Çӗнӗ хыпарсем

Альших шкулӗнче агротехнологи класӗ пулать

Тутарстан Республикин Строительствăпа архитектурăн патшалăх экспертизипе хаксен управленийӗ Пӑва районӗнчи Альшихри вӑтам шкулăн пӳлӗмне тӗпрен юсама ирӗк панă. Çӗнетнӗ кабинетра «Генетика и селекция растений» направленипе агротехнологи класне уçӗç.

Альшиховская школа Буинского района Экспертиза пӗтӗмлетӗвне август уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тунă, ун ҫинчен калакан сведенисене тепӗр кунне реестра кӗртнӗ. Проект докуменчӗсем строительство нормисемпе техника регламенчӗсемпе килӗшсе тӑнине палăртнă тӗрӗслекенсем. Застройщик – Тутарстан Республикин Пӑва муниципаллӑ районӗн Альшихри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкул. Проект докуменчӗсене Апас районӗнчи уйрӑм предприниматель Ильдар Анасович Исламшин хатӗрленӗ.

100 тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ ҫӗнетнӗ кабинетра шкул ачисем  ӳсен-тӑран генетикине тата селекцине тӗпчӗç. Агротехнологи класне йӗркелени биологи дисциплинине тарӑннӑн вӗренме тата профориентаци майӗсене анлӑлатма пулăшӗ. (Надежда Кузнецова сăнӳкерчӗкӗ).


Образование Агрокласс альшихово

Нет комментариев