Хусанта вырăс, тутар, мари ачисене чăвашла юрлаттараяççӗ пулсан, чăваш ялӗсенчи садиксенче мӗн чăрмантарать-ши?
Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 337-мӗш номерлӗ ача садӗнчи аслă ачасен ушкăнӗн Çӗнӗ çул уявӗ Хусанта чи лайăххи пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Тухатмăш карчăк хăйне Чăрăш уявне чӗнменшӗн тавăрас шутпа самантлăха канма выртнă Хӗл Мучин тумӗсене тӗрлӗ халапсем тăрăх салатса тухрӗ. Çӗнӗ çул Хӗл Мучисӗр епле пултăр-ха? Ачасене Хӗл-пике пулăшăва килчӗ. Çул кăтартакан куçкӗски парнелерӗ. Çапла ачасем «Снежная королева», «Белоснежка и 7 гномов», «12 месяцев» халапсене çитсе Хӗл Мучин алсишне, калпакне, çăматтине тупрӗç. Кӗрӗкне кăна Тухатмăш карчăкăн хăйӗн тавăрса пама тиврӗ...
Полина Львовна Ильдулова Хусанти 337-мӗш номерлӗ ача садӗнче 2021 çулта «Юлташсем» («Дружные ребята») ачасен ансамбльне йӗркеленӗ. Ачасем унта вырăспа тутарла кăна мар, чăвашла та, марилле те юрлаççӗ, сăвăсем калаççӗ. «Пӗчӗк çеç путене» юррăн сăмахӗсем мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса ӳсекен ачасенни пекех таса илтӗнеççӗ.
Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 337-мӗш номерлӗ ача садӗнчи аслă ачасен ушкăнӗн Çӗнӗ çул уявӗ Хусанта чи лайăххи пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Тухатмăш карчăк хăйне Чăрăш уявне чӗнменшӗн тавăрас шутпа самантлăха канма выртнă Хӗл Мучин тумӗсене тӗрлӗ халапсем тăрăх салатса тухрӗ. Çӗнӗ çул Хӗл Мучисӗр епле пултăр-ха? Ачасене Хӗл-пике пулăшăва килчӗ. Çул кăтартакан куçкӗски парнелерӗ. Çапла ачасем «Снежная королева», «Белоснежка и 7 гномов», «12 месяцев» халапсене çитсе Хӗл Мучин алсишне, калпакне, çăматтине тупрӗç. Кӗрӗкне кăна Тухатмăш карчăкăн хăйӗн тавăрса пама тиврӗ...
Хӗл Мучипе Юр Пикене, Хӗл-пикепе Тухатмăш карчăка çеç аслисем вылярӗç, ыттине йăлтах ачасем хăйсем. Пӗчӗк артистсем рольсене питӗ ăста, ӗненмелле калăпларӗç. Калăн, сцена валлиех çуралнă, залра хăйсем кăна маррине асăрхамарӗç те. Рольсене кашни ачан характерне кура суйласа панă. Чăн малтан кунта садик ӗçченӗсен, уйрăмах пирӗн ентешӗн, Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ Полина Ильдулован тӳпи пысăккине палăртмалла. Полина Львовна çак ушкăнăн воспитателӗ тата ача сачӗн музыка ертӳçи пулнăран 2021 çулта хăй ушкăнӗнчи ачасемпе пӗрле «Юлташсем» («Дружные ребята») ансамбль йӗркеленӗ. Садикри Чăрăш уявӗнче те акă Хӗл Мучие вырăсла, тутарла, чăвашла юрăсем юрласа кăтартрӗç. «Пӗчӗк çеç путене» юррăн сăмахӗсем вара мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса ӳсекен ачасенни пекех таса илтӗнчӗç. Ачасене хăйсене те питӗ килӗшет пулмалла ку юрă, хăпартланса юрларӗç. Ашшӗ-амăшӗ те савăнса кăна ларчӗ.
– Чӗлхене кӗвӗпе, юрлаттарса вӗрентсен хăвăрт вӗренеççӗ иккен ачасем, сăмахсене лайăхрах астуса юлаççӗ. Çакна хам практикăра пӗрре мар сăнанă эпӗ. Чăвашла юрласси 2021 çултан пуçланчӗ пирӗн. Малтан хам чăвашла юрласа патăм, чăваш ташшин хусканăвӗсене кăтартрăм, ачасем çав тери хăвăрт вӗренчӗç. Чăвашла тап-таса юрлаççӗ тата. Ман ушкăна тӗрлӗ халăх ачи (вырăс, тутар, мари, таджик, узбек, чăваш) çӳрет, çавăнпа ансамбле «Юлташсем» тесе ят парас терӗмӗр. Кӗркунне Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкне халалласа садик уявне ирттертӗмӗр. Ман ачасем вырăсла, тутарла, чăвашла, марилле юрларӗç. Хусанкай сăввине чăвашла каласа пачӗç. Ашшӗ-амăшӗсем тӗлӗннипе ăнтан кайрӗç. 2022 çулта февраль уйăхӗнче Тăван чӗлхе кунӗнче те темиçе чӗлхепе юрларăмăр. Пирӗн репертуарта хальлӗхе пӗр чăваш юрри кăна-ха. Февралӗн 21-мӗшӗ тӗлне çӗнӗ юрă вӗренесшӗн, – терӗ Полина Львовна ансамбль ӗçӗпе паллаштарнă май.
Вăл 1-мӗш категориллӗ воспитатель, ку садикре 12 çул ӗçлет. Хăй чăваш пулнăран тăван чӗлхене нихăçан та манмасть. 2-3 çул каялла, тӗслӗхрен, садик педагогӗсемпе «Халăх вăййисем» мастер-класра та вырăспа тутар халăх вăййисемпе пӗрлех чăвашсенне те кăтартнă. Кăçал унăн ушкăнӗн ачисем садик çулӗнчен тухаççӗ. 5 çул ӗçленӗ вӗсемпе Полина Ильдулова. Сентябрьтен хăш çулти ачасемпе ӗçлесси хальлӗхе паллă мар-ха, çапах та «Юлташсем» ансамблӗн ӗçне малалла тăсасшăн вăл, вăтам çулти ачасене тӗрлӗ халăх юррисене вӗрентес шутлă. Темиçе чӗлхе пӗлни ачасемшӗн усăллă кăна вӗт.
Маттур çав пирӗн Полина Львовна, пултарать. Никам хушмасăрах ав мӗнле пысăк ӗç тăвать! Малалла та çитӗнӳсем тумалла пултăрччӗ унăн.
Ачасене, садикăн пултаруллă ӗçченӗсене Çӗнӗ çул уявӗпе ТР ЧНКА хастарӗсем Вера Юнусова тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова саламлама килчӗç. Ачасене малашне те çапла туслă пурăнма сунчӗç. Тăван чӗлхене упранăшăн ача сачӗн ертӳçине Гузель Ибрагимовна Булановăна тата ансамбль йӗркеленӗ воспитателе Полина Львовна Ильдуловăна ТР ЧНКАн Тав çырăвӗпе чысларӗç. Ирина Трифонова ача садне хăйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Тулли кăмăлпа, савăнса та тӗлӗнсе таврăнтăмăр эпир ку ача садӗнчен. Хусан хулинче вырăс, тутар, мари ачисене чăвашла юрлаттараяççӗ пулсан, чăваш ялӗсенчи садиксенче мӗн чăрмантарать-ши?
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев