Хамăр çӗршывра та курса çӳремелли пайтах тесе шутлать Ухтияр Илюхин
Манăн мăнук Марат ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пиртен инçех мар – Азнакай хулин çывăхӗнчи Яна Юл поселокӗнче пурăнать. Пирӗн пата час-час килет вăл. Кăçал çуркунне пӗрре çапла Марат хамăр пата килсен, ăна телефонран кăшт та пулсан уйăрас шухăшпа, хам 14-ра Хусана кайса курни пирки каласа пама пуçларăм. Хайхискер мана хăлха тăратсах итлеме пуçларӗ, хăйсене шкултан экскурсисене илсе çӳременни пирки ӳпкелешрӗ.
Экскурсисем енчен мана мӗн ачаран ăннă темелле. Атте тăватă çул хушши колхоз председателӗнче ӗçлерӗ, çавăн чух çуллахи каникул вăхăтӗнче пире, ачисене, хир тăрăх кăтартса çӳретчӗ. Вăрман уçланкинчи утара та çитеттӗмӗр. Çутă кӳлӗ хӗрринче те анне хатӗрленӗ апата астивсе чун каниччен савăнаттăмăр.
Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чух учительница пире валли шкул садӗнче, кӳршӗлле ялсенче экскурси ирттеретчӗ. Çичӗ çул вӗренмелли шкулта вара пире Пӗкӗлме хулине курма илсе кайнăччӗ. 1962 çулта пире, Учалле шкулӗн 7-мӗш класӗнче вӗренекенсене, районти пионер отрячӗсен хушшинче иртнӗ социализмла ăмăртура пӗрремӗш вырăн йышăннăскерсене, Хусанпа Ульяновск хулисене кайса курма путевка пачӗç.
Манăн мăнук Марат ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пиртен инçех мар – Азнакай хулин çывăхӗнчи Яна Юл поселокӗнче пурăнать. Пирӗн пата час-час килет вăл. Кăçал çуркунне пӗрре çапла Марат хамăр пата килсен, ăна телефонран кăшт та пулсан уйăрас шухăшпа, хам 14-ра Хусана кайса курни пирки каласа пама пуçларăм. Хайхискер мана хăлха тăратсах итлеме пуçларӗ, хăйсене шкултан экскурсисене илсе çӳременни пирки ӳпкелешрӗ. Калаçу вӗçленеспе мăнукăм хăйӗн тин кăна çуралнă шухăшне пӗлтерчӗ:
– Кукаçи, атя каникул пуçлансан санпа Хусана кайса курар? Аттепе анне тинӗс хӗррине пуçтарăнаççӗ пулас...
Мана та ку шухăш килӗшрӗ: ара, Хусан – манăн юратнă хула-çке. Мăнука шухăшласа пăхма, кун пирки унăн ашшӗ-амăшӗпе калаçма шантартăм. Кукамăшӗ те хирӗç пулманнине пӗлтерчӗ, çула тухма укçа-тенкӗ енчен чăрмав пулмӗ терӗ. Маратăн аппăшне – Ханты-Мансийскра вӗренекен Аэлитăна – кӗтес терӗмӗр çула тухиччен.
Автобус çине билет маларахах туянса хутăмăр, Тутарстанăн тӗп хулине курса çӳреме йӗркелекен экскурсие те çырăнтăмăр. Июль уйăхӗн вӗçӗнче эпӗ тата манăн Светлана хӗрӗн ачисем Маратпа Аэлита хӗвелпе пӗрлех, ирхине 3 сехетре, Азнакайран çула тухрăмăр. Автобус эпӗ çӗр-çӗр хут унта-кунта çӳренӗ палланă çулпа малалла вӗçтерет. Кузайкино ялӗ патӗнче çул тăвакан техника йышлă: экскаваторсем самосвалсем çине тиеççӗ, катоксем çул çине хытараççӗ, ятарлă техника асфальт хурать... Ӗç ирхи 4-рах вӗресе тăратчӗ. Çакăнтан малалла вара Элмет – Хусан трасса пуçланать.
Хусан – Раççейӗн виççӗмӗш тӗп хули – тӗпрен улшăннă темелле: иртнӗ ӗмӗрсенче тунă çуртсем çӗнӗ нумай хутлисемпе улшăннă. «Кольцо» умӗнчен ӗлӗкхи пек уçă форточкăллă, йывăç ларкăчлă трамвайсем шалтăртатса çӳремеççӗ. Çуран çӳрекенсем те çул урлă каçмалли çӗрте кӗпӗрленсе тăни курăнмасть. Çӗр айӗнчен каçма май пурри сӗре аван. Хусан варринчи трамвай çулӗсене илсе пăрахнă, халӗ кунта шавсăр, меллӗ, кондиционерлă хӗрлӗ автобуссем çӳреççӗ. Марат пӗрре те тӗлӗнмест, çакăн пек ӳкерчӗке вӗсем пӗлтӗр Турцире ашшӗ-амăшӗпе каннă чух курнă ӗнтӗ.
Экскурси автобусӗпе Камал ячӗллӗ театр умӗнчен иртсе кайрăмăр, унтан тутар купсисемпе интеллигенци пурăннă Тутар слободинче чарăнтăмăр. Кабан кӳлли хӗрринчен илемлӗ хула çине пăхса килентӗмӗр. Пире профессиллӗ экскурсовод кăтартса çӳрет, тӗплӗн каласа парать. Кашни туристăнах радиогид пур. Иртнӗ ӗмӗрти паллă çынсем – М.Горький, М.Джалиль, Г.Державин тата ыттисем пурăннă вырăнсем тăрăх курса çаврăнтăмăр. Хусанти федераллă университет, Тутарстан Правительстви тата Оперăпа балет театрӗ вырнаçнă Ирӗклӗх тӳремӗ, консерватори, Богородицки мăнастир, Бауман урамӗнчи Ф.Шаляпин палăкӗ...
Спас башни витӗр Хусан Кремльне кӗтӗмӗр. Тупă картишне, юнкер училищин корпусне, чалăшнă Сююмбике башньăна курса çаврăнтăмăр. Мăсăльмансен хисеплӗ вырăнне, Европăра чи пысăккисенчен пӗри шутланакан Кул-Шариф мечӗте кӗрсе куртăмăр. Кремлӗн пăхмалли тӳремӗнчен Казанка юханшывӗ, Çӗр ӗçченӗсен керменӗ пит илемлӗн курăнаççӗ. Совет тапхăрӗнчи вăрăм çуртра кунта Ял хуçалăх министерствипе эп ӗçленӗ Азнакайри «Сельхозтехникăн» тӗп управленийӗччӗ, унта директор хушнипе нумай хутчен пулма тивнӗ мана.
Программăн тепӗр пайӗ – Кремлевская урамӗнче вырнаçнă Наци музейӗ, 1894 çулта никӗсленӗскер. Кунта II Кӗтерне патшан каретинчен пуçласа авалхи пăлхарсемпе çыхăннă экспонатсем таранах пур. Персонал питӗ тарават, тата килсе курма чӗнчӗç.
– Юрать-юрать. Эпӗ кунта 1962 çулта пулнăччӗ, тепӗр 60 çултан тата килме тăрăшăп, – терӗм шӳтлесе.
– Ун чух эпӗ сан пекех 74-ра пулатăп, – терӗ Марат.
Музейрен тухнă çӗрте пире Наиль Селиванов кӗтсе тăрать. Вăл пирӗн ялта çуралнă, ача чух пирӗнпе кӳршӗллӗ пурăннă. Унăн амăшӗ, Салиха аппа, манăн виççӗмӗш сыпăкри аппа пулать. Кайран вӗсем Пӗкӗлме хулине куçса кайрӗç. Наиль сӗннипе столовăйӗнче апатлантăмăр, тутлă çирӗмӗр. Унтан Наиль патне çӗр каçма кайрăмăр. Автобуспа çитрӗмӗр Фучик урамӗнчи тăванăмăрсем патне. Салиха аппа диван çинче куçлăхсăрах кроссворд тупсăмӗсене шыраса ларать. Вăл 90 çулта!
Эпир çул çӳресе çав тери ывăннăччӗ, нумай та лармарăмăр – çывăрма выртрăмăр. Пӗр вăранми çывăрнă. Ирхине тăрсан тарават хуçасем пире апатлантарчӗç те эпир каллех тухса метро станцийӗ еннелле утрăмăр. Ачасем пӗрремӗш хут метрора. «Козья слобода» станцире тухрăмăр. Метроран тухсанах 12 хутлă пысăк çурт куç тӗлне пулать. Кунта республикăри «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентстви вырнаçнă. Наиль çакăнта ӗçлет. Вăл пире 7-мӗш хутра вырнаçнă «Сувар» хаçат редакцине ертсе кайрӗ. Кунта пире питӗ тарават кӗтсе илчӗç: чей ӗçнӗ май редакци ӗçченӗсемпе хамăр чӗлхе, культура, йăла-йӗрке çинчен калаçрăмăр. Пире асăнмалăх чăваш календарӗсем, кӗнекесем, манăн «Пӗчӗк утарçă» калав пичетленнӗ «Шурăмпуç» журнала парнелерӗç. «Татмедиа» çурчӗн кашни хучӗн коридорӗн вӗçӗнчех пысăк кантăклă чӳречесем – хулана пăхса киленме сӗре аван. Марат чи çӳлти хута хăпарсан Хусан илемне тахçанччен сăнарӗ.
«Татмедиа» çуртӗнчен тухсан 15-мӗш номерлӗ автобус çине лартăмăр та каллех центра кайрăмăр. Татах экскурсисене кайма вăхăт хӗсӗкчӗ, çавăнпа Бауман урамӗпе уçăлса çӳреме шутларăмăр. Эпӗ ытларах сак çинче ларса кантăм, ачасем вара урам тăрăх утрӗç, мороженăй çирӗç, пӗр-пӗринпе курни-илтнине сӳтсе яврӗç. Ӗнерхи тутлă çитерекен столовăйра апатлантăмăр, Тукай тӳремне, Камал театрӗ патӗнчи фонтансем патне те çитрӗмӗр...
Хусана кайса курнипе пурсăмăр та кăмăллă пултăмăр. Эпӗ те хам çамрăк чухне вӗреннӗ хулара пулнăшăн хӗпӗртерӗм, Хусан çӗнелнӗшӗн савăнтăм. Маратпа Аэлитăна Бауман урамӗ, Кремль питӗ килӗшнӗ, Хусанти çуртсен архитектури кăмăлне кайнă вӗсенне.
Туссем! Хамăр çӗршыврах курмалли тем те пур, çав шутра Тутарстанра та. Ак, Хусана кăна илер. Çак илемлӗ хулан илемне пӗр-икӗ кунрах курса тухма ниепле те пулмасть. Темиçе кунлăха килмелле кунта йăлтах курас тесен. Çӳрӗр экскурсисене, ан ӳркенӗр.
Ухтияр ИЛЮХИН.
Азнакай.
Автор тата К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.
У.Илюхин мăнукӗсемпе «Сувар» редакцийӗнче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев