Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ывӑлӗсене мотоцикл тата мопед илсе панă хӗрарӑмсене суд тӑвӗç

Тутарстанра пурӑнакан икӗ хӗрарӑма ывăлӗсене тунă парнесемшӗн Раççей Уголовнăй Кодексӗн 151.2 статйин 1-мӗш пайӗпе айăплаççӗ. Çул çитмен ачана, унăн пурнӑçӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан транспорт тытса пынăшăн, закона хирӗçле ӗçсем тума явӑçтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшне (саккунлӑ представителӗсене) уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки маннă вӗсем çул çитмен ачисем валли мотоциклпа мопед туяннă чухне. Кун пирки ТР следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Скриношот с видео. Прокуратура РТ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 çулти фигурантка 2024 çулхи кӗркунне 14-ри ывӑлӗ валли мотоцикл туяннӑ. Паллах, çамрӑк водителӗн руль умне ларма ирӗк паракан документ пулман, анчах вăл мотоциклпа çӳренӗ. 2025 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче каччă çул-йӗр правилисене пӑсса автомобильпе çапăннӑ, суранланнӑ.

Тепӗр хӗрарӑм та 13 çулти ывӑлӗ валли пӗлтӗр çулла мопед туяннӑ. Унăн та руль умне ларма ирӗк пулман, йывăр чире пула çамрăкăн транспорта çӳретме юраман. Кăçал май уйăхӗнче çамрӑк пӗр енлӗ урампа пынă чухне çул-йӗр правилисене пӑснӑ. Çакна полицейскисем асӑрхаса ӑна чарӑнма ыйтнӑ. Каччă ыйтнине шута илмен, малалла кайнӑ, анчах йӗркене пӑсакана инспекторсем хăвăрт тытса чарнӑ. 

Аса илтеретпӗр, Раççейре икӗ кустӑрмаллӑ транспорт хутшăннипе пулакан инкексен шучӗ ӳссех пырать. Ачасен пурнăçӗ те вăхăтсăр татăлать çакăн пек аварисене пула. Ачасене вилӗмле хӑрушӑ «теттесем» парнелекен ашшӗ-амӑшӗш çакна яланах асра тытмалла пек те... Хӗрарӑмсем тӗлӗшпе пуçарнӑ уголовлӑ ӗçсене суда ярса панӑ. Питбайкерсен ашшӗ-амăшне явап тыттарни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #БезопасностьНаДорогах #ДетиНаДорогах питбайки уголовная ответственность