Фестиваль бульварӗнче Пылпа Панулми Сăпасӗ иртрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Фестиваль бульварӗнче Пылпа Панулми Сăпасӗ иртрӗ

Çăва тухнăранпа «Сувар» тăрăшса хатӗрленӗ медиа-уява паян ирттертӗмӗр.

медиа-уяв 21.08.26

 Халăхсен пӗрлӗхӗ, туслăхӗ – тӗп шухăш

Августăн 10-мӗшне палăртнăччӗ ăна, тăтăш çăвакан çумăрсем çак кун çăвасран шикленсе çутçанталăк прогнозне «тӗрӗслесех» тăтăмăр, анчах инкек килсе çапасса шутлама та пултараймарăмăр... Çак кун траур кунӗ пулнипе медиа-уява урăх вăхăта куçарма тиврӗ. Унта хутшăнакансем пухăннăччӗ редакцие, килӗсене таврăнма тӳр килнӗ.  

зрители медиа уявПаян вара Пылпа Панулми Сăпасӗ çӳллӗ шайра иртрӗ теме пултаратпăр, пӗр мухтанмасăр. Кăмăла ăмăрлатаканни пулмарӗ паян. Çумăрӗ те тытăнса тăчӗ. Кăна уява хутшăнакансене, курма килнисене саламланă чух «Татмедиа» ТР Пичетпе массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев та асăрхарӗ. Ирина Федоровнăна хастар пулнăшăн ырларӗ: хаçат ӗçне те тӗрӗс-тӗкел илсе пырать, çав вăхăтрах кӗнеке кăларма ӗлкӗрет тата обществăлла ӗçсене те хутшăнать.   Алсу Исмагилова «Татмедиа» медиа-директорӗ те çак шухăшсенех каларӗ.

Пылпа Панулми Сăпасӗн идейи «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, концепцине те вӑлах шутласа хатӗрленӗ, сценарине вара Сильвия Чаркина ҫырнӑ. 2026 çул Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса лартнă уяв прологне. Концерт номерӗсем те халăхсен туслăхӗпех çыхăннă.

Кукамăшӗ икӗ мăнукӗпе панулми кукăлӗ хатӗрленӗ вăхăтра хăнасем, кӳршӗсем кучченеçсемпе килеççӗ. Кукамăшӗн сăнарне Тутарстанри Чăваш Хӗрарăмӗсен союзӗн хастарӗ Вера Юнусова питӗ ӗненмелле ăсталарӗ.  Кукамай вӗсене кучченеçпе куракансене хăналама сӗнет, мăнукӗсемпе пӗçернӗ кукăльпе те куракансене хăналать.

Çакăн хыççăн сехет ытла илемлӗ концерт пăхрӗç Фестиваль бульварне килнисем. Хусанти Дербышки поселокӗнчи Культура керменӗ çумӗнчи ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Надежда Будыленко ертсе пыракан ташă коллективӗ, «Суварăн» яланхи ырă юлташӗ, чăваш юррисене чӗрене пымалла ăста юрлакан Елена Макарова (Корсакова), Софияпа Стефания Чаркинасем, Аксуран çемйипех ятарласа медиа-уява килнӗ Рябовсем Настя Чистова хӗрӗпе куракансем шыв сыпнă пек, пӗр сасă кăлармасăр итлерӗç. Анжелика Еремеевапа Алсу Магданова дуэчӗ, Семен Леонтьев баяна аккомпанименчӗ тата мӗнле чаплă! Итлсе тăранма çук.

Мастер-классем, сутуçăсем – хальхи уявра пулмаллах

Хусанти Халăхсен Туслăх Ҫурчӗ çумӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗнче чăмăртаннă «Асамат кӗперӗ» хӗрачасен ушкăнӗ (ертӳçи Сильвия Чаркина) питӗ çамрăк. Анчах коллектив пултаруллă пулни куçкӗрет. Ăна куракансем асăрхарӗç. Иккӗленместӗп, ăсталăхӗ ӳснине сăнасах тăрӗç.

мастер класс на медиа уявУявсенче мастер-классем ирттересси йăлана кӗнӗ. Пирӗн медиа-уявра Пăвари паллă ăста Павел Ярхунов тăмран шăлса чӳлмексем тума вӗрентрӗ, хатӗр япаласене те туянма май пулчӗ унран. Çаплах Çӗпрел районӗнчи Тăваньелӗн утарçи Марат Исхаков çӗнӗ пыл илсе килнӗ, тутлă шăршă кӗрекен пит супăньсене те Исхаковсен çемйи хăйех тăвать. Людмила Крикова, Тутарстан Хӗрарăмсен союзӗн хастарӗ тӗрлеме вӗрентрӗ. Çӳлту районӗнчи чăваш хӗрарăмӗсен ертӳçи Инна Чугунова 6 – 7 çул каялла капăрлăхсем тума пуçланă иккен, медиа-уява килнисене те çак ӗçе хăнăхтарчӗ вăл.

Ирина Рябова пуканесем тăвассипе кăсăкланать, вӗсене истори тапхăрӗсемпе çыхăнтарать. Кунта кӳрсе килнӗ коллекцире Пăлхар вăхăтӗнчи тумсем тăхăнтартнă пуканесене те курма пулчӗ.

Питӗ ăшпиллӗ, кăмăллă иртрӗ медиа-уяв. Уява йӗркелеме пулăшакансене – ТР ЧНКА Канашӗн председательне Д.А.Самаренкина, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорне Тимур Кадырова, медиа-уява хутшăннисене тав туса Ирина Трифонова тав хучӗсем пачӗ.

Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.


Медиа-уяв

Нет комментариев