Çӗнӗ хыпарсем

Вăрманта мăйăр питӗ нумай – хӗл сивӗ те çил-тăманлă пулать

Çурла уйăхӗн 24-мӗшӗ – Евпатий. Хӗвел тухнă вăхăтра çумăр çуни – йӗпе-сапа темиçе куна тăсăласса.

Фото Оксаны Бердниковой. Çурла уйăхӗн 25-мӗшӗ – Фотий тата Аникита. Çак кун кунӗпе çумăр çусан «карчăк ăшши» вăраха тăсăлмасть е пачах та пулмасть. Çурла уйăхӗн 26-мӗшӗ – Тихон, Максим. Вăрманта кăмпа нумай-тăк, çитес çул тухăçлă пулать. Çак кун çил-тăвăл тухсан сентябрьте çумăр нумай çăвать. Çак кун çилсӗр пулсан çитес кунсенче вăйлă çиллӗ пулать.

Çурла уйăхӗн 27-мӗшӗ – Михей. Вăйлă çил вӗрсен сентябрь çумăрлă пулать. Çак кун тăрнасем кăнтăралла вӗçеççӗ-тӗк – октябрь варринчех сивӗтет. Çурла уйăхӗн 28-мӗшӗ – Успени. Çак кун асамат кӗперӗ курсан кӗркунне ăшă пулать. Уяр çанталăк тăрать-тӗк – «карчăк ăшши» сентябрӗн 13-мӗшӗнче тытăнать те 21-мӗшӗнче вӗçленет, анчах йӗпе-сапаллă пулать. Эрешмен карти нумай – хӗлле сивӗ тата сахал юрлă пулать. 

Çурла уйăхӗн 29-мӗшӗ – Мăйăр Сăпасӗ. Çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапа пулать. Çак кун тӗлне тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтеççӗ-тӗк, Пукравра сивӗтет. Уяр çанталăк тăрсан хӗл кӗске пулать. Куккук авăтнине илтни – хӗл шартлама сивӗ пуласса. Çурла уйăхӗн 30-мӗшӗ – Мирон. Хӗвел тухнă чух тӳпе хӗрлӗн курăнать-тӗк – çанталăк çиллӗ пулать. Çак кун çумăр çусан вара кӗркунне ăшă та типӗ пулать.


народные приметы

Нет комментариев