ХУСАНСЕМПЕ ШУПАШКАРСЕМ КИЛӖШӲ ТУРӖÇ
Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекенсен шучӗ кăçал палăрмаллах ӳснӗ
Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Хусан чăвашӗсем Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче ӗçлекен Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекенсен ӗçӗ-хӗлӗпе, пултарулăхӗпе паллашма пултарчӗç. Хусанти чăваш ачисемпе паллашма Шупашкартан та ятарласах хăнасем килсе çитрӗç. Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе килнӗ делегаци йышӗнче ЧНК Вӗренӳ комитечӗн ертӳçи, Регионсен хушшинчи чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн председателӗ, ЧР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, унăн çумӗ, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ 10 № вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Юлия Анисимова, ЧНК пресс-секретарӗ Елизавета Долгова пулчӗç.
Хăнасене ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, ТР ЧНКА пайташӗ, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина кӗтсе илчӗç.
Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекенсем пирки уйрăммăн каламалла. Вӗсем кăçал пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайăнрах вӗренме çӳреççӗ – пурӗ 40-е яхăн. Пултарулăхне кăтартас тӗлӗшӗнчен те – малтисем. Çакна Шупашкарти хăнасем те, ачасен ашшӗ-амăшӗсем те хакларӗç. Сильвия Николаевна каланă тăрăх, хулара пурăнакан чăваш ачисене шкулти пек ларса чӗлхене вӗрентме йывăр. Çавăнпа чӗлхене ăса хывас ӗçре вăйăсем выляс, юрăсем юрлас, сăвăсем вӗренес практикăпа анлăн усă кураççӗ. Çакăн усси пысăккине Туслăх Çуртне пуçтарăннисем хамăр та курса ӗнентӗмӗр – çемьере тӗпрен илсен вырăсла калаçса ӳсекен ачасен хутшăнакан чӗлхи вырăсла тесе никам та шутламарӗ. Чăваш уйрăмӗнче вӗренекенсем республика, çӗршыв шайӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшăнаççӗ, час-часах призлă вырăнсене йышăнаççӗ. С.Н.Чаркина та, М.М.Хухунашвили те эрнери пӗртен-пӗр канмалли кун ачисене вырсарни шкулне илсе çӳрекен ашшӗ-амăшӗсене чӗререн тав турӗç.
ЧНК президенчӗ В.Л.Клементьев та Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗ питӗ пысăк ӗç туса пынине палăртрӗ. Регионсен хушшинчи чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацине туса хунă чух шăпах чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчи йăхташсене пулăшас шухăш тӗпре пулнă. Г.Л.Никифоров та çакнах палăртрӗ, малашне час-час тӗлпулусем йӗркелесе пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма тӗллев лартни пирки пӗлтерчӗ. Çакна тӗпе хурса Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗпе Чăваш Наци Конгресӗ пӗрле хутшăнса ӗçлесси пирки калакан килӗшӳ турӗç, ун çине М.М.Хухунашвилипе В.Л.Клементьев алă пусрӗç.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова Тутарстанра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентесси лайăх йӗркеленсе пыни пирки каларӗ.
– Паянхи кун республикăри 89 шкулта чăвашла вӗрентеççӗ. Тăван чӗлхене вӗрентекенсен хушшинче пултаруллă учительсем нумай, вӗсенчен нумайăшӗ тахçанах ӗнтӗ тава тивӗçлӗ вӗрентекен ятне илме тивӗçлӗ. Тӗрлӗ конкурссене хастар хутшăнаççӗ чăваш чӗлхине вӗрентекенсем. Ӗлӗк пирӗн Вӗрентӳ министерствинче чăваш шкулӗсемпе ӗçлекен ятарлă инспектор та пурччӗ, пӗтӗм ыйтăва татса пама пулăшатчӗ. Халь çын çуккипе «Сувар» хаçатран пулăшу ыйтаççӗ чăваш учителӗсемпе ачисен ыйтăвӗсене татса пама. Пирӗн хальхи тӗп проблема вăл – садиксенчи ачасене чăвашла вӗрентесси. Пӗчӗккисем вӗт аслисем çине пăхса вӗренеççӗ, апла-тăк вӗсене чăвашла калаçса тӗслӗх кăтартмалла. Ашшӗ-амăшсемпе тӗлпулусем йӗркелемелле. Манăн тахçанах пӗр ӗмӗт пур: ашшӗ-амăшӗсен комитетне йӗркелесе ярасси. Çынна яваплăх парсан вăл ӗçлеме пуçлать. Капла айккинчен критиклеме пурте пултараççӗ, хăйсене яваплăх парсан вара ӗçлемех тивет. Кашни районтах çав комитетăн уйрăмӗсене йӗркелемелле, республика шайӗнче вара председатель пулмалла. Çакна тусан кăна усăллă ӗçлеме пултарăпăр, – терӗ Ирина Федоровна.
Вăл çавăн пекех Шупашкарта йӗркеленӗ Регионсен хушшинчи чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗпе пӗрле районсене тухса çӳресе учительсемпе, ачасемпе, ашшӗ-амăшӗсемпе тӗлпулусем йӗркелесен, вӗсене чăваш чӗлхин кирлӗлӗхне ăнлантарсан аван пулассине палăртрӗ. Пурте «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗпе килӗшрӗç.
Унтан тӗлпулăва хутшăннă чăвашсем – аслисем те, ачасем те – диктант çырса пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Сăмах май, çав кун Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Тутарстанра пурăнакан кашни халăх представителӗ хăйӗн тăван чӗлхипе диктант çырчӗ.
Диктант хыççăн чăвашсен мероприятийӗ малалла тăсăлчӗ: Шупашкартан килнӗ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ. Урокра чӑваш чӗлхи кӗнекин тытӑмӗпе тата унпа ӗçлемелли сайтпа паллаштарчӗ. Ачасене мастер-класс çав тери килӗшрӗ, вӗрентекенӗн ыйтăвӗсене пит хавхаланса хуравларӗç Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекен ачасем. «Ку ачасем ниçта та çухалса каймаççӗ, вӗсем чăн-чăн чăвашсем», – тесе ырларӗ шăпăрлансене Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.
Константин МАЛЫШЕВ,
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Сăнӳкерчӗксем авторсен тата addnt.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев