«Крутушка»: яланхи пек кăсăк, кашнинчех çӗнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

«Крутушка»: яланхи пек кăсăк, кашнинчех çӗнӗ

Августăн 21 – 23-мӗшӗсенче Хусанта этнофестиваль 16-мӗш хут иртет

Семья Куракаиных КрутушкаТăхтав хыççăн вăйлăрах программа

Ку «Крутушкăна» хусансем çеç мар, таврари регионсем те лайăх пӗлеççӗ, юратаççӗ, кӗтеççӗ. Яланах виçӗ куна тăсăлнă «Крутушка», яланах палатăксемпе çӗр выртмалла килекенсем йышлă пулнă кунта. Фестиваль ачасен «Байтик» лагерӗн территорийӗнче иртет. Çемьепе ачасемпе килекенсемшӗн кунта яланах канлӗ, лăпкă. Ачасем валли хатӗрленӗ мероприятисен программи  хăйне кăсăк, усăллă, аслисен программи тата пуянрах. Халăх культурин тӗрлӗ сулăмӗсемпе интереслекенкенсенчен кашни хăйне кăсăклантарнă юрăçа, ансамбле итлеме пултарать.

Мастер- классем те тӗрлӗ сулăмпа – юрлама та, ташлама та вӗрентеççӗ, халăх музыка хатӗрӗсене алла тытма хăнăхтараççӗ. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех ентешӗмӗр, Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упири Наталия Куракина хӗрӗсемпе пир тӗртме вӗрентӗ. Ăстаçă аллисем çине пăхса тăнă чух питӗ ансат пек туйăнать.  Пир станокӗ умне ларсан алăсем чăлханаççӗ. Наталия Николаевна хӗрӗсӗмпе лăпкăн, тӳсӗмлӗн тӗрӗсрех тума пулăшаççӗ.

Фольклор программинче чăваш юрри-кӗввине Самара чăвашӗсем шăрантарӗç. «Çăлкуç» фольклор ансамблӗ 1990 çулта Исаклă районӗнчи Аслă Микушкелте чăмăртаннă. Сакăр çултанах «халăх ансамблӗ» ята илнӗ. Раççейре, регионсенче иртекен фестивальсен лауреачӗ «Çăлкуç», пуян опыт, пуян репертуар. Вӗсен программинче таврари ялсене тухса пуçтарнă чăваш халăх юррисем, йăлисем.

Çаксем çинчен пире «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире «Крутушка» фестивале йӗркелекенсем тата ТР Патшалăх туризм енӗпе комитечӗн председатель çумӗ Анастасия Валерьевна Софьина, ТР Культура минситерствин уйрăм ертӳçи Виктория Руслановна Даутова каласа пачӗç. Фестивалӗн йӗркелӳçисем – нумай çул çак ӗçе юратса илсе пыракансем – «Крутушка» фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Лариса Бикмуллина, илемлӗх ертӳçи, программа директорӗ Дина Башкирова, «Ярмăркка» сулăмăн кураторӗ Дамир Насыри, «Йăлари кухня» сулăмăн кураторӗ Юлия Нуреева.

Мӗнле улшăнусем фестивальте?

Лариса Владимировна БикмуллинаЛариса Владимировна кăçалхи чи пысăк, кăмăллă улшăнăва пӗлтерчӗ – фестивале виçӗ кунӗнче те тӳлевсӗрех кӗме пулать. «Крутушка» сайтӗнче регистраци иртсе 0 тенкӗ тăракан электронлă билет илни çителӗклӗ. Çакна ТР Патшалăх туризм енӗпе ӗçлекен комитет тăрăшнипе тума пултарнине пӗлтерчӗ йӗркелӳ комитечӗн председателӗ. Çакăнтах тата тепӗр ырă хыпар – «Авиастроительнăй» метро стацинчен автобуссем виçӗ кунӗнче те çӳреççӗ. Ирхине 10 сехетрен пуçласа 10 сехетчен. ‎Куншăн та туризм комитетне тав тумалла.

«Йăлари кухня» яланхи пекех вырăс, тутар халăх апачӗсене хатӗрлессипе мастер-классем ирттерет. Кăçал çак кунсене вăхăтсăр çӗре кӗнӗ Максим Сырников шеф-повара, вырăс халăх апачӗсен рецепчӗсене ялсемпе хуласенчен пуçтарса упранă, кӗнекен кăларнă телеертӳçӗне халаллаççӗ. Çакна та асăнар. Енчен те ытти çулсенче апат хатӗрлессипе мастер-классем тӳлевсӗрччӗ-тӗк, хатӗр апата кашни астивсе пăхма пултаратчӗ пулсан, кăçал укçа тӳлеме тивет. Хатӗр апата тутанса пăхма çеç мар, тăраниччен çиме пулать. Ку сулăмăн чи тӗлӗнмелли апачӗ хальхинче 15 хутлă кулебяка пулать (фестиваль 16-мӗш хут иртет-çке). Шутланине пурнăçлама çăмăл пулмӗ поварсене, тесе шутлать Юлия. Историре чи çӳллӗ кулебякăна XX ӗмӗр пуçламăшӗнче Тестовсен ресторанӗнче хатӗрлени паллă – 12 хутрн тăнă вăл.  

«Крутушка» историйӗнче иккӗмӗш хут 12 çултан аслăрах ачасен ярмăркки ӗçлӗ. Дамир Насыри ярмăрккара чăнах та ачасем хăйсен аллипе ăсталанă япаласем пулассине шантарсах каларӗ. Аслисен ярмăркки, паллах, анлăрах. 500 ăстаçă, сутуçă килме заявка панине пӗлтерчӗ вăл. Анчах вӗсенчен çуррине çеç суйласа илнӗ иккен.  Дина Башкирова фестивалӗн илемлӗ пултарулăхпа çыхăннă программи çинчен анлăн калас пачӗ. Ачасем валли спектакль те пулӗ, Çурçӗренчи халăхсе м пулă хуппинчен çӗлесе тунă çил-çумăр яман тумсем куравра пулассине пӗлтерчӗ. Пысăк опытлă, пурте пӗлекен фольклор коллективӗсен ертӳçисем, солисчӗсем халăх юррине юрланă чух усă куракан вăрттăнлăхсене уçса парӗç.

Тӗплӗнрех «Крутушка» фестиваль çинчен fest.krutushka.ru сайтра вуласа пӗлме пулать.Йӗркелӳçӗсем фестивале вунă пин çынран кая мар  пырса курӗ тесе шутлаççӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем, архивран.  


#Фестиваль

Нет комментариев