News by date 28 November 2022
-
Пенза чăвашӗсем кашни эрне фронта пулăшу ăсатаççӗ
Пенза облаçӗ тупăсем кӗмсӗртетекен вырăнтан инçе мар вырнаçнипе – 700 ытла километр паянхи кун вăл ним те мар – ятарлă çар опреацийӗн нуши-терчӗсем унта, тен, кунтинчен лайăхрах сисӗнеççӗ-тӗр.
-
Аксу районӗнчи шкулсенче Чăваш тӗррин кунӗ иртнӗ
Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн Канашӗ черетлӗ канашлу ирттернӗ. Унта Роза Чентаева ертсе пыракан организаци туса ирттернӗ ӗçсене сӳтсе явнă тата малашнехи ӗç планне пăхса тухнă.
-
Хăвăн ачу ӳсмесӗр çын ачине ан ятла
Çул çитмен ачасене икӗ ыйту канăç памасть: «Мӗншӗн эпӗ ыттисем пек мар?» тата «Мӗншӗн эпӗ пурин пекех?»... Ашшӗпе амăшӗн юратăвӗпе тимлӗхне туллин туякан ачасем кун пирки тен, шутламаççӗ-тӗр те. Анчах пур чухне те ун пек пулмасть.
-
Каччипе хӗрӗ кăмăллă юлни пирки калама та кирлӗ мар-тăр
Чăваш тӗррин кунӗнче Канашри ЗАГСра мăшăрланнă çемье нумай кӗтменлӗхпе тӗл пулнă
-
АЛ ÇЫРУСЕН КОНКУРСӖНЧЕ ÇӖНТЕРНИСЕН ХУШШИНЧЕ ПИРӖН ЕНТЕШ ТЕ ПУР
Ача-пăчапа çамрăксем валли кӗнеке кăларма чăвашла çырнă ал çырăвӗсен çуллен иртекен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ăна ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерстви ирттернӗ. Çӗнтерӳçӗсене укçа парса хавхалантарасси пирки калакан хушу çине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Николаев ноябрӗн 7-мӗшӗнче алă пуснă.
-
Хӗрсен кил-çуртра пурнăç условийӗсене лайăхлатмалла
Эрнелӗх гороскоп 28.11 – 04.12