Жюри пайташӗсем палăртнă хайлавсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗç.
«Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексӗн Чăваш кӗнеке издательстви яш-кӗрӗм валли «Кӗмӗл калем» литература конкурсне йӗркелени пирки эпир çуркунне пӗлтернӗччӗ. Конкурс ӗçӗсене майăн 6-мӗшӗнчен йышăнма пуçланă. Анчах çулла вăл – хӗру вăхăт: пӗрисен экзаменсем тытмалла, теприсем канма кайма палăртнă пулӗ. Çакна шута илсе «Кӗмӗл калем» конкурса кăçалхи ноябрӗн 1-мӗшчен тăсма йышăнтăмăр.
Аса илтеретпӗр, унта 18 – 35 çулсенчи авторсем çак номинацисемпе чăвашла е вырăсла çырнă хайлавсемпе хутшăнма пултараççӗ:
• илемлӗ проза;
• документлă проза;
• поэзи.

Ятарлă номинаци те пур: ӳкерчӗксемпе е сăнӳкерчӗксемпе хатӗрленӗ истори (урăхла каласан – комикс).
Конкурса хальччен пичетленмен ӗçсене çеç йышăнаççӗ, проза калăпăшӗ – 1 автор листи (40 000 паллă), поэзи – 700 йӗрке, иллюстраци – 3000 тăваткал сантиметр чухлӗ материал. Кашни номинаципе пӗр ӗç çеç тăратма юрать.
Пӗрремӗш страницăра автор ятне, хушаматне, ашшӗ ятне (пур пулсан – псевдонимне), хăçан çуралнине, телефон номерне, электронлă почтăна, хăш номинаципе хутшăннине, хайлав ятне палăртмалла.
Мала тухнисем дипломпа парнесене тивӗçӗç, Чăваш кӗнеке издательствинче стажировка тухма пултарӗç. Унсăр пуçне тăватă номинацири çӗнтерӳçӗрен пӗри конкурсăн Гран-прине тивӗçӗ, ăна 50000 тенкӗ парса хавхалантарӗç.
Парнесене тивӗçнӗ авторсен ӗçӗсем тата жюри пайташӗсем палăртнă хайлавсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗç.
Ӗçсене glavred@ipk21.ru электронлă адреспа йышăнаççӗ. Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех Чăваш кӗнеке издательствин сайтӗнче, «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче паллашма пулать.
Çамрăк авторсен хайлавӗсене чăтăмсăррăн кӗтетпӗр!
Ольга ФЕДОРОВА.
Нет комментариев