Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Икçӗре яхăн шкул ачи профессисен фестивальне хутшăннă

Пӗтреç районӗнчи «Алгоритм» технологи лицейӗнче профессисен фестивалӗ иртнӗ. Унта хутшăннă 200 ача хăйсене тӗрлӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхма пултарнă. Кун пирки «Билет в будущее» профориентаци проекчӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ачасем пуçламăш классенче тата биологи предметне  вӗрентекен, электромонтажник, визажист, кондитер, бухгалтер, парикмахер, туризм, психологи тата сиплев ӗçӗсемпе паллашнисӗр пуçне, профессипе çыхăннă ытти ыйтусене те татса панă.

«Профориентаци мероприятийӗсем – вӗренекенсене пулас профессие суйласа илме пулăшаççӗ тата карьерăра ӳсмелли майсем çинчен каласа параççӗ», – палӑртрӗ Професси енӗпе малта пыракан хатӗрлену центрӗн ертӳçи Наталья Королёва.

«Билет в будущее» проект «Образование» наци проекчӗн пӗр пайӗ. Вӑл шкул ачисене тӗрлӗ профессирен хăйне кирлине суйласа илме пулăшать, вӑл е ку специальность валли мӗнле компетенцисем кирлине ӑнлантарса парать.

«Билет в будущее» профориентаци проекчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Профорентация