Чулхула университечӗн кафедра заведующийӗ Сергей Судьин социолог доклачӗн теми «Демографи» наци проекчӗпе тачă çыхăннă. Çӗршывра çын шучӗ сахалланнин сăлтавӗ паян пуçланман тесе ăнлантарать ăсчах. Унăн тымарӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинченех пыраççӗ – 27 миллион çын пурнăçӗ татăлнă унта. Вӗсен миçе пулас ачи, мăнукӗ кун çути курайман?..
Санкт-Петербургран В.В.Маяковский ячӗллӗ Тӗп хула публичнăй библиотекин ученăй-секретарӗ, Рудомино ячӗллӗ ют çӗршыв литературин библиотекин генеральнăй директорӗн канашçи Светлана Горохова килнӗ, вăл тӗнчери библиотекăсенче çемьесемпе мӗнле ӗçленине каласа пачӗ. Çемйипех библиотекăна çӳретес тӗллевпе мӗнле ӗçсем туса ирттересси çинче те чарăнса тăчӗ вăл. Анчах çак ӗçе маркетинг тӗпчевӗнчен пуçламалла тесе шутлать ăсчах. Паллах, ку ӗçе социологсем ирттерсен тӗрӗсрех пулать. Анчах укçа-тенкӗсӗр библиотекăшăн чăннипех пӗлтерӗшлӗ ӗçе тума йывăртарах (финанс енчен, пытармалли çук, библиотекăсем пит пуян организацисем мар). Кăна та асăрхарӗ С.Горохова. Мадина Фатыховна спикера хирӗçлемесӗр кун пек лару-тăрура та шутланине пурнăçлама шанăç пурри çинчен каласа тӗслӗх илсе кăтартрӗ. Иртнӗ çул тӗрӗк чӗлхисемпе калаçакан халăхсен «Йорт» кӗнекине кăларма малтанах идея çеç пулнă. Кун çинчен комикссем ӳкерессипе интересленекенсене пӗлтерсенех 75 заявка килнӗ библиотекăна. Вӗсене экспертсен пăхса хакламалла, паллах, ку укçа-тенкӗпе те çыхăннă. Çыннисене те шырамалла. Комикссен искусствине ăнланакан, профессионал шайӗнче хаклакан ăстасем Пензăра тупăннă. Хусансен идейипе интересленсе вӗсем тӳлевсӗрех эксперт пулма килӗшнӗ ку проектра.
Пысăк фестивалӗн анлă программи
Пӗрремӗш кунах Тутарстанри вулама юратакан сакăр çемьене чысларӗç, наградăсем парса хавхалантарчӗç.
Мастер-классене ачасемпе пӗрлех аслисен те хутшăнма май пулчӗ – хут татăкӗсенчен коллаж тума хăнăхрӗç.
Паллă çыравçăсемпе, музыкантсемпе тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ноябрӗн 9-мӗшӗнче уçăлнă «ТАСМА – 50» фотокуравра уйрăмах çынсем йышлă пулчӗç. Хусанти паллă фотографсен Владимир Зотовăн, Владимир Богдановăн, Фарит Губаевăн тата ыттисен историре юлнă сăнӳкерчӗкӗсем куравра.
Фестивалӗн виççӗмӗш кунӗнче те кăсăк мероприятисем нумай пулчӗç. Ярмăрккана кӗнекисене тăратнă издательствăсем вулакансемпе тӗл пулчӗç, хальхи вăхăтри литература юхăмӗсем çинчен те, хăйӗн ӗçӗсем çинчен те каласа пачӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев