Хусанта вырăс, тутар, мари ачисене чăвашла юрлаттараяççӗ пулсан, чăваш ялӗсенчи садиксенче мӗн чăрмантарать-ши?
Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 337-мӗш номерлӗ ача садӗнчи аслă ачасен ушкăнӗн Çӗнӗ çул уявӗ Хусанта чи лайăххи пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Тухатмăш карчăк хăйне Чăрăш уявне чӗнменшӗн тавăрас шутпа самантлăха канма выртнă Хӗл Мучин тумӗсене тӗрлӗ халапсем тăрăх салатса тухрӗ. Çӗнӗ çул Хӗл Мучисӗр епле пултăр-ха? Ачасене Хӗл-пике пулăшăва килчӗ. Çул кăтартакан куçкӗски парнелерӗ. Çапла ачасем «Снежная королева», «Белоснежка и 7 гномов», «12 месяцев» халапсене çитсе Хӗл Мучин алсишне, калпакне, çăматтине тупрӗç. Кӗрӗкне кăна Тухатмăш карчăкăн хăйӗн тавăрса пама тиврӗ...