Тутарстанра суйлав мӗнле пынине сӑнамашкăн Хусана килнӗ Халӑхсем хушшинчи ҫамрӑксен фестивалӗн делегацийӗ информаци центрӗнче иртнӗ пресс-конференцире хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗ.
Мексика эксперчӗ Хуан Антонио Кармона Гарсия ҫамрӑксем суйлава хастар хутшӑнни, суйлава ҫӳллӗ шайра хатӗрлени, Тутарстанра тата ҫемьепе суйлава каяс йӑла пурри пуринчен ытла тӗлӗнтернине каларӗ. Суйлав çӳллӗ шайра иртессине вăл кунта килсенех ăнланнă. Сăмах май, Хусанта вăл иккӗмӗш хут. Пӗрремӗшне футболпа тӗнче чемпионачӗ иртнӗ чух пулнă.
ЮАР представителӗ Махубе-Ранекке Йозиас Аймал та хӑйӗн сӑнавӗсемпе паллаштарчӗ. Тутарстанра усӑ куракан суйлав технологийӗсемпе Кӑнтӑр Африкӑра тата БРИКСӑн ытти ҫӗршывӗсенче усӑ курсан аван пулмалла-мӗн. Сӑмах май, Раҫҫее пӗрремӗш хут килнӗскер, чӑн малтан хӑйне чӑн-чӑн шок пулнине пытармарӗ вӑл. Раҫҫей пирки ҫав тери нумай суя информаци илтнӗскер, кунта килсен халӑх хӑйне мӗнле йышӑнни ҫав тери тӗлӗнтернӗ. Суйлав пирки калас-тӑк, ӑна виҫӗ куна тӑсни питӗ килӗшнӗ ӑна, мӗншӗн тесен хӑйӗн ҫӗршывӗнче пӗр кун кӑна иртнӗрен халӑхшӑн ҫав тери мелсӗррине палӑртрӗ.
Спикерсем суйлава мӗнле йӗркелени тата вӑл уҫӑ иртнине çирӗплетрӗç. Хусан пирки те ăшă сăмах нумай каларӗç. Вӗсене хулан инфраструктури тата тараватлӑхӗ килӗшнӗ. Делегатсем çаплах «Татар-информ» агентствăна кӗрсе унăн ӗçӗпе те паллашрӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев