Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Зодиак гороскопӗ – 2023: Кролик çулӗнчен мӗн кӗтмелле?

2023 çул – тӗттӗм кăвак е хура Кролик (Кушак) çулӗ. Кроликсем те, кушаксем те йышлă çемьеллӗ чӗрчунсем, çавăнпа та 2023 çулта çемье ыйтăвӗсем мала тухаççӗ. Çулталăка Венера планета витӗм кӳрсе тăрать, апла харкам пурнăçри улшăнусем ырăпа асра юлӗç. Çемье çавăракансене, ача-пăчаллă пулас текенсене пулăшса пырать Венера.

ТАКА 21.III-20.IV 

Çулталăкри улшăнусем пурнăçăр çине чи ырă витӗм кӳреççӗ. Пуçланă ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме те, хăвăрта халиччен асăрхаман талантсем курма та ӗлкӗретӗр 2024 çулччен. Сирӗн ӗçре йăлт ăнăçлă пулса пырать: шалу ӳсет, карьера пусмипе улăхатăр. Сирӗнтен хăшӗсем пач урăх ӗçе куçма шутлаççӗ, çăлтăрсем ку ыйтупа васкама хушмаççӗ. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç. Харкам пурнăçра аван, анчах сирӗн пуçарăва хăвăрăн алла илмелле. Пӗчченнисен кăçал пулас мăшăрӗпе тӗл пулас шанăç пысăк.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Кролик сире интереслӗ проектсем парнелет. Хуть мӗнле ӗç пуçласан та ăнăçлăн вӗçлетӗр. Сирӗншӗн кăçал чи кирли – хăвăршăн пӗлтерӗшлӗрех тӗллевсене тӗрӗс палăртни. 2023 çулта ӗçпе çыхăннă пысăк сӗнӳ пулать. Чăнах та шанчăклă пулсан ан хирӗçлӗр, йышăнăр сӗнӗве. Финанс лару-тăрăвӗ эсир мӗнле ӗçленинчен килет – тăрăшса вăй хурса ӗçлесен тупăшӗ пулатех. Карьерăра ӳсни те енчӗкӗре тулли тăвать. Юратура йăлт аван – паллашусем, тӗлпулусем кăмăлăра çӗклӗç. Çемйӗрте килӗшӳ хуçаланать.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Пур енчен те çулталăк ăнăçлă. Хутран-ситрен сиксе тухакан ыйтусене ăнăçлах татса паратăр. Çăлтăрсем сире васкама хушмаççӗ, вӗриленсе каясран асăрхаттараççӗ. Пуçлăхпа яка калаçма пӗлни карьерăра пысăк утăм тума пулăшать. Халь сирӗн пӗлӳ илесси пирки шутламалла, квалификацие ӳстерме тăрăшмалла. Дисциплинăна çирӗп пăхăнсан укçа-тенкӗ пулать. Юратура хăвăр ӗмӗтленнӗ пек романтика пулмасть, анчах кулянма та сăлтав çук. Çемьеллисем кил-хуçалăх ӗçӗсемпе аппаланаççӗ. Пӗчченнисем, шел те, тӗлпулусенчен савăнăç кӗтсе илеймеççӗ. 

РАК 22.VI-22.VII 

Çак çул сирӗншӗн питӗ ăнăçлă, çитӗнӳсемпе иртет. Пурлăхăр ӳсет, карьера пусмипе улăхатăр, юратура та йăлт аван. Кăçал хăвăрта нихăçанхинчен ытла вăй-хал туятăр, пуçăра идейăсем пӗрин хыççăн тепри пыраççӗ, кашнине пурнăçлама васкатăр. Çапла хастар пулни енчӗкӗр çине те ырă витӗм кӳрет. Çавăнпа пӗр-пӗр хаклă япала туянма та, рехетленсе канма та май пулать. Пӗр-пӗр проекта хута яма шиксӗрех укçа хывма пултаратăр. Юратура та ăнать 2023 çулта. Пӗчченнисем хăйсен юратăвне тупса çемье çавăраççӗ, çемьеллисем мăшăрне тата ытларах саваççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Телейлӗ пулас тесен кăçал самай кӗрешме тӳр килет. Кролик сирӗн çинетăраслăха тӗрӗслет тейӗн. Ăнăçу йăтăнса анасса кӗтсе ларни кăçал кăлăхах. Апла пулин те çăлтăрсем сире çулталăк япăх иртет темеççӗ, çук. Тӗслӗхрен, çемье çавăрма шанчăк пур. Чылай мăшăра «çӗнӗ кайăк вӗçсе килсе» савăнтарать. Çӗнӗ специальность илме, вӗренме ăнăçлă вăхăт. Хăвăр перекетлӗрех пулсан укçа-тенкӗрен татăк тăмастăр.  Кăçал паллашнă çынсенчен нумайăшӗ сирӗнпе чылай вăхăт пулӗç. Юратуллă хутшăнусем питӗ хăвăрт аталанаççӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Шыв Кроликӗ сирӗн кăмăлăра пăсмӗ – эсир финанс енӗпе, çынсемпе хутшăнассине пӗлсе шайлаштарсан çулталăк чиперех иртет. Пурнăçра пысăк улшăнусем пулмаççӗ, эсир яланхи пекех тăрăшса ӗçлетӗр, ума лартнă тӗллевсене пурнăçлатăр. Енчӗкӗртен укçа татăлмӗ, паллах, хăвăр тӗлсӗр тăкакламасан. Тавракурăма аталантармалла, çакă малашне сире пулăшӗ. Çемьере килӗшӳ, юрату çулталăкӗпех хуçа пулӗç. Пӗчченнисене 2023 çулта паллашусем, романсем кӗтеççӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Кăçал эсир уçă чунлă, ырă кăмăллă-тăк Хура Кролик ăнăçу кӳрет тата çынпа хутшăнма хавас пулни те лайăха. Ыррине шанса пуçланă ӗçсем ăнăçлă пурнăçланаççӗ. Ӗç коллективӗнче те, партнерсемпе те сăмах татма çăмăл. Çулталăк хăвăрт иртсе каять, пулăмсем пӗрин хыççăн тепри килсех тăраççӗ. Çавăнпа çăлтăрсем сире вăр-вартарах пулма хушаççӗ, шăпа паракан шанăçпа туллин усă курса ӗлкӗрмелле. Эсир кăçал хăвăрăн ӗçе уçни те ăнăçлă, пысăк тупăш паракан проектсене укçа хывни те тӗрӗс утăм. Юратура сирӗн пуçаруллăрах пулмалла, сахалтарах кӗвӗçмелле, юратнă çыннăра ытларах шанмалла.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Кăçал сирӗн хăвăра çеç шанмалла. Çынсене, пулăмсене сиссе ӗлкӗрме хăнăхмалла, темӗнле кăткăс ыйтусемпе те хăвăрт йышăну тума тивет. Ӗçре пулăхлă, анчах лăпкă мар. Çӗнӗ çынсемпе асăрханса паллашăр. Тарăхма, кӳрентерме юрамасть. Вăхăт-вăхăт кулянмалли те пулать, анчах пуçа усмалла мар. Пурлăхпа укçа-тенкӗ енчен илсен çулталăк ăнăçлă. Вӗренекенсене Хура Кролик пулăшать. Бизнесменсене ăнăçу кӗтет, кӗрӗшсе ӗçлекенсен шалăвне ӳстереççӗ, премисем параççӗ. Юратура сирӗн чăтăмлăрах пулмалла. Çывăх çынсемпе ырăрах, çемçерех пулмалла. Пӗчченнисене паллашусем кӗтеççӗ, анчах шăпа пӳрнипе тӗл пулассине систермеççӗ çăлтăрсем. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Питӗ нумай пулăм витӗр тухма тӳр килет 2023 çулта. Тăванлăх çыхăнăвӗ кăçал сирӗншӗн нихăçанхинчен пӗлтерӗшлӗ. Ӗç-пуç ăнмасан тăвансенчен пулăшу ыйтмалла. Ӗçре уйрăмах тимлӗ пулмалла – чылай кăткăс ыйту татса пама тивет. Мӗнле-тӗр йышăну тунă чух çăлтăрсем сире иккӗленме хушмаççӗ. Тавлашуллă самантсем сиксе тухсан тăвансенчен пулăшу ыйтмалла. Бизнесра çитӗнӳ тăвас текенсемшӗн, карьера пусмипе улăхакансемшӗн Шыв Кроликӗн çулӗ пысăк улшăнусем илсе килет. Пурлăх енчен çулталăк ăнăçлă. Çак çул эсир илӗртӳллине асăрхакансем сайра пулӗç, анчах ку эсир пӗччен пулассине пӗлтермест. Çемьеллисемшӗн 2023 çул ăнать, пӗчченнисем хăйсен юратăвне тӗл пулаççӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Кăçал сирӗн пур çӗрте те хастарлăх кăтартмалла – ӗçре те, коллективра та. Тавракурăма ӳстерме те вăй-хал, вăхăт шеллемелле мар. Эсир ăслă, чăтăмлă – 2023 çул кăларса тăратакан пур ыйтăва та тивӗçлӗн татса паратăр, пӗр тапхăр ӗçре хăвăртлăх чакни сисӗнет, тапхăр-тапхăр чарăнса тăнăнах туйăнать.  Анчах ку вăхăтлăх кăна, кӗçех сирӗн ӗç калăпăшӗ самай ӳсет. Шел, нумай ӗçлесен те илекен укçи пысăк пулмасть. Çуркунне вӗçленеспе финанс лару-тăрăвӗ йӗркеленет. Юратура кулянмалли çук, анчах сирӗн çывăх çыннăрсемпе тăтăшрах пӗрле пулмалла, тимлӗх уйăрмалла. Пӗчченнисен шăпа пӳрнӗ çынпа паллашас шанчăк пысăк.  

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Тӗллевӗрсене питӗ тӗрӗс палăртса хумалла, мӗншӗн тесен 2023 çул пурнăçăра тӗпрен улăштарать. Ӗмӗтленнисене пурнăçлама нумай вăй хума тивет, пур енлӗн. Професси улăштарас текенсемшӗн Кролик çулӗ питӗ ăнăçлă вăхăт, пурнăç шайне те ӳстерме пулăшать. Çынсемпе хутшăнма пӗлни, хастар пулни çак çул уйрăмах кирлӗ сире. Пысăк улшăнусем сирӗн хăнăхнă пурнăç йӗркине, принципсене улăштараççӗ. Çулталăк пуçламăшӗнче укçа-тенкӗ питех çитсе пымасть, анчах ку нумайлăха мар. Çак вăхăтра çăлтăрсем сире перекетлӗрех пулма хушаççӗ. Çулталăкăн иккӗмӗш çурринче финанс лару-тăрăвӗ тăнăç пулать. Харкам хутшăнусенче пысăк улшăнусем пулмаççӗ. Ӗçе пула çемьене сахалрах тимлӗх уйăрни çывăх çыннăрсене килӗшмест.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ăнăçлă çул сирӗншӗн. Ӗçсене вăхăтра пурнăçламалла, сиксе тухакан ыйтусене çийӗнчех татса памалла. Эсир халь хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туятăр, ыррине шанса хавхаланатăр. Çавăнпа ӗçне те чылай тума ӗлкӗретӗр, пайтине те тивӗçлипе илетӗр. Пуçа килекен çӗнӗ шухăшсене пурнăçлаятăр, пуçаруллăрах пулмалла çеç, хастарлăх кăтартма именмелле мар. Ӗçри çитӗнӳсем финанс тăнăçлăхне çирӗплетӗç. Юлташăрсен, тăванăрсен канашӗсене итлени те тупăш илме май парать. Хӗрӳллӗ ӗçе пула юрату патне «ал çитмест». Пӗчченнисем кăмăллă çынсемпе паллашнинчен ытла хутшăнусене малалла тăсмаççӗ. Çывăх çыннисемпе тимлӗрех пулсан çемьеллисен хирӗçӳсем пулмӗç. 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп