News by date 1 March 2023
-
Çамрăк çемьесене çăмăллăх кӳреççӗ
Тутарстанра «Çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси» программăна финансласси икӗ хут ӳсет.
-
Машина çунтаракана хăвăрт йӗрлесе тытнă
Çӗрккӗ Хусанти Гудованцев урамӗнчи 15 номерлӗ çурта хирӗç Беломорская урамӗнче темиçе машина çунни çинчен пӗлтерекен хыпара васкавлă службăсем 2:33 сехетре илнӗ
-
Паян Тутарстан Раисӗн Рустам Миннихановăн çуралнă кун
Республика ертӳçине Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн, «Сувар» хаçат редакцийӗн ятӗнчен чунтан саламлатпăр! Çак кун ăна çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунас килет.
-
2022 çулта Хусана 3,6 миллион турист килсе курнă
Шӗкӗр хула мэрӗн Ильсур Метшинăн сăмахӗсемпе, çакă пӗлтӗрхи кăтартуран 20 процент ытларах
-
Юрий Евдокимова хисеплӗ ят парса чысланă
Ӗнер Владимир Путин хăйӗн Указӗпе нумай çул тӳрӗ кăмăлпа ӗçленӗшӗн тата ӗçри çитӗнӳсемшӗн Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ кафедрин профессорне Юрий Евдокимова «Раççей Федерацийӗн аслă шкулӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята парса чысланă.
-
Мартăн 1-мӗшӗнче МЧС систерӳ системисене тӗрӗслеме палăртнăччӗ
Çак планри тӗрӗслев тăрăх, телевиденипе радиора пӗлтерӳсем тумалла, 10:40 сехетрен пуçласа 10:43-чен сиренăсем янăрамалла. «Внимание всем» сигнала республикăн мӗн пур районӗнче тӗрӗслемелле. Ятарлă службăсен автомобилӗсем çинчи сиренăсемпе громкоговорительсене те тӗрӗслемелле.