Театра çӳрени чӗлхе туйăмне вăйлатать
Чăваш чӗлхине вӗренни вăл грамматика кӗнекисене тишкерсе ларни çеç мар. Чӗлхе вăл унпа усă курсан кăна чӗрӗ. Çакна туйса илмелли вырăн – театр.
Пӗрремӗшӗнчен, театр сасса тавăрать. Класра вулакан текстпа сцена çинчи чӗрӗ калаçу пӗр мар. Актерсем чӗлхене интонаципе, ӗçпе, кулăпа е куççульпе кăтартаççӗ. Вӗсем калакан сăмахсем вӗренекеншӗн чӗррӗн илтӗнеççӗ, нумайлăха асра юлаççӗ.
Иккӗмӗшӗнчен, театрта пулни чӗлхе çаврăнăшне туйма май парать. Эпир пурнăçра калаçнă пекех: кӗскен, туйăмлăн, ыттисене ăнлантарма тăрăшса. Ку вăл – «урăхла шухăшлама» вӗренни.
Виççӗмӗшӗнчен, театр вăл – кулленхи чӗлхе тӗнчи. Çамрăксенчен çапла каланине час-часах илтме пулать: «Эпӗ чăвашла йăлтах ăнланатăп, анчах калаçма хăратăп». Театрти студисем, уявсем, вăйăсем çак хăракан çынна иккӗленмесӗр калаçма хавхалантараççӗ. Кунта йăнăшшăн кăмăлсăрланмаççӗ, кунта пултарайнишӗн мухтаççӗ.
Паян Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче, çамрăксен студийӗсенче чăваш чӗлхине тарăн вӗрентеççӗ. Кунта литература чӗлхи халăх калаçăвӗпе пӗрлешет. Актерсем юмахсемпе халапсене шӗкӗлченипе пӗрлех хальхи çамрăксен пурнăçӗ çинчен те калаçаççӗ. Ку чӗлхе «музейри экспонат» мар, пысăк хулара е ялта пурăнакан хальхи çыннăн чӗлхи.
Çавăнпа та, хисеплӗ туссем, енчен те эсир чăваш чӗлхине ытларах туйма, ăна чӗререн ăнланма, калаçма вӗренес тетӗр пулсан, театра час-часрах çӳрӗр. Унта чӗлхемӗр чăннипех уççăн янăрать.
Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире (республикăри пӗртен-пӗр чăваш гимназийӗ вăл) вӗренекенсем час-часах тӗрлӗ конкурссене хутшăнаççӗ. Сцена çине тăтăш тухни вӗсене тăван чӗлхене тарăнрах вӗренме пулăшать.
Олеся Георгиевна ТУДИЯРОВА, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев