Августăн 19-мӗшӗнче каçхине Анат Кама районӗнчи Красный ключ поселокра пысăк инкек пулнă. 17 çулти çамрăк каччă питбайкпа пынă чух тимӗр карта çине пырса çапăннă. Суранӗсене пула вăл вырăнтах вилсе кайнă, унăн 18 çулти пассажиркине больницăна ăсатнă.
Лару-тăрăва уçăмлатма инкек пулнă çӗре хула прокурорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Сергей Божков çитнӗ. Следовательсен аварийӗн сăлтавне çывăх вăхăтра тупса палăртмалла: çамрăкăн руль умне ларма ирӗк пулнă-и, е вăл ӳсӗр пулнă-и, е техника хăрушсăрлăх требованийӗсене тивӗçтермен.
Анат Камăра пулса иртнӗ инкек çамрăк водительсене, ашшӗ-амăшӗсене мототехникăна тытса пынă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирӗп пăхăнмалли çинчен тепӗр хут аса илтерчӗ. Тата миçе çамрăкăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлмалла-ши çакна ăнланса илме?
Нет комментариев