News by date 5 April 2026
-
Ывăлăм çырнă калавпа паллашма сӗнетӗп
Хисеплӗ редакци! Ачасем шкул пӗтереççӗ те тăван килтен хулана тухса каяççӗ. Вăхăт иртнӗçем вӗсен шкул çулӗсенче çырнă ӗçӗсем алла лекеççӗ. Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта пӗрре ачасемпе «Тăван ен» пултарулăх конкурсӗ ирттернӗччӗ. Пӗр номинацийӗ «Ачасем çырнă чи лайăх сăвă, калав» пулчӗ. Çак номинаци валли ятарласа Виталий ывăлăм калав çырчӗ. Вăл «Тренти – Теренти» ятлă.
-
Олег Прокопьев: «Ман сăвăсем чăваша çав тери юратаççӗ»
Чӑваш наци библиотекинче кунсерен вун-вун мероприяти иртет, кашниех хӑйне килӗшекеннине суйлама пултарать. Çав хушӑрах пурне те пӗрлештерекен, кӑсӑклантаракан, илӗртекен уявсем те пулаççӗ. Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ шӑпах çавӑн пеккисен шутне кӗрет.
-
Театра çӳрени чӗлхе туйăмне вăйлатать
Чăваш чӗлхине вӗренни вăл грамматика кӗнекисене тишкерсе ларни çеç мар. Чӗлхе вăл унпа усă курсан кăна чӗрӗ. Çакна туйса илмелли вырăн – театр.
-
Валентина Петрова: «Эпӗ урăхла ӗçлеме пӗлместӗп»
Валентина Николаевна Петрова – пысăк опытлă педагог. Ӗç стажӗ 29 çул, вӗсенчен 27 çулне Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унăн вӗренекенӗсем тăван чӗлхепе литературин республика олимпиадин, конкурссен тата наукăпа практика конференцийӗсен çӗнтерӳçисем.