Питбайкерсен ашшӗ-амăшне явап тыттарӗç
Юлашки виçӗ çул хушшинче мототранспортпа инкеке лӗксе 148 ача вилнӗ. Çулталăк пуçланнăранпа Хусанта кăçал икӗ çамрăк питбайкпа ярăнса шар курнă ӗнтӗ. Патшалăх автоинспекцийӗ хăрушлăхсем пирки аса илтерет, çӗнӗ инкексем ан пулччӗр тесе рейдсем ирттерет.
Питбайк – ятарлă площадкăсенче усă курмалли спорт хатӗрӗ. Вӗсемпе машинăсемпе çӳрекен çулсем çинче усă курма юрамасть. Анчах чылай çамрăк правилăсене шута илмест, хăйсемшӗн тата çул-йӗр çинчи ытти çыншăн хăрушă лару-тăру туса хурать.
«Кирек мӗнле ял çулӗ те – пӗтӗмӗшле усă курмалли çул, ун çине питбайк тухни закона пăсать», – палăртнă Хусанти Патшалăх Автоинспекцийӗн ертӳçи Михаил Савин.
Вăл каланă тăрăх, питбайксем час-часах аварисен сăлтавӗ пулса тăраççӗ, çынсемшӗн шăв-шав, хăрушлăх кăларса тăратаççӗ.
2024 çулта Хусанти автоинспекторсем питбайкерсем хутшăннипе 169 инкеке регистрациленӗ, 2025 çулта вара вӗсен шучӗ 409 таран ӳснӗ. Çулталăк пуçланнăранпа 17 тӗслӗхе палăртнă та ӗнтӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – авари пулни пирки.
Михаил Савин пӗлтернӗ тăрăх, республика прокуратури питбайкерсен ашшӗ-амăшне явап тыттармалли механизма хута ярасшăн. Йӗркене пăссан РФ УК 151.2 статйипе килӗшӳллӗн уголовлă ӗç пуçараççӗ, виçӗ çул таран ирӗкрен хăтарма пултараççӗ. Çак статьяпа чи малтан Кайпăç районӗнче пурăнакан арçынна явап тыттарӗç. Вăл хăйӗн 13 çулти ывăлӗ валли мопед туянса панă, руль умне ларма паллах çамрăкăн прави пулман. Инкеке пула çамрăк йывăр суранланнă.
Рейдсем вăхăтӗнче ГИБДД инспекторӗсем темиçе йӗркене пăсакана тытса чарнă. Изумрудное кӳлӗ таврашӗнче Enduro мотоциклпа çӳрекен арçынна чарнă, вăл та, питбайк пекех, спорт хатӗрӗ шутланать. Арçын ăна нумаях пулмасть туяннине, хула тăрăх ярăннине пӗлтернӗ. Унăн мотоциклне штрафстоянкăна ăсатнă.
Аракчинăри пӗр урамра скутерпа вăтам çулсенчи арçынна тытса чарнă. Унăн "Б" категориллӗ права çеç, çитменнине вăл шлемсăр пулнă. Ăна 1500 тенкӗ штраф çырса панă.
Юлашки çулсенче Раççейре мототранспорт хутшăннипе пулакан инкексен шучӗ çулсерен ӳссе пырать, вӗсенче ачасем вилеççӗ. Хусанта пӗлтӗр май уйăхӗн 27-мӗшӗнче 13 çулти арçынача Daewoo Nexia автомобильпе çапăнса аллине хуçнă. Елабугăра 14 çулти çамрăк та автобус çине мотоциклпа пырса çапăннă хыççăн сывă юлайман. 2024 çулта майăн 21-мӗшӗнче Хусанта Nissan водителӗ сулахаялла пăрăннă чухне хирӗç килекен çул çине тухса Yamaha мотоциклиста çапса хăварнă. Инкеке пула 27 çулти мотоциклист вилнӗ, тротуар çинче пыракан 26-ри хӗр суранланнă.
Питбайксем кăна мар, квадроциклсем те хăрушă транспортсен шутне кӗрет. Октябрь уйăхӗнче Павлă районӗнче 9 çулти ача квадроциклпа çаврăнса ӳкнӗ, çавна пула унăн 7-ри шăллӗ вилнӗ. 2024 çулхи июль уйăхӗнче Лайăш районӗнче икӗ çамрăк та квадроциклпа пынă чух инкеке лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ.
Хусанти Вӗрентӳ управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, çул çитмен кашни пиллӗкмӗш ачан питбайк е квадроцикл пур. Ашшӗ-амăшӗ ачасене час-часах çак транспортпа усă курма ирӗк парать, пулма пултаракан инкексем пирки шухăшламасть. Ачасемпе пулнă инкексем çамрăксен хушшинче мототранспорта сутмалли тата усă курмалли правилăсене хытарни пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев