МӖНЛЕ ПУРĂНАТЬ ХӖЛЛЕХИ ВĂРМАН?
Вăрманти чӗрчунсене хӗллехи вăхăтра пурин те пулăшма юрать. Калăпăр, вăрман уçланкисенче тырă, утă-улăм хурса. Апачӗ кăна кăвакарни ан пултăр. Унсăрăн пулăшас вырăнне сиен кӳме пулать.
Вăрманӗ йӗркеллех пуль-ха, унти «халăха» вара çăмăл мар. Мӗншӗн тесен чӗрчунсене юр айӗнчен апат тупма йывăр халӗ. Çавăнпа хир сыснисене сенаж шăтăкӗсем патӗнче курсан ан тӗлӗнӗр, выçăскерсем юратнă апат – кукуруз – шăршине туйса пыраççӗ. Егерьсем, вăрман хуçалăхӗсен ӗçченӗсем вăрмансенче ятарласа хатӗрленӗ сырăшсене апат хурсах тăраççӗ. Çак ырă ӗçе пурин те тума юрать. Калăпăр, вăрман уçланкисенче тырă, утă-улăм хурса. Апачӗ кăна кăвакарни ан пултăр. Унсăрăн пулăшас вырăнне сиен кӳме пулать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев