Кăçал фестивале Аксу, Элкел, Çарăмсан, Чистай тата Нурлат районӗсенчи пултарулăх коллективӗсем хутшăнчӗç.

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче шăматкун йăлана кӗнӗ «Выля, хуткупăс!» фестиваль иртрӗ. Республика шайӗнчи чăваш мероприятийӗ юлашки çулсенче кунта иртет. Чăвашшупашкарсемшӗн вăл ырă йăлана çаврăннă ӗнтӗ. Купăсçăсен фестивалӗ ку ялта чи кӗтнӗ культурăллă пулăмсенчен пӗри. Кăçал фестивале Аксу, Элкел, Çарăмсан, Чистай тата Нурлат районӗсенчи пултарулăх коллективӗсем хутшăнчӗç.
Фестиваль ялăн тӗп урамӗпе юрă-ташăпа утнипе пуçланчӗ. Наци тумне тăхăннă юрăçсемпе коллективсем купăс каласа халăх юррисене шăрантарчӗç. Ял çыннисем тата хăнасем коллективсене алă çупса кӗтсе илчӗç. Уяв лапамӗнче фотозонăсем тата халăх стилӗпе тунă канмалли-савăнмалли вырăнсем хатӗрленӗ. Ал ăстисем мастер-классем ирттерчӗç, кăмăл пуррисем наци вăййисене хутшăнма пултарчӗç. Фестивале килнисене чăвашшупашкарсем пурне те кукăльпе, сăрапа тата вӗри чейпе сăйларӗç.

Коллективсем хăйсем хатӗрлесе килнӗ номерсене сцена çинче кăтартрӗç. Йӗркелӳçӗсем кашни хутшăнакана диплом парса хавхалантарчӗç. «Выля, хуткупăс!» фестиваль Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакансемпе хăнасене чăн-чăн савăнăç парнелерӗ. Çакăн пек мероприятисем наци йăли-йӗркине упраса хăварма, ăрусене пӗрлештерме тата чăваш культурипе интереслентерме пулăшаççӗ.
Хуткупăс янрама ан пăрахтăрччӗ, халăх юррисем ан манăçччăр. Çак ырă йăла вара нумай-нумай çул Чăваш Шупашкар ялӗн тусӗсене пухса тăтăр!
Сăнӳкерчӗксем «Шешминская новь» хаçатăн.
Нет комментариев