Тăшман çĕрĕ çинче фашитсене хирĕç тăрса эшафот çинче пурнăçран уйрăлнă хастар ентешĕмĕрсене асра тытасси - пирĕн тивĕç

Çак кун 1944 çулта Виççĕмĕш рейхăн Импери сучĕн приговорĕпе 11 тутара антифашистла пропогандăшăн тата Германи çарĕсене вăйсăрлатнăшăн айăпланă. Пурăнас ĕмĕрĕсене гильотина вăхатсăр татнă. Паттăрсен ячĕсем нихăçан манăçми халăх асне кĕрсе юлнă: Гайнан Курмаш, Фуат Сейфульмулюков, Абдулла Алиш, Фуат Булатов, Муса Джалиль, Гариф Шабаев, Ахмет Симаев, Абдулла Батталов, Зиннат Хасанов, Ахат Атнашев, Галлянур (Салим) Бухаров.
Геройсене асанса августăн 25-мĕшĕнче республикăра, Хусанта мероприятисем иртеççĕ.
Муса Джалиль музей-хваттерĕнче «Кайнар йөрәк моңнары...» («Мелодии горячего сердца…») курав уçăлать. Поэт 120 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ ăна. Муса Джалиль пурăннă чух пичетленнĕ кĕнекесене курма пулать куравра. Кăнтăрла 12 сехетре Муса Джалиль палăкĕ умне чечексем хураççĕ, митинг иртет. Каçхине С.Сайдашев ячĕллĕ Пысăк концерт залĕнче V Муса Джалиль ячĕллĕ «Поэт и музыка» Халăхсен хушшинчи поэзипе музыка фестивалĕ иртет.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев