News by date 15 January 2023
-
Кăçал «Сувар пики – 2023» конкурса хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă. Пикесем, сиртен заявкăсем кӗтетпӗр!
Кăçал «Сувар» хаçат тухма тытăннăранпа 30 çул çитет. Эппин редакцишӗн, хаçатăмăра юратакан пин-пин çыншăн ку çул – паллă çул. Тутарстан чăвашӗсен республика шайӗнчи хаçачӗн юбилейлă çулӗнче тăван чӗлхепе тухакан кăларăма халалласа тӗрлӗ мероприятисем нумай пулаççӗ. Çав шутра – тӗрлӗ конкурссем те. Вӗсенчен пӗрне – «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă «Сувар пики – 2023» конкурса – пуçларăмăр. Ăна редакци ТР Чăваш наципе культура автономийӗпе тата «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗпе пӗрле ирттерет.
-
Америкăри чăвашсем ятарласа Аляскăна çитнӗ
Тӗнче шайӗнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт мастерӗ, Америкăри чăвашсен ассоциацийӗн ертӳçи Надежда Сандркина хăйӗн юлташӗсемпе 2022 çулхи ноябрьте Аляскăра пулса килнӗ. Нумаях пулмасть вара вăл тăван ялне – Ульяновск облаçӗнчи Чăвашкассине курма килчӗ. Эпир чăваш хӗрӗпе курса калаçрăмăр, пире вăл хăй çул çинче курни-илтнипе паллаштарчӗ.
-
Хусанта вырăс, тутар, мари ачисене чăвашла юрлаттараяççӗ пулсан, чăваш ялӗсенчи садиксенче мӗн чăрмантарать-ши?
Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 337-мӗш номерлӗ ача садӗнчи аслă ачасен ушкăнӗн Çӗнӗ çул уявӗ Хусанта чи лайăххи пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Тухатмăш карчăк хăйне Чăрăш уявне чӗнменшӗн тавăрас шутпа самантлăха канма выртнă Хӗл Мучин тумӗсене тӗрлӗ халапсем тăрăх салатса тухрӗ. Çӗнӗ çул Хӗл Мучисӗр епле пултăр-ха? Ачасене Хӗл-пике пулăшăва килчӗ. Çул кăтартакан куçкӗски парнелерӗ. Çапла ачасем «Снежная королева», «Белоснежка и 7 гномов», «12 месяцев» халапсене çитсе Хӗл Мучин алсишне, калпакне, çăматтине тупрӗç. Кӗрӗкне кăна Тухатмăш карчăкăн хăйӗн тавăрса пама тиврӗ...
-
Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пурăнакансем хӗлле те кичемленсе лармаççӗ
Теччӗ районӗнчи Çармăсри библиотека Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗ.
-
Зодиак гороскопӗ – 2023: Кролик çулӗнчен мӗн кӗтмелле?
2023 çул – тӗттӗм кăвак е хура Кролик (Кушак) çулӗ. Кроликсем те, кушаксем те йышлă çемьеллӗ чӗрчунсем, çавăнпа та 2023 çулта çемье ыйтăвӗсем мала тухаççӗ. Çулталăка Венера планета витӗм кӳрсе тăрать, апла харкам пурнăçри улшăнусем ырăпа асра юлӗç. Çемье çавăракансене, ача-пăчаллă пулас текенсене пулăшса пырать Венера.