Çӗнӗ хыпарсем

Сирӗн укçăрпа ултавçă кăна интересленет

Çырчаллинчи 68-ти хӗрарăм пухăннă укçине такамсем вăрласа ВСУ валли куçарасран шикленсе курьерсене 7 миллион та 800 пин тенкине хăй аллипех тыттарса янă.

Палламан çынсем ăна виçӗ эрне телефонпа шăнкăравласа сехрине хăпартнă хыççăн вăл укçине «хăрушсăр шут» çине хурса сыхласа хăварма килӗшнӗ. Хулари нумай çын çӳрекен вырăнтах виçӗ хутчен курьера укçа парса янă…Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать, тесе пӗлтерет ТР ШӖМ пресс-служби. ТР ШӖМӗ тепӗр хут аса илтерет: палламан çынсем телефонпа шăнкăравласа банкри укçăра илсе курьертан парса яма е «хăрушсăр шут» çине куçарма ыйтаççӗ-тӗк – вӗсем ултавçăсем. Кун пек çынпа калаçăва хăвăрт татса полицие шăнкăравламалла. 


проишестви

Нет комментариев