Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ывăлăм çырнă калавпа паллашма сӗнетӗп

Хисеплӗ редакци! Ачасем шкул пӗтереççӗ те тăван килтен хулана тухса каяççӗ. Вăхăт иртнӗçем вӗсен шкул çулӗсенче çырнă ӗçӗсем алла лекеççӗ. Аксу райо­нӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта пӗрре ачасемпе «Тăван ен» пултарулăх конкурсӗ ирттернӗччӗ. Пӗр номинацийӗ «Ачасем çырнă чи лайăх сăвă, калав» пулчӗ. Çак номинаци валли ятарласа Виталий ывăлăм калав çырчӗ. Вăл «Тренти – Теренти» ятлă.

Ывăлăм, Виталий Александрович Васиков, 21 çулта чух, 2024 çулхи чӳк уйăхӗнче хăй ирӗкӗпе СВОна кайрӗ. Луганскпа Донецк çӗрӗсене ирӗке кăларассишӗн чун хавалӗпе тăрăшрӗ. 2025 çулхи июнӗн 10-мӗшӗнче ывăлăмăр хыпарсăр çухалнă текен хут илтӗмӗр... 

Виталий чунпа çирӗп çын, тăрăшуллă. Тăван çӗршӗн, ашшӗ-амăшӗшӗн хаяр тăшманпа кӗрешме хастарлăх çитеретех. Эпир хамăр паттăр салтакăмăра ялан сывă кӗтетпӗр, шанчăка çухатмастпăр. Чунтан юрататпăр сана, ывăлăм! Аннӳн кӗлли тăван киле сывă çавăрса килтӗрччӗ сана.

Халӗ Виталий Васиков çырнă калавпа сире паллаштарасшăн.

 

Ирина Севастьяновна ВАСИКОВА,  чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.

Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш шкулӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Тренти – Теренти

Калав

– Мӗн ку, кала мана? Мӗн вăл? – çине-çине ыйтрӗ шкулăн иккӗмӗш хутне халь çеç хăпарнă сатур кăмăллă, хурарах çӳçлӗ, сарлака хул-çурăмлă 8-мӗш класри Ваня Булат 9-мӗш класри имшеркке те лутра Теренти çине шăтарасла пăхса.

– Сана мӗн, чышатăп-и? Кай хăвăн çулупа, Булат! – хыттăн каларӗ те чăмăр кăтарт­рӗ лешӗ хирӗç. 

Теренти кӗçӗнрех класри ачасене тӗл пулсан ялан çапла тăвать. Хальхинче те чăмăр кăтартнипе пурте хăрӗç терӗ, анчах йăнăшрӗ пулас. Ваня хӗл каçа Терентирен çӳллӗшпе иртсе кайнă, ахальтен мар вăл эрнине иккӗ шкул спортзалне кӗрешӳ секцине çӳрет, халӗ авă епле вăй илсе пырать. Ку кăна-и? Вӗренӳре те ача питӗ тăрăшать. Хăçан юлашкинчен виççӗ паллă илнине хăй кăна мар, класӗнче те пурте маннă.

Булатăн çемйи çурма тăлăх. Ашшӗ, шалти службăра тăраканскер, пилӗк çул каялла Дагестана контрактпа кайсан паттăрла пуç хунă. Террористсене ункăна илес тенӗ чух вӗсен ушкăнне снайпер икӗ салтака тата Ваньăн ашшӗне, капитан-майора, персе лектернӗ. Икӗ кунран, хӗрӗх пиллӗкри вăйпитти çыннăн Сантемир Ивановичăн чӗри госпитальте операци сӗтелӗ çинчех тапма чарăннă. Шел пулин те, тăван килне цинк тупăкпа Паттăрлăх орденӗ çеç килнӗ... Çавăнтанпа Ваня килӗнче аслă арçын вырăнне шутланать. Сисмесӗрех хуйхă ăна ир çитӗнтерчӗ. Çапла, амăшӗ ӗçре чух Ваня кӗçӗннисене урок тума пулăшать. Вăлах выльăхсене шăварать, кӳршӗри Наçтаç кинемине шыв йăтса парать, лавккаран çăкăр кӳрет.

Теренти юлашки çул хушшинче темле усалланса кайрӗ, никама хисеплеми пулчӗ. Ун пархатарсăр ӗçӗсене тӗп шкул пӗтерекенсем кăна мар, вӗрентекенсем те темиçе хутчен педагогсен канашлăвӗнче сӳтсе явнă, калаçăва ашшӗ-амăшне нумай хут чӗнтернӗ. Çăлăнăçӗ ăçта-ши?

Теренти тулли çемьере ӳсет. Амăшӗ унăн, аслă шкул пӗтернӗскер, район администрацийӗнче бухгалтерта ӗçлет. Анне яланах анне çав – канăçне çухатрӗ хӗрарăм. «Ача пӗчӗк чух – пӗчӗк хуйхă», – теççӗ ваттисем. Ӳссен – тӳпипех пуç çине тиенет иккен. Икӗ çул хушшинче пукане пек çаврака сăн-питлӗ, тулли кӗлеткеллӗ, çӗмӗрт пек хура çӳçлӗ Милана Егоровна шерте пек начаркка та кăвакарнă çӳçлӗ, хӗрӗхрех ватăлса ларнă мӗскӗн çынна çаврăнчӗ.

Çак лару-тăрура Теренти вуннă тултариччен аванах пурăнчӗ-ха. Ашшӗ килӗнче ӳсӗр чух килтен тухса тарма вӗренчӗ, ӗçе явăçас темерӗ. Ӗнер смартфон, паян çӗнӗ ноутбук, ыран амăшӗнчен скутер йăлăнса илтерчӗ. Кӗрхи каникул вăхăтӗнче поселокри мӗнпур вăрă-хурах вӗсен гаражне килсе тулма пуçларӗ. Пирӗн пат­ра мӗнле ушкăнпа çыхланатăн, çавăн пек йăлана хăнăхатăн тесе калаççӗ. Сăра-эрех, пирус туртасси, спайс е наркăмăшлă жвачка… Çакна ашшӗ те, амăшӗ те вăхăтра сиссе юлаймарӗç. Салтавӗ кунта пӗрре çеç…

Пӗррехинче, хӗллехи каникулта, Терентисен гаражне Çырчаллинчен килнӗ вун çиччӗри Данко кӗчӗ. Вăл хула ачи. Шукăль тумланнă, кӗсйинче туллиех жвачка, аллинче доллар. Пирӗн таврана çак ача çӗнӗ сӗм илсе килчӗ. Йăли тӳсме çук хăрушă. Кӗçӗнрех ачасене питӗ илӗртрӗ ку. Çав вăхăтра аслисене хăратса йӳçӗ куççуль кăларттарчӗ. Самана тӳнтерӗ çамрăксен хушшинче питӗ хăвăрт сарăлчӗ.

Акă иртнӗ эрнере центрти 8-мӗш шкулта вӗренекен пӗр арçын ачана тухтăрсем аран хăтарса хăварчӗç. Сывлайман пирки лешӗн пуç мимине те, ӳпкине те таса сыв­лăш лекмен, вара тăнне çухатнă. Васкавлă пулăшу вăхăтра çитмен пулсан вилетчӗ тенӗ. Каярах полицирен усал хыпар çитнӗ – ачасем наркотикпе алхасаççӗ пулать. Кам е мӗн айăплă кунта?..

Ваня Булат çине тăрсах Терентие пулăшма май шырарӗ. Ку кăна мар-ха, ачана хăйӗн кӗçӗн шăллӗпе йăмăкӗ усал йăлана явăçасран мӗнле сыхласа хăварасси канăç памарӗ. Теренти вара хальлӗхе ӗç е пулăшу мӗн иккенне пӗлмест. Нумай пулмасть амăшӗ чӗрепе аптранипе больницăна лекнӗ. Ывăлӗ пӗрре те кайса курманнине пӗлсен Ваньăсен класӗ Терентие пулăшас тесе шутларӗ. Пӗр класра вӗренекен Светланăпа Ваня больницăра Милана Егоровнăна шыраса тупрӗç, япалисене илсе килсе пама килӗшрӗç. Ачасем Теренти килне кайрӗç, ăна хăйсемпе пыма чӗнчӗç. Анчах Теренти вăхăт çук тесе пымарӗ, япалисене çеç парса ячӗ. Юрӗ, малтанласа ачасем кунпа та килӗшрӗç. Тепӗр кунне шкулта Ваня Терентие амăшӗнчен салам каларӗ, килне парса янă япалисене тыттарчӗ. Теренти хыттăн кăна алăри пакета туртса илчӗ те пăрăнса кайма тăчӗ. Ваня ун çулне пӳлсе:

– Анне пӗрре, унтан çывăх çын тӗнчере урăх çук. Милана Егоровна сывлăхӗ питӗ начар, вăл сана тунсăхланă, кайса кур, – терӗ те айккине пăрăнчӗ.

Теренти сăнӗпе улшăнса кайрӗ, кăмăлӗ ун пăсăлчӗ. Те ăна намăс пулчӗ, те Ваня çине кӳренчӗ – пӗр хăй пӗлет ӗнтӗ. Ваньăсен класӗ вăй çитнӗ таран Теренти амăшне пулăшу пама тăрăшрӗ. Ывăлӗн те чыс, пархатар тени çухалман иккен-ха. Терентин пӗртен-пӗр çывăх çынни-çке вилӗмпе пурнăç хушшинче. Амăшӗ вилес пулсан ачи пачах та тӗнчере çухалса каять. Мӗнле хăвна пурнăç панă çынна хӗрхенсе пулăшас мар? Халиччен Милана Егоровна Терентишӗн нимӗн те шеллемен, çӗрне-кунне пӗлмесӗр пӗр уншăн тăрăшнă-çке...

Хӗл çитеспе Теренти гаража хупрӗ, унта халь сивӗ ӗнтӗ. Килӗнче те ăшах мар. Ашшӗ ӗçрен час-часах ӳсӗр таврăнать. Апат та ку килте  хутран-ситрен çеç пӗçереççӗ. Теренти нумай чух шкула выçă хырăмпах каять. Ăна та çăмăл мар ӗнтӗ кун пек лару-тăрура, кӗпе-йӗмне акă ку хутӗнче хăй çурӗ. Амăшӗ патне кайса килме япаласем пуçтарчӗ, анчах мӗн кирлине пӗлсе пӗтереймерӗ. Шкулта 8-мӗш класри Светланăран ыйтма хăват çитерчӗ. Ачасем пӗрле кайма килӗшрӗç. Ваня Булат ытти ашшӗ-амăшӗсем пухса панă укçапа хăш-пӗр япаласене лавккаран туянса килчӗ. Пурте Теренти амăшӗ патне кайнăшăн хавасланчӗç, анчах пит шансах пӗтмерӗç-ха.

Теренти амăш палатинчен куççульпе тухрӗ. Вăл нихăçан та макăрса курманччӗ хальччен. Халӗ пӗтӗм чунӗ хурланать тейӗн. Ытти ачасем патӗнче вăл чарăнса тăмарӗ, тӳрех килне чупрӗ.

Тепӗр кун Ваня Терентие шкулта курмарӗ. Килте амăшӗнчен çеç пӗлчӗ – Милана Егоровнăна васкавлă операци тунă. Теренти çӗр-каçа больницăра ирттернӗ иккен. Операци ăнăçлă иртнӗ, Хусанти паллă хирургсем тăрăшнă.

Уроксем хыççăн Ваньăпа Светлана Терентие тупас тӗллевпе хваттерне килчӗç. Теренти амăшӗ валли яшка шӳрпи пӗçернине пӗлсен пулăшма пикенчӗç. Светлана япалисене пуçтарчӗ. Ваня Терентипе калаçрӗ. Теренти кăмăлӗ хытă мар иккен. Халиччен ачан юлташ пулманни палăрчӗ. Чăн юлташ йывăрлăхра палăрать вăл. Ваньăпа Теренти пӗчӗккӗн пӗр-пӗринпе çывăхах туслашрӗç.

Теренти ирхине шкула, кайран Ваньăпа кӗрешӳ секцине, каçпа амăшӗ патне кашни кун больницăна çурет. 8-мӗш класра вӗренекенсем Терентишӗн питӗ савăнчӗç. Ваня çулран пăрăнма пуçланă ачана пулăшса хăй пурнăçӗнче пысăк та пархатарлă ӗç турӗ, çӗнӗ юлташ тупрӗ. Теренти халӗ экзаменсем çинчен шухăшлать, амăшӗ часах сываласса шанать вăл.

«Ӗмӗр сакки сарлака», – тесе ахаль каламан çав. Кӗске самантра пурнăçа пăсма пулать, майлаштарса яма, тӗрӗс çул çине тăма питӗ йывăр вара.

Виталий ВАСИКОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана творчество