Хусанта 19-ти хӗр хамăр укçана Китай юанӗпе ылмаштарма темшӗн банка кайман. Мессенджерсенчен пӗринче лартнă пӗлтерӳпе усă курнă...
Публикаци авторӗпе çыхăннă та лешӗ мӗн хушнине туса пынă. Сӗннӗ темиçе шут çине 65 пин тенкӗ укçине куçарнă хӗр. Шантарнă ют çӗршыв валютине вара кӗтсе илеймен. Кун хыççăн тин хăйне улталанине ăнланса полицие пулăшу ыйтма кайнă.

Кашнинех ан шан
Хусанта 31 çулти блогерпа предприниматель енӗпе пуçарнă ӗçе суд пăхса тухма тытăннă. Следствин версийӗ тăрăх, пӗлӗшӗсемпе клиенчӗсене инвестицие укçа хывса нумай ӗçлесе илме тата ăнăçлă бизнес йӗркелеме вӗрентме шантарнă вăл. Косметологи кабинетне, Мускавра арçынсен барбершопне, техника лавккине уçма, электроникăпа криптовалюта туянма укçа илнӗ. Çапла майпа нумайăшӗ ăна пухăннă укçине кăна мар, кредит та илсе панă. Тӗлпулусенче, онлайн-консультацисенче хăйне ăнăçлă предприниматель пек кăтартнăран çынсем ăна шаннă, вӗсем те ун пекех нумай укçа ӗçлесе илессӗн туйăннă. Анчах тӳлевсем килме чарăннă, хывнă укçана вара каялла тавăрайман. Предприниматель хăй айăпне йышăнмасть, çынсен укçине тăпăлтарман вăл, хăйсен ирӗкӗпе панă имӗш. Хальхи вăхăтра пурлăхне арестленӗ. Çынсене улталаса вӗсен укçине илнӗшӗн закон тăрăх ăна пилӗк çулччен тӗрмене хупма пултараççӗ.
Посылкăшăн 1,6 миллионне çухатнă
Çырчалли çыннине палламан çынсем шăнкăравласа килнӗ посылкине кӳмешкӗн тесе малтан СМС-çырупа янă кода калаттарнă. Арçыннăн шучӗ çине кӗрсен ултавçăсем каллех, хальхинче йӗрке хуралӗ ятӗнчен, шăнкăравласа уголовнăй явап тыттарассипе хăратнă. Çапла 10 кун анратнă ăна. Çак вăхăтра 1 миллион тенкӗ кредит илтернӗ, машинине суттарнă тата пухăннă мӗнпур укçине хăйсен шучӗсем çине куçарттарнă. Шел, хăйне улталанине вăл тӳрех ăнланса илеймен, кайран тин. Унтан пулăшу ыйтса полицие кайнă. Çак енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, ултавçăсене шыраççӗ.
Нет комментариев