Раççей Федерацийӗн Çутӗç министерстви сентябрӗн 1-мӗшӗнчен шкулсенче «Шăнкăрав вырăнне кӗвӗсем» анлă проекта малалла тăсать. Вăл мӗнпур регионта пурнăçланӗ. Урок пуçланнипе вӗçленнине пурте пӗлекен кӗвӗсем янраса пӗлтерӗç.
«Ку вӗренӳ çулӗнче эпир «Шăнкăрав вырăнне кӗвӗсем» проекта пурнăçа кӗртессине малалла тăсатпăр. Вăл ачасенче ырă кăмăл-туйăм çуратма, вӗсене хамăр çӗршыври аслă композиторсен чаплă шедеврӗсем урлă музыка культурипе паллаштарма пулăшать. Ачасем хăйсем каланă тăрăх, ку проект чăннипех те вӗсемшӗн интереслӗ. Вăл вӗренекенсен тавракурăмне анлăлатать, пӗлӗвне ӳстерет», – тенӗ кун пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.
Сентябрьте Раççей шкулӗсенче шкулпа, пӗлӳпе, вӗрентекенсемпе, туслăхпа тата çӗнӗлӗхсемпе çыхăннă хавхалантаракан юрăсем янăрӗç. Вӗсен шутӗнче Михаил Пляцковский сăмахӗсемпе, Владимир Шаинский кӗввипе çырнă «Дважды два – четыре», Денис Майдановăн «Песня Первых» юррисем пулнине асăнмалла. Хăйсен пурнăçӗнче пӗрремӗш хут парттăсем хушшине ларакан ачасем валли Юрий Энтин сăмахӗсемпе Владимир Шаинский кӗвӗленӗ «Первоклашка» янăрӗ.
Михаил Пляцковский сăмахӗсемпе Владимир Шаинский кӗвӗленӗ «Учат в школе» юрă та вӗренӳ çулӗн пӗрремӗш уйăхӗнче янăрӗ шкулсенче.
«Шăнкăрав вырăнне кӗвӗсем» проекта Раççей Çутӗç министерстви Раççей шкулӗсенче 2024 çулхи ноябрьте пуçласа янă. Унăн тӗп тӗллевӗ – вӗренекенсен культурăпа, историпе тата Раççей халăхӗсен йăли-йӗркипе çыхăннă пӗлӗвне анлăлатасси, вӗсене паллă классика музыкипе паллаштарасси. Тӗрлӗ уйăхра тӗрлӗ кӗвӗсем янăрӗç шкулсенче, вӗсене пӗр-пӗр паллă пулăма халаллӗç.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев