Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виталий МАТОРКИН: «Çемьепе пĕрле пуçтарăнсан юрлама юрататпăр»

Хуть кампа паллашсан та, тӗл пулсан та чи малтан çынна çакăн пек ыйту паратăп: «Эсир пирӗн Тукай районӗнчен-и?» Ара, Тукай районӗн хаçатӗнче ӗçлетӗп-çке, журналист ялан мӗнле интереслӗ çын çинчен çырмаллине шырать вӗт. «Çапла, эпӗ Тукай районӗнчен», — тесе хуравларӗ ак хальхинче çулташăм. Çапла паллашрăмăр та Виталий Маторкинпа нумай пулмасть Хусана «Сувар» хаçатăн юбилейне кайма тухсан. Вăл питӗ интереслӗ, хăйнеевӗрлӗ çын. Тата çакна та палăртас килет: ун питӗнчен йăл кулă каймарӗ.

Хуйхăра та, савăнăçра та пӗрле

— Эпӗ Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнче çуралнă. Унтах ӳснӗ, вăтам шкул пӗтернӗ. Шкул хыççăн Елабугăри культурăпа çутӗç училищин оркестр уйрăмне вӗренме кӗтӗм. Виçӗ çул флотра хӗсметре пултăм. Вӗренсе пӗтерсе диплом илсен тăван тăрăха таврăнтăм. Каçпа клуб заведующийӗнче ӗçлеттӗм, кунӗпе вара, колхоз председателӗ ыйтнипе, «ЗИЛпа» тырă турттараттăм. Халь пулсан икӗ ӗçпе ӗçлеймен те пулăттăм-тăр. Ун чух вара çамрăк пулнă, чӗрере юрату хӗмленнӗ, савăннă, кулнă... Хампа пӗрле яланах баян пурччӗ ман. Комбайнерсем валли хиртех концерт лартни те нумай пулнă. Астăватăп, пурте манпа пӗрле юрлатчӗç, мана хулпуççинчен лăпка-лăпка мухтатчӗç, — аса илет çамрăклăхне Виталий Арсентьевич. 

Вăл 1981 çулта Çырчаллине пурăнма куçнă, автогигантăн двигательсен заводне ӗçе вырнаçнă. Сакăр çултан ашшӗпе амăшӗ те кунта куçса килнӗ — ачисемпе юнашар пурăнас тенӗ. 

— Аванччӗ ун чух, тен, чи телейлӗ çулсем пулнă-тăр вӗсем... Эпир мăшăрпа Ольăпа заводра ӗçлеттӗмӗр: эпӗ — мастер, арăм — слесарь. Иксӗмӗр те юрра-ташша юратнăран тăтăшах концертсене хутшăнаттăмăр. Ачасене те, урамра ахалех çапкаланса ан çӳреччӗр тесе, ташă кружокне çӳретме пуçларăмăр. Çавăнпа та пирӗн Юра та, Саша та — питӗ аван ташăçăсем. Мăшăрăм хитре юрлатчӗ, ансамбль солисткиччӗ. Çапла, иртнӗ вăхăтра калатăп мăшăрăм пирки, мӗншӗн тесен вăл çамрăклах пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ... 46 çулта çеçчӗ. Онкологи... Вăл мӗнле çирӗп кăмăллă çын пулнине сăмахпа та каласа пама çук пулӗ. Саша ун чух салтакраччӗ. Ăна амăшӗпе сывпуллашма чӗнсе илтӗмӗр. Оля ун чух юлашки вăйне пухса вырăн çинчен тăрса ларчӗ, хăйӗн чи хитре аркăллă кӗпине якатса пама ыйтрӗ. Сӗтел хушшине ларчӗ те йăл кулчӗ — калăн унăн нимле чир те çук. Ывăлăмăр кайичченех хăйне çапла савăнăçлă тытрӗ. Эпӗ мăшăрăм сывалма пуçларӗ пуль тесех шутларăм ӗнтӗ. Саша кайсан вăл пире: «Ывăлăм мана хитре хӗрарăм пек астуса юлтăр. Вăл таврăниччен эп пурăнаймăп ӗнтӗ...» — терӗ. Çапла ман телейӗм кӗске вăхăтрах çурта пек лап сӳнчӗ, — çак самантра çулташăн пичӗ çинчи йăл кулă та çухалчӗ, сăнӗ тӗксӗмленчӗ. Виталий Арсентьевич шăпланчӗ.

Эпӗ те текех ыйту памарăм, çынна лăпланма вăхăт парас терӗм. Кун пеккине аса илме çăмăл мар вӗт.

Юрă-кӗвӗ пӗрлештерчӗ

Пӗр вăхăт чӗнмесӗр пытăмăр. Пӗр çур сехетрен-и, маларах та-и — арçын хăйех калаçăва малалла тăсрӗ. 

— Питӗ йывăр пулчӗ ун чух мана: макăрас килет — макăраймастăп, калаçас килет — сăмахсем тупăнмаççӗ... Баяна илтӗм те картишне тухрăм, тăсса ятăм баяна... Шанатăр-и, çук-и — çăмăлрах пулса кайрӗ. Кӗвӗ мана ăнланса лăплантарнă пекех туйăнчӗ, вăй-хăват хушрӗ. Çапла кун хыççăн кун Ольăсăр пурăнма вӗрентӗм вара... — чунӗнчи ырату пирки каласа парать Виталий Арсентьевич. 

Юратнă мăшăрӗ вилсен вăл пӗр вăхăта «Чӗкеç» ансамбле çӳреме пăрахнă. Анчах та ансамбль купăсçăсăр мӗнле-ха? Кăмăлӗ пур-и, çук-и — таврăнмах тивнӗ унăн тăван коллектива. 

— Пирӗн ушкăн йӗркеленни 33 çул çитрӗ ӗнтӗ. Эп ăна хамах йӗркеленӗ. Астăватăр-и, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнче наци чӗлхисем, культурисем, йăли-йӗркисем çӗнӗрен вăй илсе аталанма пуçларӗç. Эпир те, Çырчалли чăвашӗсем, пӗрле пухăнтăмăр та хамăрăн фольклор ушкăнне йӗркелеме калаçса татăлтăмăр.

Малтанах ансамбле 50 çын таранах çӳретчӗ. Вăхăт иртнӗçем çурри çӳреме пăрахрӗ — чи тӳсӗмлисем, хитре сасăллисем тăрса юлчӗç. Пилӗк çултан халăх ансамблӗ ята илес тесе тăрăшса пăхма шутларăмăр. Çакăн валли вара ертӳçӗ аслă пӗлӳллӗ пулмалла. Манăн аслă пӗлӳ çук. Çавăнпа та ансамбле ертсе пыма Елена Кондюковăна суйларăмăр. Елена Львовна «Чӗкеçе» ертсе пынăшăн эпӗ çав тери хавас. Вăл питӗ пултаруллă хӗрарăм — талантлă, ертсе пырас ăсталăхӗ те пысăк шайра. 

Эпир коллективпа ăçта кăна çитмен-ши? Тутарстанри районсенче кăна мар, Чăваш Енре те, Удмуртире те, Самара тата Ульяновск облаçӗсенче те пӗрре мар пулнă. Пире пур çӗрте те ăшшăн кӗтсе илеççӗ. Эпир юрланине илтсен ваттисем савăннипе куçӗсене шăлса лараççӗ вара. Хăш-пӗр çӗрте концерт курма халăх тумӗ тăхăнса пыракансем те пур, — кăмăллăн сăмах çăмхине сӳтет Виталий Маторкин.

Вăхăт иртнӗçем пурнăç майлашăнма пуçланă. Виталий хăйӗн пекех шăпаллă хӗрарăмпа — Галина Андреевнăпа — тӗл пулнă. Вăл ачисене пӗчченех ӳстерет иккен.

— Ольăпа та мана юрă-кӗвӗ паллаштарнăччӗ, Гальăпа та музыка пулăшнипех çывăхлантăмăр. Акă ӗнтӗ 15 çул пӗрле эпир. Эпир ачасене манăн е санăн тесе уйăрмастпăр. Çавра сӗтел хушшине пурте пӗрле пухăнатпăр та мăшăрăм хуплу пӗçерет, сăра вӗрететпӗр. Хамăрах хатӗрлетпӗр. Сăра вӗретес енӗпе Аксура пурăнакан Серафима ание çитекен çук, паллах. Вăл кăшманран тӗлӗнмелле тутлă сăра вӗретет. Мăшăрăм юрăçă манăн, ун пекки питӗ сайра. Анчах та хальлӗхе юрламасть, мӗншӗн тесен коронавируспа чирленӗ хыççăн сасси çӗтрӗ, — паллаштарать хăйӗн çемйипе çулташăм. 

Виталий Арсентьевич хăйӗн ачисем çинчен чылайччен каласа пачӗ. Чăн та, вӗсемпе мăнаçланмалăх пур ашшӗпе-амăшӗн. Пурнăçра пурте хăйсен вырăнне тупнă, кам спортпа туслă, кам бизнеспа аппаланать. Пӗрле пухăнсан вара Маторкинсен килӗнче халăх юррисене юрлама юратаççӗ. 

Аслашшӗ Эрнест мăнукӗпе те мăнаçланать. Вăл Хусанти театр училищине пӗтерсен Мускаври ГИТИС студенчӗ пулса тăнă иккен. Тепӗр пӗчӗк мăнукӗ Оливия пирки каланă чух та куçӗсем савăнăçпа çиçрӗç Виталий Арсентьевичăн. Ӗçтешӗсем пирки те ыррине кăна калать вăл, июньте Санкт-Петербургра иртекен Акатуя кайма пуçтарăннине те пӗлтерчӗ. 

Мӗнле юрă-кӗвве ытларах килӗштерни пирки ыйтсан Виталий Маторкин çапла хуравларӗ: «Кӗввӗн национальноçӗ çук. Хуть хăш халăхăн юрри-кӗввине те пӗр пекех юрататăп. Юрă-кӗвӗ пурăнма пулăшать, ӗçлеме хавхалантарать, ниме пăхмасăр савăнма, малалла утма хистет». 

«Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова ун çинчен ыррине çеç калать:

— Виталий Арсентьевич — пирӗн коллективăн улшăнми аккомпаниаторӗ. Вăл Çырчаллинчи чăваш обществине йӗркелесе ярас ӗçе те хутшăннă, ансамбле те вăлах пуçарнă. 1991 çулта хулара вăл пуçарнипе пуçласа Уяв иртрӗ. Унта Çырчаллинчи тата Тукай районӗнчи чăвашсем кăна мар, ытти хуласемпе районсенчен те йышлăн пуçтарăннăччӗ. Пирӗн баянист — сайра тӗл пулакан талантлă музыкант, чăваш культурине упраса хăварас, малалла аталантарс тӗлӗшпе пит нумай ӗçлет вăл, — тет Елена Львовна. 

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Маторкинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана