Вырăс поэзийӗпе хавхаланса çырнă
«Турхан Хӗветӗрӗн пултарулăхӗ чăваш поэзийӗн малтанхи утăмӗсенче тата аталанăвӗнче çап-çутă йӗр хăварнă», – тесе палăртнă чăваш литературин тӗпчевçи, сăвăç, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалăх премийӗн лауреачӗ Геннадий Юмарт. Ăсчах чăвашсен пирвайхи лирикӗсенчен пӗри чăваш поэзине çӗнӗ жанрсем кӗртнине çирӗплетнӗ.
32 сăвви упранса юлнă
Турхан Хӗветӗрӗ (Федор Васильевич Турхан, 13.02.1876 – 01.03.1932) Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗнчи Курнавăш вулăсӗнчи Турханта çуралнă. Пурнăçне тăван ялӗнче ирттернӗ, харпăр-хăй хуçалăхӗнче тăрăшнă. Тăван ялӗнчен виçӗ çухрăмри вулăс центрӗнчи, Курнавăшри, 4 класлă пуçламăш шкулта пӗлӳ илнӗ хыççăн урăх вӗренмен.
Унăн XIX ӗмӗр вӗçӗнчи – XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи 32 сăвви упранса юлнă. Вӗсенчен хăш-пӗрисене пиччӗшӗ Турхан Яккăвӗ 1897 çулта «ку манăн шăллăмăн сăввисем» тесе ăнлантарса Хусанта Н.И.Ашмарина пани паллă. Çапла вара сăвăçа поэзие алла илме «Варуççи» поэма авторӗ хавхалантарни куçкӗретех. Пиччӗшӗн сăввисемсӗр пуçне Хӗветӗр чăваш халăх юррисенчен, вырăс классикӗсен поэзийӗнчен пултарулăха вӗренсе пынă.
Поэтăн «Юмăç» сăвви 1903 çулта «Чăваш календарӗнче» пичетленнӗ. Чылайăшӗ «Революцичченхи чăваш литератури» кӗнекере 1984 çулта кун çути курнă. Ыттисене 2001 çулта «Виçӗ Турхан – пӗртăван» кӗнекене кӗртнӗ.
Хăйӗн сăввисенче Турхан Хӗветӗрӗ икӗ ӗмӗр чиккинчи чăвашсен йăли-йӗркине, ӗçне-хӗлне, шухăш-кăмăлне чылай енчен ӳкерсе хăварнă. Халăх пурнăçӗнчи социаллă хирӗçӳсене сăвăç сахал асăрхать-ха, çапах çынлăхшăн çирӗп тăнă поэт тӗрлӗрен тӗрӗсмарлăха курмасăр иртмест. Чылай сăввисенче ырăпа усал вăйсен кӗрешӗвне ӳкерсе парать. Ӳсӗр-пӳсӗре, мухтанчăк-вӗçкӗне питлесе çырнине те çав шутах кӗртмелле. Сăвăç кил-тӗрӗшӗнчи йăла-йӗркене, тăван тавралăхпа çутçанталăка сăнлама юратать.
Хăш-пӗр сăвăсенче чăвашсен тӗрлӗ вăхăтри вăййи-кулли, ӗçӗ-хӗлӗ сăнарланнă. Тăван тавралăхпа тӗрлӗрен пулăм-япалана тимлӗ сăнама, ун пирки сăнарлă шухăшлама вӗрентекен ӳкерчӗксем те нумай поэтăн. Гражданла лирикăпа пейзаж сăввисемсӗр пуçне сăвăçăн философипе юрату лирики енне туртăнакан тӗслӗхсем те пайтах. Вӗсенче автор çынлăхпа тискерлӗх, çамрăклăхпа ватлăх, туслăхпа тăванлăх çинчен шухăшласа каять, юратура вара пӗр-пӗрне хисеплеме чӗнет.
Крылов витӗмӗпе
Хӗветӗр ăсталăха ытларах чăваш халăх юррисенчен вӗреннӗ. Унăн сăввисен виçи-мелӗ, тытăмӗ-шăнăрӗ, сăмах пуянлăхӗпе чӗлхе тирпейлӗхӗ тăван фольклорпа тачă çыхăннă. Сăвăç çич-сакăр сыпăклă силлабика виçипе çеç çырлахмасть, вăрăмрах йӗркеллӗ сăвăсем ăна сăвă кӗвӗлӗхне сулăмлатма май параççӗ, кӗвӗ пуянлăхне ӳстерме пулăшаççӗ. Параллелизмсемпе, ытарлă сăнарсемпе (лăс хурăн, шăпчăк, хурлăхан, пӗлӗт, пăрчăкан…) усă курни шухăш витӗмлӗхне вăйлатать. Сăмах çаврăнăшӗсене хăш-пӗр чухне сăвăç сăнчăр çыпăçтарнă пек çыхăнтарать, сăвă юхăмне илӗртӳллӗ çепӗçлӗх кӳрет.
Вырăс классикӗсен хайлавӗсемпе шкулта вӗреннӗ вăхăтрах паллашнă ахăр поэт, вӗсенчен сăвă тытăмне йӗркелеме, сăнар калăплама вӗренсе пынă. Унăн «Йӗплӗ йывăç», «Виçӗ çерçи» юптарăвӗсенче И.А.Крылов витӗмӗ уççăнах сисӗнет. Çак хайлавсем пирӗн поэзири ку формăпа çырнă малтанхи хăйнеевӗрлӗ тӗслӗхсем шутланаççӗ.
Сăвăç чăвашсен илемлӗ шухăшлавне сахал мар çивӗч сăнар-шухăшпа пуянлатнă, тăван поэзи çунат сарнă вăхăтшăн ку уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Хăй вăхăтӗнче поэтăн чылай сăввин йӗркисем Н.И.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахӗсен кӗнекине» кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ.
Обществăлла ӗçре те
хастар пулнă
Сăвă çырнипе пӗрлех обществăлла ӗçре те хастар пулнă Турхан Хӗветӗрӗ. Унăн пуçарăвӗпе ялта 1912 çулхи çулла шкул уçас тӗллевпе пуху ирттернӗ. Унта уес центрӗнчен – Теччӗрен – пуçлăхсем килнипе пӗрлех кӳршӗ ялсенчи халăх та пухăннă. Çав çулхи октябрьтех Турхан ялӗнчи Аверкий Емельянов хресчен çуртӗнче 4 çул вӗренмелли шкул уçăлнă. Шкула ялтисемпе пӗрлех кӳршӗ ялсенчен те, мӗнпурӗ 25-30 ача таран çӳренӗ. Поэт хӗрӗ Клавдия Федоровна Смирнова (1912 – 2009) аса илнӗ тăрăх Хӗветӗр хăй те пӗр вăхăт çак шкулта вӗрентнӗ.
Федор Васильевич Турхана районти пайщиксем Чувашселькредитсоюзăн 1924 çулхи февралӗн 24 – 27-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ пухăвне кайма суйлани пирки те каласа панăччӗ хӗрӗ. Урăх килтен аякка ниçтах та тухса çӳремен поэт. Ял хуçалăхӗнче ырми-канми тăрăшса ӗçленӗрен çирӗп хуçалăх туса хунă, каярах çавăншăн инкек курнă та. Тарçă тытман пулин те ăна кулак тесе айăпланă, Улатăр тăрăхне лагере янă. Унта, вăрман хатӗрленӗ вăхăтра, касакансем йăвантаракан йывăç айне пулса вилнӗ поэт. Клавдия Федоровна аса илнӗ тăрăх, 1932 çулхи хӗлле яла лагерьте унпа пӗрле ларнă, сасартăках питӗ хытă чирлесе ӳкнӗ кӳрши таврăннă. Хӗветӗрӗн пиншакне илсе килнӗ, ун çумне поэтăн юнӗ тата пуç мимийӗ пăрланса хытса ларнă пулнă. Çав пиншака вара сăвăçăн вилнӗ ӳчӗ вырăнне ял масарне пытарнă. Хӗветӗрӗн таса ятне 1995 çулта анчах тавăрнă.
«Турхан Хӗветӗрӗн пултарулăхӗ тăван литература историйӗнче хисеплӗ вырăн йышăнать», – тесе палăртнă Шупашкарта «Калем» издательствăра 2001 çулта пичетленсе тухнă «Виçӗ Турхан – пӗртăван» кӗнекере.
Хисеплӗ вулаканăмăрсем, сире Хӗветӗр Турханăн пултарулăхӗпе паллаштаратпăр.
Василий КАРАБАЕВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев