Лидия Квакова пӗр ӗçпе лараканни кăна мар
Çӗнӗ хыпарсем

Лидия Квакова пӗр ӗçпе лараканни кăна мар

Ку маттур хӗрарăма Тутарстанра пӗлмен чăваш сахал пуль. Культура çурчӗн директорӗ, вырăнти суйлав комиссийӗн, Ветерансен канашӗн председателӗ, переписчик, «Çăлкуç» халăх ансамблӗн йӗркелӳçипе ертӳçи, районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи, волонтер тата... морж. Сăмах Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурăнакан ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тутарстан Республикин Электронлă Хисеп хăмине кӗнӗ Лидия Дмитриевна Квакова пирки.

Лидия Дмитриевнăн автори­течӗ ялта кăна мар, районӗпех пысăк. Мӗншӗн тесен Çарăмсан районӗнче халăх шучӗпе иккӗмӗш вырăнта тăракан чăвашсен (ултă чăваш ялӗ кунта) сумне хуть ăçта та тивӗçлӗн çӗклет. Ватти те, çамрăкки те хисеплет «Ума лартнă тӗллевне пурнăçла, нихăçан та ан парăн» девизпа пурăнакан çак пултаруллă ертӳçе.2000 çултанпа Акрель ял клубӗн ертӳçи пулнăран, пӗр ӳсӗм çулӗн çамрăкӗ кăна ӳсмен унăн куçӗ умӗнче, вӗсемшӗн чăн малтан аслă юлташ вăл. Çамрăксен хисепне çӗнсе илме вара кашниех пултараймасть. Анчах Лидия Квакова çинчен мар ку.Лидия Дмитриевна Квакова Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ял хӗрӗ. Анастасия Алексеевнăпа Дмитрий Романович Михайловсен 6 ачин­чен 5-мӗшӗ. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ хыççăн Лайăш­ри Ял хуçалăх техникумӗнче бухгалтера вӗренсе тухнă. 1984 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче пӗрремӗш дипломне алла илнӗ. Ӗç çулне Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи «Красный Октябрь» совхозӗнче пуçланă та виçӗ çул бухгалтерта ӗçленӗ вăл. Çӳреме инçе пулнипе Çарăмсан район центрӗнчи универмага сутуçа вырнаçать çамрăк хӗр. Çулталăк ытла ӗçлет унта.

Фото А.Наумова

Турă çырни

Турă çырни алăк умнех килет тени, шăпах ун пирки. Бригадирта тăрăшакан Сергей ятлă пиччӗшӗпе туслă Акрель ял каччи Михаил Кваковпа вăл шăпах тăван килӗнче паллашнă. «Пӳрт çăваттăм эп ун чух, пичче килте çукчӗ, кăшт калаçса илтӗмӗр те тухса кайрӗ ку. Унтан тепрер темиçе кунран каллех килчӗ. Эп хальхинче кăмака шурататтăм. Пичче каллех килте çук. Унтан питех курман та эпӗ ăна. Лавккара ӗçленӗ чух ман пата пыратчӗ. «Аван-и, аван», – текелесе кăна калаçкалаттăмăр. Хӗрсем патне килнӗ май пичче патне кӗрсе пӗрле тухса каятчӗç. Эпӗ шухăшламан та мана качча илет тесе. Пӗррехинче Çарăмсана лавккана килчӗ те: «Чейне ларт­са хурăр, каçхине хăнана пыратпăр», – тесе хăварчӗ. Юнашар ларса калаçса та курман хамăр. Киле килтӗм те анне: «Кăвак Мишши килчӗ (вӗсене çапла калаççӗ ялӗнче), сана ыйтрӗ те тухса кайрӗ. Клуба каятпăр терӗ те хăй тепӗр еннелле утрӗ, улталаса хăварчӗ», – тет. Çӳрет, çӳрет те анне каллех ăна аса илет. «Анне, килӗшме килесшӗн вӗсем мана», – тетӗп. Килчӗç те килӗшрӗç, эпӗ килӗшрӗм. 37 çул пулать кăçал пӗрлешни», – иртнине кулса аса илчӗ Лидия Дмитриевна. 

Çак мăшăр çине пăхсан 37 çул каялла мар, ӗнер кăна пӗрлешнӗ тейӗн. Пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланаççӗ вӗсем. Михаил (суварçăсем эпир ăна хисеплесе «дядя Мишша» тетпӗр) мăшăрӗн мӗнпур пуçарăвне тӗрев парса, пур енчен пулăшса пырать. Сăмах май, Михаил Юрьевич волонтер та пулнине сахал кам пӗлет-тӗр. Гуманитари грузне вăл салтаксем патне передовойнех леçме çӳрет. Çапла Лидия Михайлован, халӗ ӗнтӗ Квакован, пурнăçӗн çӗнӗ страници 1989 çултан Акрель ялӗнче çырăнма тытăнать. Малтан шкулта пионер вожатă­йӗнче, кайран колхозра темиçе уйăх поварта ӗçленӗ хыççăн ăна хуçалăхăн тӗп бухгалтерне лартаççӗ. «Колхозсем пӗте пуçларӗç. 2000 çулта май уйăхӗн 23-мӗшӗнче Акрель ялӗн клубне ӗçе вырнаçрăм та паянхи кунчченех унта ӗçлетӗп», – терӗ вăл сăпайлăн. 

Ансамбль «Çăлкуç»

Район чăвашӗсен лидерӗ

Тӗрӗссипе, Акрелӗнчи Культура çуртӗнче те нумай ӗç илсе пырать вăл. Концертсемпе спектакльсемсӗр пуçне куравсем, ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли ял халăхӗпе чăлха-нус­ки çыхассине йӗркелет. Район чăвашӗсен лидерӗ пулнăран, хăнасене ку тăрăхри чăваш историйӗпе, культурипе, йăли-йӗркипе паллаштараканни те вăлах. Наци культурипе йăлисен çулталăкӗнче (2023), тӗслӗхрен, вырăнти халăхсем хăйсен культурин эрнине ирттерчӗç. Проекта районти 6 чăваш ялӗнчен пӗри те хутшăнмасăр юлмарӗ. Çапла чăваш культурине тӗлӗнмелле лайăх кăтартрӗç ун чух çарăмсансем.Культура сферинче ӗçлемешкӗн, паллах, ятарлă пӗлӳ кирлӗ. Лидия Дмитриевна малтан Елабугăри культура училищинче режиссера (2006), унтан Шупашкарти И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче культуролога (2012) куçăн мар майпа вӗренсе тухать. Çав вăхăтрах ялта 25 çынран тăракан «Çăлкуç» ансамбль йӗркелет. 2018 çулта «халăх ансамблӗ» ята илме тивӗçет ансамбль. Паян та пысăк мероприятисене хутшăнмашкăн 23 çын пухăнать.

Переписчик

Культура ӗçченӗ кăна мар

Лидия Квакова пӗр ӗçпе шă­пăрт кăна ӗçлесе пурăнаканни мар, мӗншӗн тесен характерпа – лидер. Çавăнпа район, рес­публика конкурсӗсемпе Раççей шайӗнчи мероприятисене хутшăнмасăр юлмасть. Икӗ çул каялла унăн «Çăлкуçӗ» Мускаври Пӗтӗм Раççей Акатуйӗнче пултарулăхне кăтартрӗ. 2006 тата 2022 çулсенче «Женщина года» республика конкурсне хутшăнса палăрчӗ, 2006 çулта «Лучший художественный руководитель» республика конкурсӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ. 2021 çулта культура ӗçченӗсен хушшинче Тутарстан Правительствин «Опора и авторитет» грантне çӗнсе илчӗ. Культура сферинче нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна 2018 çулта ТР Культура министерствин «За достижение в культуре» кăкăр çине çакмалли паллăпа, 2022 çулта «ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят парса чысларӗç. Çак кунсенче кăна тепӗр савăнăçлă хыпар çитрӗ, Лидия Дмитриевна Кваковăна Тутарстан Республикин Электронлă Хисеп хăмине кӗртнӗ.  Куратпăр ӗнтӗ, карьери ăнăç­нă темелле, анчах пӗр çитӗнӳ те тăрăшмасăр пулмасть, çынпа ӗç­леме пӗлмелле. Культура çурчӗн ертӳçи ял халăхӗн канăвне йӗркеленисӗр пуçне нумай çул ӗнтӗ ытти яваплă ӗç те илсе пы­рать. Халăх тата ял хуçалăх çы­ра­вӗсене ирттерекен переписчик вăл. Çак ӗçе тивӗçлӗ пурнăçланăшăн Раç­çей Патшалăх статистикин коми­течӗн «За активное участие во Всероссийской переписи 2002 года» кăкăр çине çакмалли паллипе, Патшалăх статистикин федераллă службин «За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения 2010 года» медалӗпе чысланă. Кунсăр пуçне ялта суйлав комиссийӗн тата вырăнти Ветерансен канашӗн председателӗ те вăл. Яла Çӗнӗ çул уявне капăрлатассипе акă ӗнтӗ 2018 çултанпа районта акрельсене çитекенни çук. Вӗсем ку енӗпе республикăра та палăрма ӗлкӗрнӗ. 2018 çулта республикăра пӗрремӗш вырăн, ытти çулсенче икӗ хутчен 3-мӗш вырăнсем йышăннă.

Элетронная Доска Почета

Чун киленӗвӗ те пур Лидия Дмитриевнăн. Мăшăрӗпе вӗсем нумай çул ӗнтӗ тавра яла тӗлӗнтерекен моржсем. 1990 çулсенчех пуçланă вӗсем çакна. Малтан хӗл кунӗсенче хăйсем тăрăх вит­ри-витрипе сивӗ шыв кăна янă пулсан, каярах çумри Кӗçӗн Сӗнче çырминче вакă каснă. Хăйсем кăна мар, ял çыннисем те хӗлле вакăра шыва кӗреççӗ халӗ. 

Акрель ялӗнчи Кваковсем нимӗнпе танлаштарма çук тараватлăхпа уйрăлса тăнине палăртмасăр май çук. Кама леш енне командировкăсене кайсан вӗсем патне кӗрсе тухмасăр таврăнни сайра пулнă пирӗн. Ялан сăмавар лартсах чей ӗçтерсе ăсатать çак мăшăр суварçăсене. Тараватлă та пултаруллă, ырă кăмăллă юлташăмăр Лидия Дмитриевна Квакова августăн 22-мӗшӗнче хăйӗн çавра çулне паллă тăвать. Ăна эпир редакци ӗçченӗсен тата хамăр вулакансен ятӗнчен 60 çулхи юбилейпе чӗререн саламламасăр хăварма пултараймастпăр. Мӗнпур кăмăлтан çирӗп сыв­лăх, çăмăл мар ӗçре малашне те иксӗлми вăй-хал, ӗçре тата пысăк­рах çитӗнӳсем тума ăнăçу, çемьере телейпе юрату сунатпăр! (А.Наумов тата Кваковсен çемье архивӗсенчи сăнӳкерчӗксем).

 


общество

Нет комментариев