«Сувар» хаçат редакцийӗ ирттерекен Медиа-уяв ыран, августăн 21-мӗшӗнче, пулать
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» хаçат редакцийӗ ирттерекен Медиа-уяв ыран, августăн 21-мӗшӗнче, пулать

Пирӗн «Пылпа панулми Сăпасӗ культурăсен калейдоскопӗнче» мероприяти августăн 10-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах та çав кун Анат Камăра пысăк трагеди пулнипе ăна урăх куна куçарма тиврӗ.

«Сувар» хаçат редакцийӗ, «ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен ытти нумай хаçат-журнал редакцийӗсем пекех, кашни çулла Хусанти Фестиваль бульварӗнче Медиа-уяв ирттерет. 2023 çулта Медиа-Уяв (чăвашсен Уявне кăтартрăмăр), 2024 çулхи мероприятие Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланăччӗ, пӗлтӗр Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнӗ ятпа унăн «Нарспи» поэми тăрăх хатӗрленӗ туй кăтартса патăмăр.

Медиа-уяв 2025 года, Фестивальный бульвар

«Суварăн» кăçалхи Медиа-уявӗ августăн 10-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах çав кун Анат Кама хулинче трагеди пулнăран августăн 10-мӗшне Тутарстан Раисӗн хушăвӗпе траур кунӗ тесе пӗлтерчӗç. Паллах, кун пек чух савăнăçлă мероприятисем ирттерме юрамасть. Районсенчен ирех пирӗн уява хутшăнакансем килсе çитрӗç пулин те ирттереймерӗмӗр ун чух, ăна урăх куна куçарма тиврӗ.

«Сувар» хаçат редакцийӗ ирттерме палăртнă «Пылпа панулми Сăпасӗ культурăсен калейдоскопӗнче» ыран, августăн 21-мӗшӗнче, пулать.

Унта Тутарстанри чăваш маçтăрӗсен – Павел Ярхуновăн, Инна Чугунован, Людмилăпа Ольга Криковасен, Ирина Рябован – ăсталăхӗпе,

юрă-ташă ăстисен – Хусанти Дербышки поселокӗнчи «Танцевальный клуб» хореографи коллективӗн,

«Ӗмӗт» тата «Аюна» ушкăнсен солисткин Анжелика Еремееван,

Çӳлту районӗнчи чăвашсен ансамблӗн,

Лайăш районӗнчи Габишевăри Культура центрӗн «Весна» дуэчӗн солисткин Елена Корсакован,

Хусанта пурăнакан Софийăпа Стефания Чаркинасен

пултарулăхӗпе паллашма,

Çӗпрел районӗнчен килнӗ утарçăн Марат Исхаковăн техӗмлӗ пылӗпе сад ӗрчетекенсен тутлă панулмине тутанма пулӗ.

Медиа-Уяв 2024 года, Фестивальный бульвар

Пурне те «Сувар» ирттерекен Медиа-уява курма килме йыхравлатпăр! Мероприяти «Татмедиа» (Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт) çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче пулать, 13.30 сехетре пуçланать. Çавăн пекех Медиа-уява «Сувар» хаçатăн ВКри ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта пăхма та пулать.

Ырă сунса кӗтетпӗр!

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.


Нет комментариев