News by date 15 November 2024
-
Икçӗре яхăн шкул ачи профессисен фестивальне хутшăннă
Пӗтреç районӗнчи «Алгоритм» технологи лицейӗнче профессисен фестивалӗ иртнӗ. Унта хутшăннă 200 ача хăйсене тӗрлӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхма пултарнă. Кун пирки «Билет в будущее» профориентаци проекчӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Виçӗ куна пынă «Текст»
Ноябрӗн 8–9-мӗшсенче «Текст» фестиваль тăваттăмӗш хут иртрӗ. Раççей шайӗнчи пысăк мероприяти вулама вӗреннӗ пӗр çынна та айккинче хăвармарӗ тесен питӗ тӗрӗс калатпăр.
-
Тутарстанра çул çинче аварисене пула 260 çын вилнӗ
Аварисен шучӗ республикăра чакса пырать пулсан та вилекенсен шучӗ ӳсет. Ӳсӗр водительсем, хирӗç килекен çул çине тухса кайни тата хăрушсăрлăх пиçихийӗпе çыхăнманни – аварире çын вилнин тӗп сăлтавӗ. Кун пирки Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн ертӳçи Рустем Гарипов «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗ.