Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Прокопьев: «Ман сăвăсем чăваша çав тери юратаççӗ»

Чӑваш наци библиотекинче кунсерен вун-вун мероприяти иртет, кашниех хӑйне килӗшекеннине суйлама пултарать. Çав хушӑрах пурне те пӗрлештерекен, кӑсӑклантаракан, илӗртекен уявсем те пулаççӗ. Олег Прокопьевӑн «Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнекин хӑтлавӗ шӑпах çавӑн пеккисен шутне кӗрет.

Пуш уйӑхӗн вӗçӗнче поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, таврапӗлӳçӗсемпе ӑсчахсем, вӗрентекенсемпе студентсем, артистсемпе библиотекарьсем, чӑваш поэзине юратакансем вулавӑша йышлӑн пуçтарӑнчӗç. Кун пеккине тахçантанпах курман пулӗ Чӑваш наци библиотеки. Акт залӗнче халӑх лӑк тулли. Ларма вырӑн çуккипе стена çумне тӗренсе тӑракан та пайтах, анчах никам та тухса кайма шухӑшламасть. Пурте сцена çине тӗмсӗлсе пӑхаççӗ, Олег Ивановичӑн кашни сӑмахне тимлӗ итлеççӗ, юрӑçсем тухсан хӑйсем пӗлекен юрӑсене вырӑнтанах ӗнӗрлеççӗ.

Ун сăввисем кăшкăрмаççӗ

«Чăвашăм, пурăн!» кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун çути курнӑ. Сборника Олег Прокопьевӑн юлашки вăтăр çулта хайланă сăввисенчен суйласа илнисем кӗнӗ. Нумаях пулмасть çырнисемпе пӗрлех хальччен ниçта та пичетленменнисем те, тӗрлӗ çулта хаçат-журналта тухнисем те пур. Кăларăмра пурӗ сакăр пай: «Ялти тӗрленчӗксем», «Юрату тата ырату», «Тӗрӗслӗх шыравӗ», «Тивӗç», «Юратупа эс килтӗн тӗнчене», «Юрăсем», «Тухату», «Витӗркуру – асăрхаттару».

«Эпӗ йӑлтӑр-ялтӑр фрак тӑхӑнса килсе хам сӑнарсене сутма пултаратӑп-и-ха вара?.. Чӑваш тӗрлӗрен пурӑнать пулсассӑн та, юратма тӑрӑшать. Вӑрçать те пуль пӗр-пӗринпе, çапӑçать те пуль, пӗр-пӗрне кӗвӗçет те пуль. Анчах эпӗ ӑна тарӑхса çыр­мастӑп нихçан та. Юратса çыратӑп. Ман сӑвӑсем кӑшкӑрмаççӗ, ман сӑвӑсем ятлаçмаççӗ. Вӗсем çав тери юратаççӗ чӑваша. Çавӑнпа та: «Чӑвашӑм, пу-у-урӑн!» – тетӗп эпӗ. Тата хам çинчен çыратӑп. Тен, ку сӑвӑсем философиллӗ...» – терӗ Олег Иванович уяв каçне уçнӑ май.

Кӗнеке кӑларма хистекенсене, хавхалантаракансене чӗререн тав турӗ вӑл. Мӑшӑрӗ Римма Поликарповна хӑй те çыравçӑ, упӑшкин сӑввисене чи малтан хак параканӗ те вӑлах. Кашни сӑвӑ çырмассерен «эс – гени» тенине илтсен поэзире çитӗнӳсем тумасӑр тӑрайӗ-и Олег Иванович? Çук, паллах. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев издательствӑна ертсе килнӗ ӑна. Кунта вара Галина Антонова редакторпа, Наталия Орлова ӳнерçӗпе, Елена Фомина техника редакторӗпе сӑвӑ пуххине кун кӑтартас енӗпе килӗштерсе ӗçленӗ. Шел те, Галина Алексеевна хӑтлава çитеймен, анчах Олег Иванович вӑл янӑ çырӑва вуласа пачӗ: «Гипсланӑ урапа ни сӗтел хушшине, ни компьютер умне лараймастӑн. Кравать çинче ларса редакцилерӗм сан сӑввусене. Больничнӑй панӑччӗ-ха. Сан пултарулӑхна тарӑнраххӑн пӗлес килчӗ, çавӑнпа хамах ӗçлерӗм. Шухӑшлаву ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Çав лайӑх та».

Тӗпчевçӗсем хак пачӗç 

Сӑвӑ пуххи пичетленсе тухсан Виталий Станьял литература тӗпчевçи ӑна тарӑннӑн тишкерсе пысӑк статья çырнӑ. Вӑл поэтӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Биб­лиотекӑри мероприятире те ӑсчахсен сӑмахне итлеме май пулчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов профессор шӳтлесе те, йӗплесе те илчӗ: «Çичӗ юрӑ» радиокӑларӑмра Олег Прокопьев юрӑ авторӗсене мӗнле хӗртетчӗ. Халь пирӗн пурин те ӑна мухтамалла. Ун поэзийӗ япӑх мар. Питӗ тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем, чӑнах та, философиллӗ. Шухӑшласа çитерме, тепӗр чухне тӗпне çитме те çук. Сӑмахсене пӗр-пӗринпе çапӑнтарать. «Чӑвашӑм, пурӑн!» тет автор. «Чӑваш пулсах пурӑн!» тесен тата тарӑнрах пулатчӗ. Кунта чӑваш ӗçет, ӳсӗр, çавах пурӑнать. Чӑваш пулса пурӑнсан вара вӑл ӗçме пӑрахать».

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Ирина Софронова мероприятие тӗплӗн хатӗрленсе килнӗ. Виçӗ страницӑллӑ докладӗнчи пӗлтерӗшлӗрех самантсемпе паллаштарчӗ вӑл. «Çак кӗнекери сӑвӑсене вуласассӑн авторӗ чӑнах та пултаруллӑ пулни курӑнать, мӗншӗн тесен пушӑ тата рифма вылятассишӗн çеç çырнӑ сӑвӑсем çук. Кашнинчех – тарӑн шухӑш, халӑх, чӗлхе, ял пуласлӑхӗ, чун тасалӑхӗ пирки шухӑшлани. Пирӗн несӗлсем, ачасем, çутçанталӑкпа Турӑ умӗнче яваплӑх пурри çинчен аса илтерни пур. Тематики питӗ анлӑ. Ял пирки çырнӑ сӑвӑсене вуланӑ май Петӗр Яккусенӗн поэзийӗ аса килет. Ку ӗнтӗ Олег Иванович та хӑй ялне Петр Яковлевич пекех хытӑ юратнине пӗлтерет. Ял пирки çырнисенче çӑмӑл тата йывӑр сӑвӑсем пур пек туйӑнчӗ мана. Пӗрремӗшӗ çутçанталӑкпа киленнинче, ачалӑха путнинче тата ял вӑй-хӑват панинче палӑрать; иккӗмӗшӗ вара – ял пуласлӑхне, пушӑ пӳртсене, унталла-кунталла сулланса çӳрекен çынсене сӑнланинче. Кăларăмра юрату лирики пысăк вырăн йышăнать. Ольга Иванова çап­ларах çырнӑччӗ: “Кӗтни, ӗненни, тӗмсӗлни, тӗлпулу, уйрăлу… Сăвăсенчи харкамçă туйăмсен авăрне пуçӗпех чăмма та, унтан тухса каялла çаврăнса пăхмасăр утса кайма та, ӗмӗрӗпех пӗр çынна юратса пурăнма та пултарать, çав хушăрах ытахальтен кăна савма та...» Ку сӑмахсемпе эпӗ те килӗшетӗп.

Поэт сӑнлама та, сюжет каласа пама та пӗлет. Çавна май ун çутçанталӑкпа юрату лирики те, философиллӗ тата гражданла сӑвӑсем те пур. Вӗсем авалхи чӑваш сӑмахӗсемпе те пуян, паянхи пуплев те тӗл пулать. Вулакан унӑн пурнӑç опычӗпе паллашать, хӑй шӑпи пирки шухӑшлама тытӑнать», – терӗ Ирина Владимировна.

Янрарӗç сăвăсем те юрăсем

Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн правленийӗн председателӗ Сергей Павлов чӑваш халӑх çыравçи хӑтлавра сӑвӑсемпе юрӑсене итленӗ май Олег Прокопьевӑн поэзине лайӑхрах ӑнланма пуçланине палӑртрӗ. «Поэзире сан сассу ыттисенни пек янӑрамасть, пач урӑхла. Сан – хӑвӑн характеру, тавракурӑму, философи. Кӗнеке ячӗ патне таврӑнса: «Чӑваш, йӗркеллӗ пурӑн! Чӑваш, ӑслӑ пурӑн!» – тесе калас килет ман», – терӗ Сергей Лукиянович.

Афганистан вӑрçин тата çар ветеранӗсен «Вӑрçӑ инваличӗсем» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацийӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн правленийӗн председателӗ Геннадий Матвеев та Олег Ивановича ӑшшӑн саламларӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова, Владислав Кириллов (Влад Апаш) поэт тата вӗрентекен, поэтӑн хӗрӗ Салампи Прокопьева, Сергей Пятаков вулакан уяв хуçин хайлавӗсене ӑста каларӗç. Муркаш тӑрӑхӗнчи А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗн вӗрекенекӗсем те вӗсенчен кая мар янратрӗç Олег Прокопьевӑн сӑввисене.

Чӑваш юрри-кӗввине чун каничченех итлесе киленме пултарчӗç хӑтлава пухӑннисем. Поэтӑн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Ольга Лукова, Елена Смородинова (Хурлӑхан), Эдуард Андреев, Алена Алексеева, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Дмитрий Моисеев, Раиса Казакова-Сэйт юрӑçсем, «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳçи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Земфира Яковлева) шӑрантарчӗç. Виçӗ сехет пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Ахӑртнех, унта çитсе курнисем поэзи каçне чылайччен савӑнса аса илсе пурӑнӗç.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

О.Прокопьевăн харпăр архивӗнчи тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели