Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вулама пуçлатăн та чарăнаймастăн

Çӗнӗ çул умӗн «Варкăш» литература клубӗнче кӗнеке тусӗсем Ольга Австрийскаян «Пӗррехинче кайăк-кӗшӗк картишӗнче…» çӗнӗ повесть-юмахне пахаларӗç. Кăларăм пӗлтӗр Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă.

Кӗнеке хăтлавне çыравçăсем, журналистсем, Ольга Австрийская пултарулăхне сума сăвакансем пухăнчӗç. Малтанах уяв хуçи хайлав çуралнин вăрттăнлăхӗсене уçса пачӗ. Юмаха çырма пуçличчен вăл словарьсенче пуян чăваш чӗлхин илемлӗ каларăшӗсене çырса илнӗ, сăнарсене ят парас чухне те кашнин пӗлтерӗшне вуласа пӗлнӗ. Çакă юмахпа паллашсан тӳрех сисӗнет, чӗлхи пуян, сăнарӗсем чӗрӗ, сюжечӗ хивре. 

Хайлаври ӗç-пуç Аристарх кил-йышӗнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. Пӗррехинче çулла Аристарх çемйипе Хура тинӗс хӗрринче канма инçе çула тухать. Кайăксене кӳршӗри Марье аппа пăхса тăма килӗшет. Çакăнтан вара чăх-чӗп картишӗнче хӗрӳ самана пуçланать, таврари пӗтӗм хыпара пӗлсе тăракан Чакчак Пакăлтайкин килти кайăксене пурнăç чăнлăхне каласа кăтартать. Тӗлӗнсе те тарăхса кайнă кайăк-кӗшӗк пăлхав çӗклет.

Ольга Федорова кӗнеке редакторӗ авторпа килӗштерсе ӗçленине, алçырура тӗл пулакан ăнланмалла мартарах самантсене тӳрех татса панине палăртрӗ.

Раиса Воробьева çыравçă повесть-юмах кăмăла кайнине каларӗ.

– Хайлава тӗлӗнмелле ăста калăпланă, Ольга Михайловна хăй те юмах тӗнчинче – кайăк-кӗшӗк картишӗнче – пурăннă. Автор çак картишӗнче пурăнман пулсан юмах пиçсе çитейместчӗ, – пӗлтерчӗ вăл шухăшне.

«Варкăш» клубăн пайташӗ Анна Михопарова та кӗнекене интересленсех вуланă:

– Юмах сюжечӗ кино пек, вулатăн та куç умне ӳкерчӗксем тухса пыраççӗ. Сăнарсенчен мана кăркка тӗлӗнтерчӗ. Кайăк-кӗшӗк йышне лекнӗ-лекмен вăл кунта автан хуçа иккенне тавçăрса илет. Ханăн вара хальлӗхе влаç çук. Çавăнпа кăркка автанпа хăвăрт туслашса каять те шăв-шав çӗклемесӗр ăна кил картинчен хăваласа кăларса яма пултарать. Амам йытă пирки калас пулсан, автор ăна ырă сăнар пек кăтартнă. Ман шутпа, вăл – хăравçă йытă. Чăхсенчен хăрать-ши вара кил хуралçи? Кайăксем кӗлетри тырра вăрланă чухне тӳрех кӳрше чупать. Çав саманта вуланă чухне вӗсене Амам хăйех хăваласа кăларса яраймасть-ши тесе шутларăм йытă пирки. Тата вăл страуса килне кайса ярать те ырă ӗç турăм тесе савăнать. Марье аппа вара ăна шанса хăварнă кайăк килтен çухалнине пӗлсен хытă кулянать, йытта пулах чӗрепе аптраса больницăна лекет. Кайран Аристархне те лекет, страуса пăхма пӗлместӗн тесе вăрçаççӗ.

Аристархӗ те – кил хуçи – интереслӗ çын, страуспа турткăша туянать те канма тухса каять. Марье аппа пăхса пурăнтăр. Выльăхăн çӗнӗ хуçана хăнăхмалла пуль кăштах, – хăш-пӗр сăнарсене ӳпкелесе те илчӗ хастар вулакан.

Алексей Зотиков тележурналист вара çемье пуçне хӳтӗлесе сăмах каларӗ:

– Ман шутпа, Аристарх пурне те телейлӗ тăвасшăн, мӗншӗн тесен кашнин çак самантра хăйӗн ӗмӗчӗ пур. Арăмне тинӗс хӗрне илсе каясшăн вăл. Ачисем ыйтнине те пурнăçа кӗртмелле – ывăлне ав страус илсе пачӗ. Паллах, кайăка пăхмалла. Хăй те хăнăхса çитеймерӗ пулмалла, çавăнпа страусӗпе ӗç пулса пӗтмерӗ унăн. Ку кӗнеке аслисемшӗн те интереслӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кашни унта кирлине тупма пултарать, тепри, тен, хăйне те курӗ. Хайлаври картиш вăл – пирӗн общество. Кирек мӗнле пӗрлешӳре те пӗчӗк ушкăн пур, юмахри сăнарсем мана çав ушкăнри çынсем пек туйăнчӗç. 

– Вулама пуçлатăн та чарăнаймайстăн, малалла вулас та вулас килет. Эпӗ хайлава юмах пек йышăнмарăм, унпа паллашнă май хамăр пӗлнӗ, курнă çынсем, вӗсен хăтланкаларăшӗсем куç умне тухаççӗ, – палăртрӗ шухăшне Чăваш Республикин Медиацентрӗн ертӳçи Дмитрий Моисеев.

Владислав Николаев çыравçă тата журналист та кӗнекене пӗрре ларсах вуласа тухнă, ăна хайлав аслисем валли çырнăн туйăннă, тата ытларах шăв-шав тума попугай сăнарӗ çитмен-мӗн.

Ульяновск облаçӗнче пурăнакан Валентина Тарават çыравçă та шăнкăравласа Ольга Михайловнăна саламларӗ, кӗнеки кăмăла кайнине пӗлтерчӗ:

– Ольга Австрийская хайлавне питӗ юратса вуларăм, кулăшла самантсем нумай унта. Чӗлхи пуян, сăнарлă, çивӗч. Маттур, Оля! Малашне те вулакансене çӗнӗ хайлавсемпе савăнтармалла пултăр, –  тесе пиллерӗ вăл çамрăк çыравçа.

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели