Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Валентина Петрова: «Эпӗ урăхла ӗçлеме пӗлместӗп»

Валентина Николаевна Петрова – пысăк опытлă педагог. Ӗç стажӗ 29 çул, вӗсенчен 27 çулне Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унăн вӗренекенӗсем тăван чӗлхепе литературин республика олимпиадин, конкурссен тата наукăпа практика конференцийӗсен çӗнтерӳçисем.

– Валентина Николаевна, эсир вӗрентекен ачасем нумай пулмасть тăван чӗлхепе Раççей олимпиадине хутшăнса палăрнине пӗлтӗмӗр. Каласа парăр-ха кун çинчен.

– Шкул ачисен Çурçӗр-хӗвелтухăç олимпиадин хӳттипе иртекен «Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисемпе тата литературипе шкул ачисен федераллă олимпиади» икӗ тапхăрпа пулчӗ. Пӗрремӗшӗ куçăн мар майпа иртрӗ, теприне вара Хусанти федераллă университета кайрăмăр. Виçӗ ачана хатӗрлерӗм эпӗ. Анчах та 11-мӗш класра вӗренекен Евгения Синдюкова чирлесе ӳкнипе пыраймарӗ. Районтан вара тăватă чăваш ачине илсе кайрăмăр. Виççӗшӗ призерсем пулчӗç. Вӗсенчен иккӗшӗ – манăн вӗренекенсем: 9-мӗш класри Дима Романовпа 10-мӗш класри Вероника Хрисанова. Вӗсемшӗн пысăк çитӗнӳ ку, мӗншӗн тесен унта çӗнтерни шкул хыççăн аслă шкула вӗренме кӗнӗ чух 8–10 балл таран хушма май парать.

Ман ачасем 2019 çултанпа чă­ваш чӗлхипе тата литературипе ир­текен республика, регионсен хуш­шинчи, халӗ акă Раççей ша­йӗнчи олимпиадăсенче вырăнсем илчӗç. 11-мӗш класри Евгения Синдюкова кăçал та республика олимпиадин çӗнтерӳçи (харăсах виççӗмӗш çул), 9-мӗшӗнчи Вероника Хрисанова призер пулчӗç. Вероника та маттур пирӗн – Хусанта темиçе предметпа олимпиадăсене хутшăнса мала тухать.

– Валентина Николаевна, эсир хăвăр та Чăваш Çӗпрел хӗрех вӗт-ха, тăван шкултах ӗçлетӗр.

– Аха, çак ялтанах, нумай ачаллă çемьере ӳснӗ, пилӗк пӗртăванран кӗçӗнни эпӗ. Теччӗри педагогика училищинчен 1996 çулта вӗренсе тухичченех тăван шкул директорӗ Тимофей Арсентьевич Кудрявцев (йывăр тăпри çăмăл пултăр): «Сан валли вырăн пур, пӗрремӗш классене вӗрентме хамăр шкулах кил», – терӗ. Çав çулхине пӗрремӗш класа 40 ача килнипе икӗ класс пулчӗ. Мана, çамрăк тесе шикленчӗç пуль ӗнтӗ, 13 ача пачӗç. Вӗсене 1,2 классенче кăна вӗрентсе ӗлкӗртӗм. Пӗр çул ӗçленӗ хыççăн директора Анатолий Ананьевич Ефимова ларт­рӗç. Вырăс чӗлхи учительне ра­йона методиста куçарнипе мана вырăс чӗлхи предметне парасшăнччӗ, опытăм сахалраххипе килӗшмерӗм. Тепӗр çултан ыйтса та тăмарӗç – чăваш чӗлхипе литература учительне куçарчӗç. 1998 çултан пуçласа паянхи кунччен çак предмета вӗрентетӗп. 1997–2003 çулсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн Чăваш Енри Патăрьелӗнче тин кăна уçăлнă филиалне пӗтертӗм. Шупашкартан профессорсем килсе вӗрентрӗç пире. Мана хамăн тăван шкултах ӗçлеме çав тери килӗшет. Ачасен ашшӗ-амăшӗсене пӗлетӗп, вӗсемпе пӗрле вӗреннӗ, юлташлă пулнă. Халӗ ӗнтӗ хам малтан вӗрентнисен ачисем килеççӗ. 1996 çултан тытăнса кăçал 30 çул пулать ӗçлеме тытăнни. Кивӗ Йӗлмел ялне качча тухсан малтан унта, кайран район центрӗнче хамăр çуртпа пурăнсан та Чăваш Çӗпрел шкулӗнчех ӗçленӗ эпӗ.

– Миçе ача халӗ Чăваш Çӗпрел шкулӗнче?

– 76 ача пирӗн халь. 20 ача ха­мăртан виçӗ километрти район центрӗнчи лицея çӳрет. Шкулта çирӗп ыйтатпăр-ши, пӗлместӗп мӗншӗн унта яраççӗ ачисене? Ашшӗ-амăшӗсем район центрне ӗçе çӳренипе çула май илсе каяс теççӗ пуль. Хамăн ывăл Антон та çав лицейрах вӗренет ман. Ра­йон центрӗнче пурăннипе унта пама тиврӗ.

– Районти чăваш чӗлхипе литературин учителӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçинче те ӗçленине астăватăп.

– 2020 çулта шкул директорӗн вӗрентӳ енӗпе çумне лартиччен Çӗпрел районӗнчи чăваш чӗлхипе литературин учителӗсен методика пӗрлешӗвне ертсе пытăм. Завуча лартсан ӗлкӗрме çуккипе кăна куçма тиврӗ.

– Чăваш чӗлхипе литератури валли миçе сехет уйăрнă сирӗн шкулта?

– Эпӗ халӗ 5, 7, 9, 10, 11-мӗш классене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентетӗп, эрнене 13 сехет (икӗ чӗлхе тата пӗр литература) ман. 

– Сирӗн шкулта та ачасем вырăсла калаçаççӗ-и?

– Хам вӗрентекенсене илсен, 9-мӗшсем вырăсларах, 7-мӗшсем, 10, 11-мӗшсем пурте чăвашла шакăртаттарса калаçаççӗ, 5-мӗшсем вара çурмалла. Ашшӗ-амă­шӗсем темшӗн килте вырăслатма тăрăшаççӗ халӗ, чăваш чӗлхи мӗне кирлӗ текелеççӗ. Ачасене хăйсене чăвашла калаçтарсан пурте чăвашла аван пӗлеççӗ пирӗн, çавăнпа урокра чăвашла калаçтарма тăрăшатăп. Хамăн çемьене илес пулсан, район центрӗнче пурăннипе ывăл урамра юлташӗсемпе (вӗсен хушшинче тутарсем те пур) вырăсла калаçать, килте вара чăвашла кăна. «Мами-паппи» çук пирӗн – «атте-анне».

– Эпир вӗреннӗ чухне тăван чӗлхепе литература предмечӗпе «3» илекен ача çукчӗ класра. Халӗ мӗнле, тăрăшсах вӗренеççӗ-и?

– Халӗ эпир ачасене чăваш чӗлхипе киле нумай ӗç памастпăр – методика улшăнчӗ. Ашшӗ-амăшӗн заявленийӗпе вӗренеççӗ вӗт халь тăван чӗлхене ачасем. Чăваш чӗлхин предмечӗпе хытă ыйтсан заявлени çырса каяссипе хăратаççӗ. Ун пеккисем пулмарӗç-ха пирӗн шкулта. Çавăнпа чăваш грамматикине тарăннăн вӗрентместпӗр. Пăхăнуллă, сыпăнуллă хутлă предложенисем пек ăнлавсене паллаштарса кăна хăваратпăр. Ачана тăван чӗлхепе интереслентерес, калаçма хавхалантарас тесе урока этнокультура воспитанийӗн, вăйă мелӗсене кӗртетпӗр. Калăпăр, пӗр-пӗр произведение тишкернӗ чух, ачасене хăйсен çемье историйӗпе çыхăнтарма тăрăшатпăр. Лидия Саринен «Кукамай» произведенине вуласан ачасем савăнсах хăйсен кукамăшӗсем çинчен каласа параççӗ. Питӗ килӗшет вӗсене ку мел, çавăнпа «4», «5» паллăпа вӗренекенсем нумайрах, çапах «3» илекеннисем те пур, ытларах кӗ­çӗн классем.

– Тен, методика улшăннипе çыхăннă çакă?

– Вӗренӳ кӗнекисене çӗнӗ сăмахсем кӗртсе ытлашши йывăрлатса ячӗç. Ачасене мар, хамăра та йывăр хăшне-пӗрне ăнланма. Çӗнӗ методикăна хурламастăп-ха, кашни мӗн-тӗр çӗннине парать. Çапах та темăна ăнлантарнă чух хамăр вӗреннӗ кӗнекесемпе те усă куратăп. Вӗсене çитекенни çук. Тутарстанри чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсене ăсталăха ӳстерме унчченхи пек Шупашкара ямаççӗ халӗ. Ку питӗ çитмест пире. 

– Чăваш чӗлхипе патшалăх экзаменӗ тытма суйласа илекенсем пур-и?

– Манăн 9-мӗш класс ачисем çулсерен чăваш чӗлхине суйлаççӗ. Пӗлтӗр виççӗн патшалăх экзаменне тытрӗç, кăçал та 10 ачаран иккӗшӗ суйларӗç-ха. 

– Эсир хăвăр та тӗрлӗ конкурс çӗнтерӳçи, ăçтан пур çӗре те ӗлкӗретӗр? 

– Пӗр вырăнта кăна тӗпӗртетсе тăма хăнăхман эпӗ. Хама та, ачасене те конкурссене хутшăнма хистетӗп. 2018 çулта Шупашкарта тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен регионсен хушшинчи конкурсне хутшăнса 2-мӗш вырăн йышăнсан питӗ хавхаланса таврăнтăм. Ю.Виноградов чӗлхеçӗ: «Тутарстанри чăваш чӗлхи учителӗсем вăйлă çав вӗсем», – тесе хаклани халӗ те асра. Тутарстанран хам кăначчӗ эп ун чух. 2019 çулта Тăван чӗлхе учителӗсен «Туган тел» республика конкурсӗнче «Учитель-мастер» номинацире çӗнтертӗм. Тутарстанри чăваш чӗлхипе литературин учителӗсем эпир Тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раççей конкурсӗн финалне Мускава каяймастпăр. Тутарстан – тутар чӗлхин вӗрентекенне, Чăваш Ен хă­йӗн педагогне яраççӗ. 

Тăван чӗлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă республикăри, ытти регионсенчи семинарсенче çуллен тухса калаçма тăрăшатăп. Кăçал чăваш чӗлхипе литература урокӗсенче класс тулашӗнчи уроксенче этнокультура воспитанийӗн мелӗпе усă курассипе мастер-класс кăтартрăм. Хамăн класра чăвашла стендсем хатӗрлерӗмӗр. 2025 çулта Тутарстан Республикинчи халăхсен тăван чӗлхисемпе йăла-йӗркисене, культурине сыхласа аталантарассипе çыхăннă проектсен конкурсӗнче çӗнтерсе шкул 500 пин тенкӗ республика Грантне çӗнсе илчӗ. (Проект авторӗ Валентина Николаевна. – Авт.).

– Сирӗн çитӗнӳсем чăнах та пысăк. 

– Тав çырăвӗсемпе Хисеп хучӗсем чăнах та нумай манăн. Чи пӗлтерӗшлисене кăна асăнатăп. 2025 çулта ТР Вӗрентӳпе наука министерстви «Тăван чӗлхесемпе культурăсене, йăла-йӗркесене сыхланăшăн» кăкăр паллипе, 2021, 2025 çулсенче Хисеп ху­чӗпе чысларӗ. Пӗлтӗр ачасене олимпиадăна хатӗрленӗшӗн РФ Патшалăх Думин тата ЧР Вӗрентӳ министерствин Тав çырăвӗсене, Çӗпрел ра­йон пуçлăхӗн премине пачӗç. 

«Лайăх педагог пулас тесен мӗн тата кама вӗрентнине юратмалла» текен девизпа пурăнатăп эпӗ, ачасене çав тери хытă юрататăп, туяççӗ çакна ачасем, ӗçӗме те килӗштеретӗп. Çӗрлеччен тет­радьсемпе, хутсемпе ларнине курсан мăшăрăм: «Шкулăнтах юлмаллаччӗ ӗнтӗ», – тесе шӳтлет хăш чух. Эпӗ урăхла ӗçлеме пӗлместӗп. Пурнăçра хам çакăн пек çын пулнăшăн чăн малтан атте-аннене тав тăватăп. Вӗренме вӗсем хавхалантарнă пире. Çемьере аслă пӗлӳллисем виççӗн эпир. Витя ятлă тете те педагог, Кивӗ Çӗпрелӗнчи лицейра математика вӗрентет.

– Валентина Николаевна, та­­­вах сире калаçушăн. Сирӗн апрель уйă­хӗн 2-мӗшӗнче çавра çул пулчӗ, 50 тултартăр. Çак ятпа эпир те, редакци ӗçченӗсем тата вулакансем, саламласа ӗçре, пурнăçра тата пысăкрах çитӗнӳсем тума хавхаланупа ăнăçу сунатпăр.

 

В.Петрован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Дрожжановский район учитель родного языка