Хулаçырминче çамрăксем улаха хутшăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырминче çамрăксем улаха хутшăннă

Августăн 19-мӗшӗнче, каçхине Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи культура çурчӗ умӗнче каччăсемпе хӗрсем «Улах каçне» пуçтарăннă. Мероприяти «Лето в Татарстане» республика проекчӗ шайӗнче иртнӗ.

«Улах каçӗ» – тӗлпулу кăна мар, вăл чăваш çамрăкӗсен авалхи йăли. Ӗлӗк-авал çакăн пек каçсенче каччăсемпе хӗрсем пӗр çуртра пуçтарăнса   юрăсем юрланă, ташланă, халăх вăййисене вылянă.

Çамрăксем ӗлӗк вылянă вăйăсене хаваспах хутшăннă. Авалтан пыракан йăли-йӗрке мӗн тери пӗлтерӗшлӗ те интереслӗ пулнине туйса илме пултарнă. Каç ăшă та туслă атмосферăра иртнӗ, хальхи çамрăксем аслисен йăпанăвне хапăл туса йышăннă.

Халăх вăййисене çамрăксем хаваспах вылянă
Халăх вăййисене çамрăксем хаваспах вылянă.

Аса илтеретпӗр, мероприяти республикăра пурăнакансемшӗн çуллахи тапхăрта усăллă та интереслӗ кану йӗркелеме пулăшакан «Лето в Татарстане» республика проекчӗ шайӗнче иртнӗ. Вăл йăла-йӗркене упрама, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирӗплетме пулăшать.


Чувашская культура Дрожжановский район обряды и традиции лето в Татарстане

Нет комментариев