Хусанта «Время быть вместе» фестиваль иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Время быть вместе» фестиваль иртет

Cасăлав хыççăн паракан «Я проголосовал всей семьей» ятарлă сулă хут таки кăна мар. Унпа обществăлла транспортра тӳлевсӗр çӳреме, çавăн пекех Хусанти зоопарка тата музейсене те тӳлевсӗр çитсе курма пулать. Музейсен списокне всейсемьейнавыборы.рф. сайтра пичетленӗ.

Сулăпа «Казан» çемье центрӗ патӗнче иртекен «Время быть вместе» фестивале çитсе курма пулать. Площадкăсем 14.00 сехетрен ӗçлеме тытăнӗç. Фестиваль ачасемшӗн те интереслӗ  пулӗ, вӗсем валли ятарлă зонăсем тата мастер-классем йӗркелӗç.

Çавăн пекех фестивальте боецсен кăтартуллă тренировкисем,  хӗç-пăшал куравӗ, урам театрӗпе пултарулăх коллективӗсен постановкисемпе концерчӗсем, гастрономи зонин ӗçлет.

Фестивалӗн тӗп сцени çинче Тутарстанăн Патшалăх камералă хорӗ, Дмитрий Железнов Капелли, just Brass вӗрсе каламалли оркестр, «Волга-волга» ушкăн тата ытти артист тухӗç. Хедлайнерсем вара – Гузель Уразова, Фирдус Тямаев, Салават Фатхутдинов, Миа Бойко, Татьяна Куртукова,  «Отпетые мошенники» тата «Кар-Мэн» ушкăнсем пулӗç.


#Казань #Выборы2026 Время быть вместе

Нет комментариев