News by date 1 February 2019
-
МӖНЛЕ ПУРĂНАТЬ ХӖЛЛЕХИ ВĂРМАН?
Вăрманти чӗрчунсене хӗллехи вăхăтра пурин те пулăшма юрать. Калăпăр, вăрман уçланкисенче тырă, утă-улăм хурса. Апачӗ кăна кăвакарни ан пултăр. Унсăрăн пулăшас вырăнне сиен кӳме пулать.
-
«КӖМӖЛ САСĂ» КĂÇАЛ МАРТĂН 30-МӖШӖНЧЕ
Чăваш эстрада юррисен Пӗтӗм Раççейри XX «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗн финалӗ кăçал март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗн пысăк залӗнче иртет.
-
ХӖВЕТӖР САВГАЧЕВА 100 ÇУЛ!
«Çăкăр сăмси» авторӗн февралӗн 1-мӗшӗнче çуралнă кунӗ. Пурăннă пулсан вăл 100 çул тултармаллаччӗ. Вăл Октябрь (хальхи Нурлат) районӗнчи Ерепьелӗнче çуралнă.
-
1300-МӖШ НОМЕР!
25 çул тултарнă «Суварăн» 1300-мӗш номерӗ тухрӗ. Хаçатăн 25 çуллăхне февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче тума палăртнă. Ăна халалласа çак кун Вулакансен конференцийӗ иртет. Унта штатра тăман авторсене, çыравçăсемпе чăваш центрӗсен ертӳçисене район администрацийӗсем урлă йыхравлатпăр.