Çак уява кунта Тутарстан Республикин наци музейӗ пуçарнипе 2016 çултанпа йӗркелеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çак уява кунта Тутарстан Республикин наци музейӗ пуçарнипе 2016 çултанпа йӗркелеççӗ

Вунпӗрмӗш çул çак илемлӗ вырăнта православин тулăх уявне паллă тăваççӗ. Кăçал вăл «Лето в Татарстане» проект витӗмӗпе иртрӗ

 

встреча гостей

Панулми Сăпасӗ çулран çул анлăрах иртет

Красновидово ялӗ Атăл хӗрринчех, сăрт çинче ларать. Ту хысакӗсем чăнкă, сăнаса пăхсан пиншер çул сийӗн-сийӗн купаланса пынă, чулланнă тăпрана куратпăр. Çак тӗлтен Хусана иртсе каякан Кӗтерне патша чарăнса тăрсах илемлӗ вырăнсемпе киленнӗ тет. «Какой красный вид», – тесе кăшкăрсах янă тет. Çакăнтан ял ятне Красновидово панă пулать. 
 
Хальхинче уява уйрăмах анлă ирттерме тăрăшнă йӗркелӳçӗсем. Хăнасем Хусантан теплоходпа килессине те йӗркеленӗ, автобуссемпе те лартса килнӗ. Шел, çанталăкӗ çав кун шав улшăнса тăчӗ. Кăшт хӗвел пăхса илет, çавăнтах çумăр вӗтӗртетме тытăнать. «Уяв пуçланнă чух çумăр пулмарӗ, хӗвел те курăнса илчӗ. Панулми Сăпасне лайăх пуçларăмăр. Уяв çумăрпа пуçлансан тăрăшни харама каять, вӗçленнӗ чух хӗртсе хӗвел пăхни те ăна çăлса хăвараймасть», – пӗр-пӗрне йăпатса калаçаççӗ ярмăркка йӗркелекенсем. Уяв тăватă площадкăра иртрӗ – Максим Горький музейӗнче, ун таврашӗнче, Атăл çыранӗнчи «Венец» ту хысакӗнче тата Культура çуртӗнче. 

Аса илтерни ытлашши пулмӗ, Максим Горький, ун чухне Алексей Пешков, Красновидово ялне 1888 çулта Михаил Ромась юлташӗ чӗннипе килнӗ. Университета вӗренме кӗреймен çав çул Пешков, социал-демократсемпе çывăхланнă, çӗнӗ юлташӗ шăпах вӗсенчен пӗри пулнă. Красновидово ялӗнче жандармсен куçӗ тӗлне пуласран лавкка уçса суту-илӳ тунă. Алексей Пешков çакăнтах ӗçленӗ, выртса тăнă. Çур çул пурăннă вăл Красновидовăра. Халь кунти музей Максим Горькийӗн ялти пӗртен-пӗр музейӗ. 1941–1978 çулсенче Хусанти М.Горький музейӗн директорӗ пулнă РСФСР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Мария Елизарова çине тăнипе уçнă ку музее. 

Музей çумӗнчех улмуççи пахчи. Йӗркелӳçӗсем килнӗ çынсене унта чейпе, панулми варенийӗпе хăналаççӗ, варенине те çакăнтах пӗçереççӗ. Кунта мастер-классем те пулмаллаччӗ, ăвăсран телей çурти йăваласа тума вӗрентмеллеччӗ, эрешсем тума хăнăхтарма планланă музей ӗçченӗсем, анчах çумăра пула вырăнти Культура çуртне куçма тивнӗ мастер-классен. Музей умӗнчи ярмăрккара ачасем çӗлесе хатӗрленӗ çемçе теттесем те, «Буревестник» авторӗ, унăн юлташӗсем çинчен çырнă кӗнекесем, шопперсем сутаççӗ. Патефонран Александр Вертинский юрри таврана саланса музей умӗнчи атмосферăна Алексей Пешков кунта пулнă çулсене тавăрать тейӗн. Музейри экскурсие Алексей Пешков хăй (Хусанти М.Горький ячӗллӗ музейӗн сотрудникӗ Александр Белов) каласа пачӗ. Писателӗн алçырăвӗсем, докуменчӗсем, вăл вуланă кӗнекесем, куллен усă куракан хуçалăхри япаласем, савăт-сапа... XIX ӗмӗр вӗçӗнче мӗнле пулнă, çаплах юлнă тейӗн, паллах, экспонатсенчен чылайăшне музей ӗçченӗсем тăрăшнипе тӗрлӗ çӗрте, тӗрлӗ çынсенчен пуçтарнăскерсем. 

Лавка Михаила РомасяРомась лавкки – уявăн тӗп вырăнӗ

Ромась лавкки çак çуртрах, унта пурăнакан пӳлӗмрен кӗме пулать. Куллен кирлӗ пулакан вак-тӗвек сутассипе ӗçленӗ кунта. Музей ӗçченӗсем экспонатсем çинчен каласа пама çеç мар, артист пек ăста вылянине пăхма кăсăк пулчӗ. Вӗсемех мӗлкесен театрне кăтартаççӗ хăнасене. Урамра, лавкка умӗнче те кăсăк – хăнасен чăн-чăн квест иртме тивет. Сăмавар мăкăрланса ларать (çав кун вӗри чей пит вăхăтлăччӗ), туя çинчи панулмине пӗрре сулса хӗçпе касса пăрахакана тӳлевсӗрех пăшалтан пеме ирӗк параççӗ. Мишенӗсем те хальхи  пек мар, кавир çакса пеме паллăсем тунăскер. Çурт картишӗнче унта та кунта фотозона. Панулми карçинккине тытса, вырăс халăх тумне тăхăнса ӳкерӗнме те пулать. 

kosa folk группа

Анаталла урампа утсан инçетрен тӗкӗр пек çуталса илӗртсе выртакан Атăл хӗрне çитетӗн. Кунта Панулми Сăпасӗн тепӗр локацийӗ. KOSA FOLK фолк-ушкăнăн электронлă музыкăн «Шыв патӗнчи сасă» перформанс пит вырăнлă пулчӗ çакăнта: çумăр пӗлӗчӗсемпе чӳхенекен шыв сасси, вырăс халăх хывнисен, авторсем çырнă юрăсен хăйне евӗр аранжировки. Уявăн тепӗр сăнарӗ пулса тăчӗ теме пулать  çак площадкăра пулса иртнине. 

Программа кашни локацире пуян, анчах уявăн кульминацийӗ «Венец» ту хысакӗнчи площадкăра пулчӗ. Сцена çинчен республикăри вырăс коллективӗсем, уйрăм юрăçсем пӗрин хыççăн тепри юрă шăрантарчӗç: халăх юрри те, эстрада артисчӗсен паллă юррисене юрлакансем те пулчӗç. 13 районтан 27 коллектив, 17 солист тата икӗ дуэт хутшăнчӗç. Тольятти хулинчен те пӗр дуэт сцена çине тухнине пăхсан кăçалхи Панулми Сăпасне регионсен хушшинчи теме пулать. 
Кăçал пин ытла çын хутшăннă уява, килес çул çанталăк хӗвеллӗрех пуласса шанас килет. Сăпаса килнӗ çынсем те йышлăрах пулӗç.
 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


#Лето в Татарстане

Нет комментариев