Хусан Çамрăксен театрӗ уçӑ!
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Çамрăксен театрӗ уçӑ!

Пысăк реконструкци вӗçленнӗ хыççăн ТР Раисӗ Рустам Минниханов Хусанти Çамрăксен татрӗнче пулса курнă.

Русский ТЮЗ открылся

«Паян пирӗн республикӑн культура пурнӑçӗшӗн паллӑ кун — Эпир çӗнелнӗ Хусан Патшалăх Çамрӑксен театрне пысăк реконструкци хыççӑн уçатпӑр. Кунта Марсель Салимжанов пек пысăк ӑстасем хӑйсен çулне пуçланӑ. Паянкунта ӗçлекен паллӑ, пултаруллӑ артистсен ячӗсене Тутарстанран чылай аякра пӗлеççӗ», — палӑртнă Раис.

Хусанти ТЮЗ коллективӗн представителӗсене Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Патшалӑх наградисене панă.

Театр историйӗ 1932 çулта пуçланать. Паян труппӑра 40 актер, çак ӗсен шутра ТР халӑх тата тава тивӗçлӗ артистсем те пур. Хусан ТЮЗӗ çулталӑкра вӑтамран 100 пин куракана 800 яхӑн спектакль кӑтартать.

Реконструкци вăхăтӗнче йӑтакан конструкцисене вӑйлатнӑ, инженери сечӗсене улӑштарнӑ, çурт тӑррине, фасадне, сценӑна, куракансен залне, фойене, гримеркӑсене тата ытти пӳлӗме юсанӑ. Иккӗмӗш хутра пӗчӗк зал хатӗрленӗ. Уйрӑм постановкӑсене театр картишӗнче те лартӗç. Сăнӳкерчӗксем max.ru/mincultrt.


#Театр

Нет комментариев