Хăвăн ачу ӳсмесӗр çын ачине ан ятла
Çул çитмен ачасене икӗ ыйту канăç памасть: «Мӗншӗн эпӗ ыттисем пек мар?» тата «Мӗншӗн эпӗ пурин пекех?»... Ашшӗпе амăшӗн юратăвӗпе тимлӗхне туллин туякан ачасем кун пирки тен, шутламаççӗ-тӗр те. Анчах пур чухне те ун пек пулмасть.
Чăваш Енӗн цифра тата пичет министрӗ Кристина Майнина хăйӗн ӗç вырăнӗнче икӗ çул та тытăнса тăраймарӗ. Шел пулин те унăн çемйинчи йывăрлăхсем хӗрарăм-министра ӗç вырăнӗнчен хăй ирӗкӗпе кайма хистенӗ.
Çын килӗнчи хура шыва пăлхатма аван та мар та, анчах Майнинан шкулта вӗренекен ывăлӗ начар хăтланнисем çӳле тухнă. Аслисемпе ăнланулăх çухалнипе-и, тимлӗх çитменнипе-и, арçын ача киревсӗрлӗхне демонстрацилеме тытăннă. Социаллă сетьсенчи «экспертсем» тӳрех çак темăна интернетра пăлхатма тытăннă. Çапах нумайăшӗ министра тӗрев пама тăрăшнă. Акă мӗн çырать «Хыпар» хаçатăн редакторӗн çумӗ Дмитрий Моисеев Телеграмри хăйӗн страницинче:
«Нумай çемьере ашшĕ-амăшĕпе ывăлĕ-хĕрĕн хушшинче ăнланманлăхсем сиксе тухаççĕ. Ку ыйту паян тупăннăскер мар, вăл çĕр-çĕр çул каяллах пулнă. Анчах хальхи саманара — интернетра ята палăртмасăр кирек кам та хăйĕн "ăслă шухăшне" çырайнăран-ши — тепĕр проблема çиеле тухрĕ: интернетри тапăнусем ачана хăйне, унăн ашшĕ-амăшне сиен кÿме пултараççĕ. Ĕнер тата паян республика Чăваш Енĕн цифра министрĕн Кристина Майнинăн ывăлĕпе çыхăннă пăтăрмаха хĕрÿ сÿтсе явать. "Критиксем" ачана та, пысăк вырăнта ĕçлекен амăшне те тапăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, çак лару-тăрупа усă курса хăйĕн ятне çĕклесшĕн пулĕ? Ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинче пулакан ăнланманлăхсем çинчен эпĕ хамăн "Ют пахчари хăмла çырли" кĕнекере те çырнă. Унта хальхи ачасем компьютер вăййисемпе, наркотиксемпе айкашни, аслисен сăмахне шута хуманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине хускатнă. Паллах, килĕшмелле: ачалăхран аслисен ÿсĕмне куçакансен пысăк пайĕ паян тÿрккес, хаяр кăмăллă. Вĕсене урам, тĕрлĕ субкультура, интернетри кăмăл-сипет тасалăхĕпе килĕшсе тăман контентсем витĕм кÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те пăхса çитереймест пулĕ: ывăлĕ-хĕрне лайăх ÿстерес тесех питĕ нумай ĕçлет. Çав вăхăтрах пирĕн, аслисен, тарăннăн шухăшлама пĕлмелле: лару-тăрăва лайăх ăнланмасăр çынна таптама, путарма кирлĕ мар. Йĕрке хуралĕ ĕç-пуçа тĕпчесе пĕтĕмлетÿ тусан — хаклăпăр. Ахăртнех, çĕршыв шайĕнче те ку тĕлĕшпе саккуна çирĕплетмеллех. Интернет уçлăхĕнчи фейк-хыпарсем, вĕсен айĕнчи комментарисем виçĕ аслă пĕлÿллĕ ăслă-тăнлă çынна та арпаштарса яма пултараççĕ, çирĕпленсе çитмен психикăллă çамрăка — пушшех. Апла пулсан анонимсене, вăл-ку ыйтупа специалист маррисене комментари çырма чармалла».
Воспитани темине мала тăсса Чăваш халăх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников та хăйӗн шухăшне каланă.
«Ма тӳрех пуҫра «чарас» шухӑш ҫуралать-ши? Мӑлатукпа ача суранланма пултарать тесе мӑлатук тыттарасран хӑтарас. Телефонра ача пӗр-пӗр япӑххине пӗлме пултарать тесе телефонне туртса илес. Урамра ача усаллине вӗренет тесе урама кӑларас мар. Ҫапла-и?
Ара тем те пулӗ. Анчах пӗр-пӗр пӑтӑрмаха пула тӳрех интернера, смартфона, е вӑйӑсене айӑпласси мана питӗ тӗлӗнтерет. Вӗсем чӑн та айӑплӑ пулнӑ пулсан — йӗри-тавра ачисем тем те пӗр туса ҫӳренӗ пулӗччӗҫ. Пинӗшрен пӗри айванланать те — тӳрех хуплас шухӑш ҫуралать. 999-шӗ ҫав пӗрне пула мӗн айӑпа кӗрет-ши вара? Ача-пӑчана воспитани парасси чӑн та пысӑк ӑсталӑх. Пӗрисен вӑл пит аван пулать, теприсен вара темле тӑрӑшсан та май килмест...» – тенӗ Николай Алексеевич хăйӗн комментарийӗнче.
Минцифры Чувашии соцсетьри сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев