Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Оксана Лутпа тӗл пулнă

Тутарстан Республикин Правительство Çуртӗнче иртнӗ тӗлпулура ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата Раççей ял хуçалăх министрӗ Оксана Лут республикăри АПК аталанăвӗн кăтартăвӗсемпе малашлăхне, вырма кампанийӗ мӗнле пынине, пулăшу мерисене тата ытти чылай ыйтăва сӳтсе явнă.

Пур енӗпе те шанчăклă ӳсӗм

Пӗлтӗр Тутарстан туса илнӗ ял продукцийӗн калăпăшӗ 7,3 процента ӳснӗ, ку цифра çӗршыври вăтам кăтартуран иртнӗ. Республикăн ӳсен-тăран ӗрчетес енӗпе  потенциалӗ пысăк, Атăлçире вăл тырă пухса илессипе малта пыракан регионсен шутнек кӗрет. Августăн 18-мӗшӗ  тӗлне вырма вӗçленмен-ха, аграрисем 500 пин гектар ытла лаптăкран 2 миллион тонна яхăн тырă пухса илнӗ. Ял хуçалăхра хамăр çӗршыври селекци вăрлăхӗпе (80 процент) усă кураççӗ.

Уборка урожая. Фото Оксаны Бердниковой

Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессинче те лайăх динамика упранать. 2025 çулта сӗт суса илесси 4,3 процента ӳснӗ, 2,4 миллион тоннăна яхăн çитнӗ, аш-какай туса илесси 1,7 процента ӳснӗ. 2026 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче ку цифрăсем палăрмаллах хăпарнă. Апат-çимӗç промышленноçӗ те вырăнта тăмасть, аталанать. Пӗлтӗр республикăри предприятисем кӗрпе, сахăр, улма-çырла консерви, çăнăх, сыр, кондитер изделийӗсем тата ытти чылай продукци туса илессине ӳстернӗ. 2026 çул пуçланнăранпа улма-çырла консервисемпе сырсем туса илесси самаях пысăк.

Ял территорийӗсене аталантарасси

Тӗлпулура «Ял территорийӗсене комплекслă аталантарасси» (КРСТ) патшалăх программине уйрăм тимлӗх уйăрнă. Çичӗ çул хушшинче Тутарстан унăн мероприятийӗсене пурнăçа кӗртме 19,5 миллиард тенке яхăн тăкакланă. 2026 çулта программăна укçа-тенкӗпе тивӗçтересси самай ӳснӗ – 10,6 миллиард тенке çитнӗ, çакă социаллă инфраструктурăн çӗнӗ объекчӗсене тума тата ялти пурнăç условийӗсене лайăхлатма май туса парать.

Владимир Васильев / «Татар-информ»

Кадрсем – пуласлăх никӗсӗ

Ял хуçалăхӗнче лайăх специалистсем çителӗклӗ пулни те пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр ялти шкулсенче 42 агрокласс уçнă, кăçал тата 60-шне уçма палăртаççӗ. Çулсерен çамрăксен хушшинче аграри пӗлӗвӗпе кăсăкланасси палăрмаллах ӳсет. Сăмахран  кăçал Хусанти аграри университетне паракан заявленисен шучӗ пӗрре çурăна яхăн  ӳснӗ, направленипе вӗренекенсем валли уйăрнă  пур вырăн та йышăннă.

Ӗçлӗ çулçӳрев вăхăтӗнче Оксана Лут аслă шкул ӗçӗпе паллашнă. Университетра тӗрлӗ специалистсене хатӗрлеççӗ: ветеринарирен, селекцирен тата генетикăран пуçласа автоматизаци, роботизаци, искусствăлла интеллект тата пысăк даннăйсен технологийӗсене ӗçе кӗртесси таран. Шăпах çакăн пек компетенцисем ял хуçалăх пуласлăхне  палăртӗç. (ТР Раисӗн пресс-службин, «Татар-информ» ИА  тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.)


Сельское хозяйство рустам минниханов оксана лут

Нет комментариев