Августăн 19-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗн Культура çурчӗн ӗçченӗсем Виçӗ сăпас (Панулми, Пыл тата Мăйăр) праçникне хавалăн ирттернӗ.
Мероприяти «Лето в Татарстане» проектпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Ял çыннисемпе ачасем çак виçӗ Сăпаса халалласа сăвăсем каланă, юрланă, вăйăсем вылянă. Йӗркелӳçӗсем Панулми, Пыл тата Мăйăр сăпасӗсен историйӗ çинчен те каласа панă. Унтан панулми лотерейне выляттарнă. Сăмах май, кунта кучченеçсӗр юлманнисем пулман. Мăйăрпа юмăç ярса малашлăха мӗн пулассине те пӗлме тăрăшнă. Кун пек мероприятисем питӗ кирлӗ, уйрăмах çамрăк ăрăва. Çапла майпа вӗсем халăх йăли-йӗркипе паллашаççӗ, тесе пӗлтереççӗ чакăлтăмсем. (Сăнӳкерчӗке Л.Семенова ярса панă).
Нет комментариев