Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ылтăн вӗлле хурчӗ» конкурсра 45 ача хутшăнчӗ

Элкел районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ «Пыл Сăпасӗ» фестивальте утарçăсем хушшинчи ăмăртусем, пыл дегустацийӗ, вӗлле усраканӗсен куравӗсем пулса иртрӗç. Ача-пăчасем хушшинче ирттернӗ «Ылтăн вӗлле хурчӗ» конкурс вара хăйӗн хутшăнаканӗсен шучӗпе рекорд турӗ. Унта малтан 25 ача кăна заявка панă пулнă, фестиваль кунӗ хутшăнакансен шучӗ хӗрӗх пиллӗке çитнӗ.

Мӗнле кăна вӗлле хурчӗн тумне курмарăмăр эпир çак уявра! Ачасен капăр тумӗпе паллаштарнисӗр пуçне тата пултарулăх номерӗ те кăтартмаллаччӗ. Питӗ кăсăк иртрӗ çак конкурс. Ача садне кайманнисем те хутшăнчӗç унта. Çапах пуринчен те ытларах садикрисемпе пуçламăш классенче вӗренекенсемччӗ. Телее йӗркелекенсем пурин валли те дипломсем хатӗрлесе ӗлкӗртме пултарчӗç.

Çак конкурс та, пӗтӗмӗшле илсен, пыл фестивалӗ те чăвашсене çеç мар, элкел районӗнче пурăнакан мӗн пур халăха пӗрлештерчӗ. Унта Чăваш Республикипе Мари Элран та, Челябинскран та пыл юратакансем килнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев