Тӗп хыпар

РОСТКИ халăхсен хушшинчи форумра Раççейпе Китайăн медиасессийӗ иртрӗ

Ирӗклӗ дискусси форматӗнче медиасесси эксперчӗсем пӗрлехи медиакод енӗсене палăртрӗç, Раççейпе Китайăн массăлла хыпар хатӗрӗсене пӗрлештерме тата пӗрлехи проектсен никӗсӗ пулма пултаракан ăнлав уçлăхӗ мӗнле пулмаллине сӳтсе яврӗç. Ку сесси медиауçлăхра пӗрле ӗçлессин никӗсне хывма пулăшрӗ. Кашни хыпар, кашни проект тата нарратив туслă çыхăнусене йӗркелеме тата аталантарма пулăшмалла экспертсен шучӗпе.

Паян, августăн 18-мӗшӗнче, РОСТКИ халăхсен хушшинчи форумра «Россия – Китай: единый медийный код как основа для конструирования общего будущего» медиасесси иртрӗ. Ун ӗçне Раççейпе Китайăн массăлла хыпар хатӗрӗсен представителӗсем хутшăнчӗç. Китайран 20-е яхăн ертӳçӗ МХХ компанисен делегачӗсем килнӗ, çавсен шутӗнче «Синьхуа» информаци агентстви, Шанхайри медиаушкăн, «Феникс» телеканал, Китайăн экономика енлӗ МХХсен федерацийӗ тата ыттисем.

  Медиасесси ӗçне «Школа востоковедения» ертӳçи, «Высшая школа экономики» Наци тӗпчев университечӗн Тӗнче экономикипе тӗнче политикин факультечӗн доценчӗ Алексей Ефимов йӗркелесе пычӗ.

Спикерсен шутӗнче «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев, Чжэцзянри халăхсен хушшинчи коммуникаци центрӗн журналисчӗ Чэнь Имэн, «Shanghai Morning Post» Шанхайри ирхи хаçат редакторӗ Ян Вэйчжун, «Интерфакс» АО генеральнăй директорӗн çумӗ Николай Касьянов, Китайăн Экономика МХХсен федерацийӗн генеральнăй секретарӗ Цзян Шанъюань, блогер Ян Шэн, «Газпром-Медиа Холдинг» халăхсен хутшăнăвӗсен аталанăвӗн департаменчӗн ертӳçи Дарья Богданова, «ИТАР-ТАСС» генеральнăй директорӗн çумӗ Марат Абдулхатин, «Синьхуа» ИА Азипе Европа бюровӗн директор çумӗ Ван Цзокуй, Шанхайри пӗрлештернӗ медиагруппа вице-президенчӗ Люй Сяохуэй пулчӗç.

Ирӗклӗ дискусси форматӗнче медиасесси эксперчӗсем пӗрлехи медиакод енӗсене палăртрӗç, Раççейпе Китайăн массăлла хыпар хатӗрӗсене пӗрлештерме тата пӗрлехи проектсен никӗсӗ пулма пултаракан ăнлав уçлăхӗ мӗнле пулмаллине сӳтсе яврӗç. Ку сесси медиауçлăхра пӗрле ӗçлессин никӗсне хывма пулăшрӗ. Кашни хыпар, кашни проект тата нарратив туслă çыхăнусене йӗркелеме тата аталантарма пулăшмалла экспертсен шучӗпе. Мӗнлерех пулмалла вăл пӗрлехи медиакод? Культура, чӗлхе чăрмавӗсене мӗнлерех майпа сирме пулать? Мӗнле медиапроектсем икӗ еншӗн те усăллă пулӗç? Мӗнлерех майпа çӗнӗ медиа-нарративсене цифра тата çамрăксен аудиторийӗ валли адаптацилемелле? Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç медиасессире.

Унсăр пуçне МХХ ӗçӗнче искусствăлла интеллектпа усă курасси, фейксене тăрă шыв çине кăларасси тата ытти ыйтусене те тимлӗх уйăрчӗç. «Китайпа Раççейӗн пӗрлехи мӗнле те пулсан  мероприятийӗ иртсенех Анăçăн массăлла хыпар хатӗрӗсенче ултавлă, суя хыпарсем лавӗпе тухаççӗ. Пирӗн çавсене хирӗç пӗрле ӗçлемелле. Хамăрăн официаллă йӗркепе çирӗплетнӗ тӗрӗс контента сармалла. Мӗншӗн тесен Раççейре те, Китайра та Анăçăн суя фабрикисем калăпланă хыпарсене вулакансем пайтах. Пирӗн пӗрле çакна хирӗç тăмалла», – терӗ Марат Абдулхатин. Ун шучӗпе, пуласлăх çирӗп пултăр тесен иртнин чи лайăх опычӗ çине таянса ӗçлемелле. Раççейпе Китайăн хутшăнăвӗсене аталантарас тесен пӗрлехи проектсене анлăн çутатмалла.

Фото: Ирина Трифонова

   Цзян Шанъюань шучӗпе, паянхи кун медиакомпанисен витӗмӗ информаци сарассипе кăна çырлахмасть, вăл çӗршывсен экономика аталнăвӗнче те пысăк вырăн йышăнать, çӗршывсене, бизнес çаврăмне çыхăнтарать. Хăй енчен вăл ӗçлӗ хутшăнусене ку енӗпе анлăлатма сӗнчӗ.

Дарья Богданова «Газпром-Медиа Холдингăн» Китайпа хутшăнăвӗсен опычӗпе паллаштарчӗ. «Юлашки çулсенче «Газпром-Медиа Холдинг» ют çӗршывсемпе çыхăнусене вăйлă аталантарса пырать. Китай ку енӗпе лидерсен шутӗнче. Эп халӗ пӗрлехи контентсем çинчен калатăп. ТНТра тухакан тв-шоусене нумайăшне Китайри провинцисенче ӳкернӗ. Хăшӗсем прайм-таймра тухаççӗ. Çак формат шайӗнче Китай культурин хаклăхӗсемпе, пӗлтерӗшлӗ локацисемпе, турист маршручӗсемпе паллаштаратпăр. Çапла майпа эпир Раççей çыннисене Китай кайса курма интереслӗ çӗршыв пулнине кăтартатпăр», – терӗ спикер. Хăй енчен çак майпах Китайра Раççей культурипе паллаштарма сӗнчӗ.

Фото: Владимир Васильев («Татар-информ»)

Пӗтӗмлетсе каласан, медиаиндустри представителӗсем çӗршывсен гуманитарилле çыхăнăвӗсене аталантарни тата пӗрлехи медиакода палăртни малашне Раççейпе Китайăн экономика хутшăнăвӗсене те пысăк усă кӳрессине çирӗплетрӗç.

Сăнӳкерчӗксем: Ирина Трифонова, Владимир Васильев («Татар-информ»). 


#РОСТКИ – 2026

Нет комментариев