Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çул çинче аварисене пула 260 çын вилнӗ

Аварисен шучӗ республикăра чакса пырать пулсан та вилекенсен шучӗ ӳсет. Ӳсӗр водительсем, хирӗç килекен çул çине тухса кайни тата хăрушсăрлăх пиçихийӗпе çыхăнманни – аварире çын вилнин тӗп сăлтавӗ. Кун пирки Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн ертӳçи Рустем Гарипов «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗ.

«Республикăра кăçал 2 657 авари пулнипе 260 çынна çухатрăмăр, 3 223 çын суранланнă. Паянхи куна аварисен тата вӗсенче шар курнисен шучӗ чакни палăрать пулсан та, пӗлтерхипе танлаштарсан вилнисен шучӗ ӳсет», – пӗлтерчӗ Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов.

Инкексем хирӗç килекен çул çине тухнипе, çуран çӳрекенсем е чăрмавсем çине кӗрсе кайнипе тата  çул хӗррине тухса кайнипе пулаççӗ.

Хирӗç килекен çул çине тухнипе 206 аварире кăçал 89 çын вилнӗ, 350 çын суранланнă. Кун пек чухне машинăсем çунма пуçлани те цифрăсем ӳсессине витӗм кӳрет.

Ӳсӗрле руль умне ларнипе республикăра 158 инкек пулнă. 28 çын вилнӗ, 202 çын больницăна лӗкнӗ. Каласа хăвармалла, автоинспекторсем республикипе тытса чарнă  ӳсӗр водительсенчен 600-ӗ руль умне  иккӗмӗш хутчен ӗçсе ларнă. Кун пек чухне пысăк штраф тӳлеттерни те, правапа автомашинăна (аварие лексен)   туртса илни те ним те мар вӗсемшӗн.  Ӗçрӗн пулсан мӗн е кам  лартать-ши вӗсене руль умне? Хăвăн пурнăçна шеллеместӗн пулсан, çынсем çинчен ма шутламалла мар-ши?

Республика çулӗсем çинче хăрушсăрлăх пиçихийӗпе çыхăнманнипе 40 çын вилнӗ тата 51 çын суранланнă. Пурӗ 62 авари пулнă. Çулсем çинче пулнă аварисенче ятарлă автокреслăра ларакан  пӗр ача та  аварире суранланманнине каласа хăварчӗ Рустем Гарипов. Çак ыйтăва татса панă чухне ашшӗ-амăшӗн хăйсен ачисен хăрушсăрлăхне тимлӗх уйăрнине аса илтерчӗ. 

Çуран çӳрекенсемпе Тутарстанра 700 инкек регистрациленӗ, вӗсенче 45 çын вилнӗ, 680 çын суранланнă.

Кăçал республикăра вунă уйăх хушшинче 16 çула çитмен ачасемпе 329 авари пулнă. Инкексенче 10 ачана  çухатнă, 352-шӗ суранланнă.

Юлашкинчен Рустем Гарипов кашни çул ноябрь уйăхӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче, кăçал ноябрӗн 17-мӗшӗнче çул çинче вилнисене асăнмалли кун пулнине каласа хăварчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасные дороги безопасность