Петровсем суйлава чăваш тумӗпе килнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Петровсем суйлава чăваш тумӗпе килнӗ

Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштек ялӗнчи культура çуртӗнче вырнаçнӑ 1230-мӗш суйлав участокӗнче чи малтан суйлакансенчен пӗри Петровсен çемйи пулнă. Культура ӗçченӗсем Тамара Михайловнăпа Федор Васильевич суйлава чăваш тумне тăхăнса килнӗ.

Тамара Михайловнăпа Федор Васильевич Петровсем.

«Суйлава кашни çул наци тумне тăхăнса хутшăнатпăр, пӗрте юлман. Эпир хамӑр тата хамӑр ачасем валли çутă пуласлăх суйлатпӑр», – пӗлтерчӗ Тамара Петрова.

Каласа хăвармала,  Тамара Михайловна  Балтаси районӗнче çуралса ӳснӗ удмурт хӗрӗ. Халӗ вара тап-таса чăвашла калаçать. 42 çул пӗрле килӗштерсе пурăнакан мăшăрӗпе Елабугăра паллашнă.

Паллах, Петровсен çемйи Тутарстанра иртекен республикăри «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» фотоконкурса та хутшăнать. Çак чăваш çемйине парне тухасса шанатпăрах, ăнăçу сунатпăр вӗсене.

Фото из сайта buinsk-tat.ru.

Сăнӳкерчӗксем buinsk-tat.ru сайтран. 


Чуваши Татарстана Буинский район #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга

Нет комментариев