Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Хӗрсен кил-çуртра пурнăç условийӗсене лайăхлатмалла

Эрнелӗх гороскоп 28.11 – 04.12

ТАКА 21.III-20.IV

Эрнен пӗрремӗш çурринче пултарулăха аталантарма, ăс-хакăла ӳстерме ытларах вăхăт уйăрмалла. Халӗ эсир питӗ нумай пӗлме тăрăшатăр, вӗренӳ пуçласси, çулçӳреве тухасси ăнăçу кӳрет. Эрнен иккӗмӗш çурринче илӗртӳлӗх ӳсет. Тахçанах сире куç хывнă çын романтикăллă тӗлпулăва чӗнӗ. 

 ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Финанссемпе çыхăннă пăтăрмахсем эрнен пӗрремӗш çурринче пулаççӗ. Ку ыйтăва эсир хăвăрт, ăнăçлă татса паратăр. Эрнен иккӗмӗш çурри çемьене килӗшу кӳрет. Мăшăрăрпа тăванăрсем патне хăнана кайсан та лайăх, венчете тăма та ырă вăхăт. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çемьеллисен эрне пуçламăшӗнче пуласлăха плансем палăртма та, мăшăрăрпа юлташăрсемпе тӗл пулма та лайăх вăхăт. Эрнен иккӗмӗш çурринче сиплевпе профилактика процедурисем тумалла. Мунчана кайни, бассейна çӳрени çан-çурăма пиçӗхтерет. 

РАК 22.VI-22.VII 

Тунтикунранах килти ӗçсене çăмăллăнрах пурнăçламалли меслет шыратăр. Енчен те халиччен те кил-хуçалăх техники çукчӗ-тӗк, халӗ ăна туянма меллӗ вăхăт. Эрнен иккӗмӗш çурринче харкам хутшăнусем савăнтарӗç. Нумай вăхăт романтикăлла хутшăнусем тытса тăракансем пӗрлешсе çемье çавăрас тейӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Тунтикунах романтика юхăмне лекетӗр. Юратакансене парнесем, савăнтаракан сюрпризсем кӗтеççӗ. Мăшăрăрпа туйăмăрсем çӗнелӗç, хӗрӳллӗрех пулӗç. Пӗчченнисем çулçӳревре пулас мăшăрӗпе тӗл пулӗç. Эрнен иккӗмӗш çурри çывăх çыннăрсемпе тăванăрсен проблемисене татса парассипе иртӗ. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Ипотека кредитне илме, хваттер туянма тапхăрăн пӗрремӗш пайӗ ăнăçлă. Тен, сирӗн кун пек плансем çук? Апла кил-çуртра пурнăç условийӗсене лайăхлатмалла. Тăванăрсем укçа-тенкӗпе е пурлăхпа пулăшӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче романтикăлла хутшăнусен хӗрӳлӗхӗ ӳсет.  

ТАРАСА 23.IX-23.X

Тунтикунранах çынсемпе хутшăнасси ӳсет. Пӗлӗшӗрсем, юлташăрсем час-час хăнана чӗнӗç, пулăшу ыйтӗç. Пӗлӗвӗре ӳстерме те лайăх вăхăт. Кил-çуртăра хăтлăх кӳме мӗн-тӗр туянатăр. Çывăх тăванăрсем укçа-тенкӗпе пулăшӗç.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Эрнен малтанхи кунӗсенче пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парассипе çине тăмалла. Çак вăхăтра сирӗн лару-тăрăва лайăхлатма вăй-халăр çитет. Хуть мӗнле ӗçе те хавхаланса пурнăçламалла. Хăйӗн имиджне улăштарас текенсене çăлтăрсем эрнен иккӗмӗш çурринче шутланине пурнăçлама сӗнеççӗ. Вӗренме, кӗске çулçӳреве тухма, çӗнӗ çынсемпе паллашма ăнăçлă вăхăт. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Пултарулăхăра аталантармалла çак кунсенче. Хăйсене шыракан, пуринпе те интересленекен çынсемшӗн лайăх вăхăт ку эрне. Енчен те эсир çав тери ӗçлӗ çын пулсан та хоббипе аппаланма ерçӳ тупмаллах. Чун килӗшӗвне тупма та, çан-çурăма кантарма та ырă вăхăт. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Эрнен пӗрремӗш çурринче кил-çуртри хăтлăх, лăпкă лару-тăру пӗччен пурăнакансен чунне канлӗх кӳрет. Çак кунсене пӗр-пӗр санаторире ирттерсен аван. Эрнен иккӗмӗш çурри çӗнӗ хыпарсемпе, туйăмсемпе савăнтарать. Юлташăрсемпе тăтăш хутшăнатăр. Хăнана чӗнсен ан хирӗçлӗр, вăхăта хаваслă ирттерӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Тапхăрăн малтанхи кунӗсенчех юлташăрсемпе тачăрах хутшăнăр. Сирӗн халь пысăк коллективăн пӗр пӗчӗк пайӗ пулас килет – вăл ăнланӗ те, пулăшӗ те. Эрнен иккӗмӗш çурринче ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама шанăç пулать. Тӗплӗнрех шутласа палăртсан ӗмӗтӗр тулать.  

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Эрнен пӗрремӗш çурринче эсир пит паллă çын пулса тăратăр. Таврари çынсем сире сăнаççӗ, калаçаççӗ. Тен, сирӗн çинчен е ӗçӗр çинчен статья та çырӗç, телешоуна хутшăнма чӗнӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче интернетра активлăх кăтартатăр – комментарисем çыратăр, хуравлатăр, çӗнӗ хыпарсем лартатăр, форумсене хутшăнатăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев